Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн шывра крабсем тытакан шхунӑсене е вӑрӑлла ҫӳрекенсене тытса чар ҫеҫ, катертан чылай инҫере «Кайри-Мару» курӑнса каять те чылай вӑхӑт хушши систерсе те хӑратса калаҫма пуҫлать.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Чылай пулать курманни, чылай.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Юлашкинчен, чылай ӳкӗтленӗ, чылай тертленнӗ хыҫҫӑн ирӗк панӑ-панах.
Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Акӑ ҫакӑнта эсӗ киличчен санӑн аҫу, чылай ҫулхи… чылай ҫулхи, анчах ватӑ мар… ӑслӑ, пӗр хут ҫеҫ мар пӑшал айӗнче пулнӑ, ҫине тӑракан ҫын ларчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Манӑн ун патне каяс килместчӗ, мӗншӗн тесен вӑхӑт чылай иртрӗ, анчах вӑл: — Ҫавӑн пек чылайччен вылянӑшӑн мана килте ятлама пултараҫҫӗ, ӑнланатӑн-и ҫавна, эсӗ пырсан, мана ун пекех ятламӗҫ, — терӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Тата чылай вӑхӑт вӗсем ҫак ҫӳллӗ крыльца патӗнче ларма ҫӳренӗ, чылай вӑхӑт шурӑ ҫын ҫинчен, уйӑх ҫынни ҫинчен, Горендура пурӑнакан папуассен тӑванӗ ҫинчен, юрӑсем юрланӑ тесе те каласа параҫҫӗ.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Чӑнах та, ҫу каҫиччен ачасем чылай ӳсрӗҫ, чылай ҫирӗпленчӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Иккӗмӗшӗнчен, ҫав планета чылаях пысӑк пулмалла, мӗншӗн тесен унӑн тӗнче уҫлӑхӗнчен лекекен калама ҫук сивӗрен тата космосран килекен, вӗлерме пултаракан ҫутӑ пайӑркисенчен хӳтӗленме хӑй тавра чылай хӑватлӑ атмосфера туртӑнтарса тытса тӑмалла.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Чылай ҫулсем хушши пурӑннӑ вырӑнтан урӑх ҫӗре пурӑнма е чылай вӑхӑта куҫса кайиччен хӑвӑр каясси ҫинчен пӗлтерме ҫывӑх пӗлӗшсем патне кӗрсе тухмалла.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӗсем ӗнтӗ чылай ҫӳле улӑхнӑ; кунта вара, ансӑр чӳречерен, самай уҫӑрах сывлӑшпа пӗрле, сапаланчӑкраххӑн пулин те, чылаях таса ҫутӑ кӗрет.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Запорожьери ҫар ҫыннисен арӑмӗсен ӑрӑвӗнчен тухнӑ паянхи казачкӑсем Кавказра хӑйсен сӑнарне чылай улӑштарнӑ: куҫӗсем тата ҫӳҫӗсем чылаях тӗксӗмленнӗ, горянкӑсем пекех кӗрнекленнӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ӑна тата ҫакӑнпа та ӑнлантарса парас пулать: кӗрешӳ пынӑ вӑхӑтра ҫӗнӗ комбинаци, хӗҫпӑшал вӑйӗпе тапӑнмалли вӑрттӑнла ҫӗнӗ форма палӑрчӗ; ҫак форма, ирӗклӗн хутшӑннипе танлаштарсан, чӑнах та ӗнтӗ, чылай кӑткӑсрах пулин те, ун вырӑнне вӑл «цивилизациленӗ» тата «гуманнӑй» Антантӑшӑн чылай «юрӑхлӑрах та лайӑхрах».
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл ҫӗлӗкӗ ӑшӗнчен табак енчӗкӗ кӑларса чикаркка ҫавӑрма пуҫларӗ, анчах Аксинья кайсанах васкаса кравать патне пычӗ те ачисене чылайччен чуптурӗ, унтан Натальйӑна, хӑйӗн ҫӑмӑл килмен пурнӑҫӗшӗн тата чылай япалана аса илсе макӑрса ячӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпӗ чылай вӗрентӗм ӗнтӗ, чылай пӗлетӗп, вӗренме йывӑр мар мана, ӗҫлеме тытӑнсан епле аван пулӗччӗ.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Прохор пичче, эсир, акӑ, чылай ҫула ҫитнӗ ҫын, — яланхи пекех шухӑшлӑн каларӗ Дорофей, пушшипе чылай хулӑм эрешмен картине тытса, — ӑнлантарса парӑр-ха мана: ҫак ҫыпҫӑнчӑксем мӗншӗн вӗҫеҫҫӗ тата ӑҫтан тухаҫҫӗ вӗсем?
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Т» буквӑн ҫӳл енче, урӑхла каласан, шӑпах кабинет варринче, райком секретарӗ ларать; пуринчен ытларах вӑл чылай ҫула ҫитнӗ, чылаях кивелнӗ ҫурмалла ҫар тумтирне тӑхӑннӑ арҫын пулать, вӑл шухӑшлӑн та сивленрех е (автор шухӑшласа кӑларнӑ тӑрӑх) кӑмӑллӑн та ачашлӑн пӑхса ларать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах та ҫапла хӑйне хӑй лӑпкӑ тыткалать, хыпӑнса ӳкмест пулин те, вӑл вӗҫӗмсӗр супӗлтетекен, лара-тӑра пӗлми Назаркӑран чылай чӗрӗрех, чылай вӑйлӑрах курӑнчӗ.
XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫапла пӑхнине пула хӗрарӑм, шӑмшакӗнчен те, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен те вӑйлӑн аталанса, тулашӗнчен пӑхӑнса тӑнӑ пек курӑнать пулин те, хӗвелтухӑҫри ытти вырӑнсенчи пекех, хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенчипе танлаштарсан, ҫурт-йӗрте, килйышра чылай пысӑкрах, чылай хисеплӗрех вырӑн йышӑнать.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӗр ҫӗр аллӑ тенкӗ пухсан, вӑл та, салук илсе, кивҫен пама пуҫланӑ, упӑшкинчен чылай теветкеллӗрех ӗҫленӗ, темиҫе хут инкек те курнӑ; темӗнле ултавҫӑ салука паспорт хурса, унран 5 тенкӗ кивҫен илнӗ, — паспорчӗ вӑрланӑскер пулнӑ, вара, вӑл ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑна тепӗр 15 тенкӗ тӑккалама тивнӗ; тепӗр ултавҫӑ, ылтӑн сехет хурса, 20 тенкӗ кивҫен илнӗ, — сехетне вӗлернӗ ҫын аллинчен вӗҫертсе илнӗ пулнӑ, вара, ҫав ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑн чылаях укҫа тӑккалама тивнӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Крылов вара вӗсене карап тӑвас ӗҫре усӑ курнӑ, ҫав формулӑсем акӑлчан математикӗ Симпсон туса хатӗрленӗ формулӑсенчен чылай тӗрӗсрех пулнине, вӑхӑтне те чылай сахалрах илнине ҫирӗплетсе панӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.