Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухнехи (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрешмен хӑй картине ҫанталӑк еплине кура карать: карнӑ чухнехи ҫанталӑка та пӗлет, малашне мӗн пулассине те сисет.

Паук делает паутину по погоде, какая есть и какая будет.

Нӳр. I // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнпа ахаль сывлӑшри тӗрлӗ сывлӑшсем яланах пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ: ҫӑмӑллисем ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ, йывӑррисем аялалла анаҫҫӗ, — ҫапла вӗсем шывлӑ витрери япаласем пӑтраннӑ чухнехи пек пӗрмаях куҫса ҫӳреҫҫӗ.

От этого в воздухе всегда ходят разные газы: какие легче, те идут вверх, какие тяжелее, те опускаются вниз, и ходят газы беспрестанно, как в ведре с водой разные вещества.

Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ку тапхӑрта ирхи смотра пуҫтарӑнмашкӑн рожок кӑшкӑртса ячӗ, — ҫак церемоние пӗчӗк фортра, ҫар корпусӗ тӑнӑ чухнехи пекех, йӗркеллӗ туса пынӑ.

В этот момент рожок протрубил сбор к утреннему смотру — церемонии, которая соблюдалась в маленьком форту так же строго, как если бы налицо был армейский корпус.

IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫак хирти лашана хӑваланӑ чухнехи пек, унӑн хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та сунарта ҫавӑн пек нумай ҫӳремелле пулман.

Никогда еще в жизни ему не приходилось быть так долго на охоте, как в погоне за этой степной лошадью.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ытти ҫерҫи чӗпписем вилнӗ чухнехи пекех, Живчик та тӗкӗсене тӑраткаласа ячӗ.

И он их растопырил, как и другие воробьи, когда они умирали.

Мӑнакка алла вӗрентнӗ Живчик ятлӑ ҫерҫи ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл ман алӑсене ҫулатчӗ, анчах ӗлӗк ачашланнӑ чухнехи пек ҫуламастчӗ.

Он лизал мне руки, но не так, как прежде, когда ласкался.

Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шапасем кваклатин ҫеҫ каҫхи шӑплӑха ҫурса тӑрать — вӗсене Камерон карапсен верфӗнчи мӑк ҫапакансен ӗҫ шавӗпе, пӑра пӑраланӑ чухнехи саспа, тимӗр хуҫлатнӑ саспа танлаштарать.

Ночную тишину нарушали только лягушачьи концерты, которые Камерон сравнивает с шумами, которые производят конопатчики, когда они конопатят, сверлильщики, когда они сверлят, и клепальщики, когда они клепают на судостроительной верфи.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сасартӑк сылтӑм ҫыранта аякра темскер тапӑртатни, унтан тӗттӗмре пӗр харӑсах темиҫе насус ӗҫленӗ чухнехи евӗрлӗ уҫӑмсӑр шав илтӗнсе кайрӗ.

Вдруг на правом берегу послышался отдаленный топот, а потом какой-то глухой шум, словно в темноте заработало одновременно несколько насосов.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл кӑмӑллӑн кулса илнӗ чухнехи пек питне-куҫне пӗркелентерчӗ.

Она скорчила гримасу, которая должна была означать любезную улыбку.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вилмеллисенчен иккӗмӗш арӑм шутланнӑ пӗр хӗрарӑма ак чӗркуҫлентерчӗҫ те аллисемпе ҫӗре тӗрентерчӗҫ, вӑл вилнӗ патшашӑн, чӗрӗ чухнехи пекех, лармалли вырӑн пулса тӑчӗ; виҫҫӗмӗш арӑмӗ патша кӗлеткине тытса тӑчӗ, тӑваттӑмӗшӗ ун ури вӗҫне минтер вырӑнне выртрӗ.

Одну из этих жертв, носившую титул второй жены, заставили опуститься на колени и опереться руками о землю: она должна была служить креслом мертвому королю, как служила ему живому; третья жена поддерживала чучело, а четвертая легла под его ноги вместо подушки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уяв чухнехи пек тумлантарнӑ вӗлерме палӑртнӑ арӑмсене хӗрарӑм патша малтанах суйласа хунӑ.

Разряженные, словно на праздник, жены, которые должны были погибнуть, были заранее отобраны королевой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Упа ҫине сиксе ларнӑ чухнехи пекех, Булька ҫав вӑхӑтра мӗнпур вӑйӗпе чупса пырса ҫав тӗрме ҫыннисем патнелле сике пачӗ.

В это время Булька стремглав, как он кидался на медведя, бросился на этого колодника.

Пятигорскра Булькӑна мӗн пулни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хир сысни тарса пырать пулсан, йытӑсем, хӑйсене хӗненӗ чухнехи пек, йынӑшса вӗреҫҫӗ; чарӑннӑ пулсан, вӗсем ҫынна вӗрнӗ пек вӗрсе уласа яраҫҫӗ.

Если он бежит, то собаки лают с визгом, как будто их бьют; а если он стоит, то они лают, как на человека, и подвывают.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав вӑхӑтрах вара шыв витӗр сывлӑш тухнӑ чухнехи пек уҫӑмсӑр пӑкӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Тотчас же послышался глухой шум, похожий на звук, с каким пузырьки воздуха пробиваются сквозь толщу жидкости.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Паллах, наукӑра «салтак-термитсем» текен паллӑ кӑткӑ йӑхӗ ӗнтӗ, — терӗ Бенедикт пичче антикӑри темле паллӑ йӑх е македонянсем ҫинчен каланӑ чухнехи пек саспа.

— Конечно, тот вид, который известен науке под названием ратных термитов, — ответил кузен Бенедикт таким тоном, словно говорил о македонянах или о каком-нибудь другом славном античном племени.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫӗнӗ ҫулҫӑ кӳрсе ларсанах, вӗсем ун ҫине улӑхса каяҫҫӗ те ҫиме тытӑнаҫҫӗ; ҫинӗ чухне, ҫумӑр ҫунӑ чухнехи пек, чӑштӑртаттараҫҫӗ.

Когда им принесешь свежий лист и они переберутся на него, то делается шум, точно дождь по листьям.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хо! тесе хашлатса сывласа, вӑл пурттипе сула-сула антарчӗ — чӑтлӑх ун умӗнче пушар чухнехи пек уҫӑлса пычӗ.

С могучим «хо!» он опускал топор, и в чаще перед ним возникала просека, словно шел лесной пожар.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алли ҫавӑн — чип-чипер, чӗвӗлти чӗкеҫ пек меслетленӗ йӗркесем «Виталий, чунӑм!» — йӗкӗт кӑкӑрӗ, Дина килсе кӗнӗ чухнехи майлах, сасартӑк ӑшӑнса-ӑшӑнса килчӗ.

Ее почерк, и слова ее, не раз слышанные. «Милый Виталик…» На сердце у него потеплело, как в тот миг, когда увидел Дину.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ак ку ак сана ҫырларан таврӑннӑ чухнехи пӑтӑрмахшӑн, ак ку ак тата хальхишӗн, паян сӗкӗнсе ҫӳренишӗн, ак ку ак ӳлӗм чӑрсӑрланас марришӗн, — тӑкӑлтарать ӑна вӑл.

— Вот тебе за прошлый раз, вот тебе за этот! за твое нахальство! а это тебе за будущее…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗлетӗн-и, ку чухнехи хӗрсем еплелле?

Не знаешь, что ли, какие теперь девушки современные?

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех