Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухнехи (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвна кирлӗ чух тем те пӗлетӗн, пӗр чарӑнмасӑр, сӑвӑ вуланӑ чухнехи пек, сехет ҫурӑ таран калаҫма та пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Эх, раз, эх, два — мӗн пулать те мӗн килет», тесе ма сиксе тӑмастӑн ура ҫине ытти чухнехи пек?

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Машина патӗнче аппаланнӑ хушӑра заместителӗн пӳлӗмӗ бензин пӑсӗпе тулса ларма та ӗлкӗрнӗ иккен: вара, шӑрпӑк пӑрр туса хыпса илнӗ-илмен, пӗтӗм пӳлӗм ҫурӑлса кайнӑ чухнехи пек хаплатса хыпса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вара килтен вӗри шывпа сапнӑ чухнехи евӗр ӑшталанса тухса вирхӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тӑрӑр, суд килет! — вӑрманҫӑ, хӑйне айӑплама пуҫтарӑннӑ чухнехи пек аванмарланса, ыттисемпе пӗрле васкамасӑр тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗл Мучи, пӗлӗт ҫине ку ҫул пӗрремӗш хут улӑхса кайнӑскер, тӗк татнӑ чухнехи пек мамӑк-юр шӑлса тӑкать ҫӗрелле вӑрӑм ҫулӑкӗпе.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫенӗк алӑкӗ чӗриклетнине илтсен, Левен сарӑ хуплашкаллӑ тетраде йӑпӑр-япӑр кӑна тӳшек айне пуҫтарса чикрӗ, хӑй утиял айне чӑмрӗ, ҫывӑрнӑ чухнехи пек, хутланса выртрӗ те пӗр тикӗссӗн маш-маш сывлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑнлансан та, ӑнланмасан та ҫын лӑпкӑн, ним пулман чухнехи пек ларса пынинчен лайӑхрах ку — тарӑхни, пин хут лайӑх!

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӗри чӑрӑш лӑссипе ҫатлаттарнӑ чухнехи пекех пӗҫерсе каять.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӑшкӑлласа, милицие турттарса каяссипе хӑратса, каялла тавӑрса памалли укҫана кӗсйине пӗтӗрсе чикрӗ, вара ним пулман чухнехи пекех хӑй ҫулӗпе шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Лайӑх мӗнсемех-и вӗсем? — питне икӗ аллипе, мусульмансем «аллахлатнӑ» чухнехи евӗр, канӑҫсӑррӑн сӑтӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ, хӑйне каяш-лапра шӑтӑкне тӗртсе яма хатӗрленнӗ чухнехи пек, хытса кайнӑ та тӑрать юпалла.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Укахви, картишӗнче ларнӑ сысна валашкине хул хушшине хӗстерсе кӗрсе тӑнӑскер, упӑшки вӑраннӑшӑн савӑнанҫи турӗ: «Ӑхӑ, — терӗ, — ытти чухнехи пек, силлесе нушаланма кирлех мар иккен: хӑвах тӑнӑ… Ме!» — вараланчӑк та шӑршлӑ валашкана диван умне шак пырса лартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ток тытса силленӗ чухнехи пек анӑраса кайнӑ Маруҫ, ним тума пӗлменнипе «чакак йӑви» урлӑ туртса ҫапса, урамалла пуҫ каснӑ евӗр тухса сирпӗнет, лавкка хыҫӗнчи ҫырмара лаштра йӑмра айне кукленсе ларса ӗсӗклесе йӗрсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халӗ те алӑрах вӑл, анчах ҫынна пытарнӑ чухнехи евӗр хурлӑхлӑ кӗвӗ ӗнӗрет.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аллине-урине, пӗтӗм хул-ҫурӑмне кантрапа шӑтӑр-шӑтӑр ҫыхса лартнӑ чухнехи евӗр туйса, вӑрманҫӑ Маруҫ енне ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑлне шатӑртаттарса ҫыртса лартнӑ лешӗ, пичӗсене чӑх ҫӑмарти хыпнӑ чухнехи пекех вӗрсе хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Эх, — тет те вара вӑл, пысӑк инкек сиксе тухнӑ чухнехи майлах ассӑн сывласа, — халь килте эпӗ ҫак вӑхӑтра телевизорпа «Чӗрчунсен тӗнчинче» передача пӑхнӑ пулаттӑм…»

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗчӗк ачана ытарма ҫук тетте панӑ чухнехи майлах ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Кино курнӑ чухнехи пек рехетленсе ларсах парса ятӑн та эсӗ хӗре…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех