Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсем мана: Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ; иксӗлми ырӑлӑхупа хӗрхенсе пӑхсам ман ҫине; 18. Хӑвӑн сӑнна чурунтан ан пытарсамччӗ: эпӗ хуйхӑратӑп; часрах илтсем мана; 19. чунӑм патне ҫывӑхарсам, хӑтарсам ӑна; тӑшманӑмсене кура ҫӑл мана.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫыннипе пӗрле Турӑ ҫынни патне таврӑннӑ, ун умне тӑрса ҫапла каланӑ: Израильри пек Турӑ ҫӗр ҫинче урӑх ҫуккине пӗлтӗм эпӗ; хӑв чурунтан парне йышӑнсамччӗ, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене курсассӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупса кайса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 3. каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурунтан пӑрӑнса иртсе ан кай; 4. кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр, 5. эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑнтарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1