Шырав
Шырав ĕçĕ:
Турӑ чурисене сывлӑх патӑр: Андрейпа Дарьене ачисемпе пӗрле…
Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.
Тинӗс ҫеҫенхирте пирамидӑсем тунӑ чурасене те, вылямалли кӗперӗсене ҫӗмӗрнӗшӗн тинӗсе виҫҫӗр хут ҫапса тавӑрма шут тытнӑ Ксеркс чурисене те пӗлет.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Сӑваплӑ пророксен Турри кӗҫех мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн Хӑй ангелне ячӗ, терӗ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те 6. ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ; 7. ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; 23. тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: 24. ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ун чухне ӗнтӗ ют ҫӗре каяс умӗн чурисене чӗнсе илсе вӗсене хӑй пурлӑхне парса хӑварнӑ ҫынпа мӗн пулса иртнӗ, ҫавӑн пек пулӗ: 15. вӑл кашнийӗн пултарулӑхне кура пӗр чурине пилӗк талант, тепӗрне икӗ талант, тата тепӗрне пӗр талант панӑ; унтан хӑй ҫула тухса кайнӑ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унтан вӑл чурисене ҫапла калать: «туй ӗҫки-ҫики хатӗр, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ; 9. ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, ҫавсене пурне те туя чӗнӗр» тет.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах лешӗсем, йыхрава хисепе хумасӑр, хӑшӗ хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ; 6. тепӗрисем тата унӑн чурисене ярса тытнӑ та мӑшкӑлласа пӗтернӗ, вӗлернӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл ӗнтӗ урӑх чурисене ҫапла каласа йыхравлама янӑ: чӗнсе хунисене калӑр: «акӑ ӗҫкӗ-ҫикӗме хатӗрлерӗм, пӑрӑвӑмсене тата ҫитерсе самӑрлатнӑ выльӑхсене пустартӑм, пӗтӗмпе хатӗр; туя килсемӗр» тейӗр, тенӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус вӗсене малалла та ытарлӑн каласа вӗрентнӗ: 2. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хӑй ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ: 3. вӑл хӑй чурисене туя чӗнсе хунисене йыхӑрма янӑ; лешӗсем пырасшӑн пулман.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Чӗрӗ Ҫӳлхуҫа пире хаса парса ӑса кӗртмешкӗн пӗр вӑхӑтлӑха ҫилленнӗ пулсассӑн та, Вӑл Хӑйӗн чурисене каллех хӗрхенӗ; 34. эсӗ вара, пур ҫынран та чи ҫылӑхли те чи айӑпли, Унӑн чурисем ҫине алӑ ҫӗклеме пултаратӑп тесе суя ӗмӗтпе мӑнаҫланса кӑлӑхах ан хӑпартлан: 35. эсӗ Пурне те Тума Пултаракан, Пурне те Курса Тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлаймӑн.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Алли-урисӗр тӑрса юлнӑ, сывлӑшӗ ҫеҫ тухайман ҫынна вут-ҫулӑм патне йӑтса кайма, унта ҫатма ҫинче ӑшалама хушнӑ; ҫатма хытӑ пӑсланма тытӑнсассӑн, пӗртӑвансем амӑшӗпе пӗрле вилӗме паттӑррӑн тӳссе ирттерме сӑмах татнӑ, вӗсем ҫапла каланӑ: 6. «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр курса тӑрать, Моисей халӑх умӗнче хӑйӗн юррипе: «Вӑл Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ» тесе каланӑ пек, Вӑл пире чӑннипех хӗрхенӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне Хӑйӗн чурисене, пророксене, пӗлтермесӗр нимӗн те тумасть-ҫке.7. Ибо Господь Бог ничего не делает, не открыв Своей тайны рабам Своим, пророкам.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйне шанса тӑракан чурисене ҫӑлма — патша хушнине итлеменскерсене, хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх турра пуҫҫапма килӗшмесӗр, хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр вут-ҫулӑм ӑшне кӗнӗ чурисене ҫӑлма — Хӑйӗн Ангелне ячӗ!
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем ӗнтӗ иккӗмӗш хут хуравласа ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурисене ҫав тӗлӗке калинччӗ, эпир унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарӑпӑр, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сирӗн ятӑр Манӑн суйласа илнийӗсемшӗн ылхан пулса юлӗ; Ҫӳлхуҫа Турӑ вӗлерет сана, Хӑйӗн чурисене вара урӑх ят хурӗ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа чурисене тивӗҫлӗ пай, вӗсем Ман урлӑ тӳрре тухаҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.Это есть наследие рабов Господа, оправдание их от Меня, говорит Господь.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана сыпӑкран сыпӑка асӑнӗҫ: 14. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӳррипе сут тӑвӗ, Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тӑшманӗсен чӗрисене Хӑйӗн халӑхне курайми тунӑ, Хӑйӗн чурисене хирӗҫ вӗсене чее шухӑш тыттарнӑ.25. Возбудил в сердце их ненависть против народа Его и ухищрение против рабов Его.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.