Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чурисене (тĕпĕ: чура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона кала: [аллупа] хӑвӑн туюна тӑс та ҫӗр тусанне ҫап, вара [ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе, фараона, унӑн кил-ҫуртне, унӑн чурисене ӳпре сӑрса илӗ, пӗтӗм ҫӗр тӑпри] Египет ҫӗрӗнче ӳпре пулса тӑрӗ, те, тенӗ.

16. И сказал Господь Моисею: скажи Аарону: простри [рукою] жезл твой и ударь в персть земную, и [будут мошки на людях и на скоте и на фараоне, и в доме его и на рабах его, вся персть земная] сделается мошками по всей земле Египетской.

Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фараона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫылӑхӑмсене аса илетӗп; 10. фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑкӑр парса тӑракансенӗн пуҫлӑхне, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ; 11. пӗр каҫхине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ; 12. пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ; 13. вӑл пире епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пулса тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫакса вӗлерчӗҫ, тенӗ.

9. И стал говорить главный виночерпий фараону и сказал: грехи мои вспоминаю я ныне; 10. фараон прогневался на рабов своих и отдал меня и главного хлебодара под стражу в дом начальника телохранителей; 11. и снился нам сон в одну ночь, мне и ему, каждому снился сон особенного значения; 12. там же был с нами молодой Еврей, раб начальника телохранителей; мы рассказали ему сны наши, и он истолковал нам каждому соответственно с его сновидением; 13. и как он истолковал нам, так и сбылось: я возвращен на место мое, а тот повешен.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Кашни кӗтӗвне уйрӑм уйӑрса хӑйӗн чурисен аллине панӑ та чурисене каланӑ: ман умран пырӑр, кӗтӳпе кӗтӳ хушшине хушӑ хӑварӑр, тенӗ.

16. И дал в руки рабам своим каждое стадо особо и сказал рабам своим: пойдите предо мною и оставляйте расстояние от стада до стада.

Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех