Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм пысӑк ҫурчӗпе те пӗр чӗрӗ чунта ҫук-шим вара?
Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Хамӑн «кӗлӗсене» нумайӑшне эпӗ ҫак кунччен те астӑватӑп, — ача чухне ӑс ӗҫлени чунта ытла та тарӑн йӗрсем туса хурать — час-часах вӗсем пӗтӗм ӗмӗр тӑршшӗнче те тулса тӳрленсе ҫитеймеҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Симӗс тӗс вӑл — ӑшӑпа сулхӑнрах нӳрлӗхе пӗрлештернӗ евӗрлӗрех: пирӗн чунта вӑл лӑпкӑлӑхпа ҫителӗклӗх туйӑмӗсене вӑратать, анчах вӑл телей текен туйӑма та, чарусӑр вӗри туйӑмсене те аса илтермест…
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эсир, Алексей Вениаминович, чи малтанах леш хӗрарӑмпа мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑр, вара эпӗ сирӗн чунта вӑл мӗн чухлӗ юлнине ӑнланнӑ пулӑттӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Чунта ырлӑх ҫукки те этемӗн хӑйӗн ирӗкӗнчен килмест, — ӑшӑмри усала эп хам акса ӳстернӗ-им ӑна?Душа тоже не по своей воле добром неплодна, — сам ли я посеял злобу в ней?
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Культурлӑ ҫын калаҫӑвӗнче ҫакӑн пек сӑмахсем тӗлӗнтереймен пулӗччӗҫ мана, мӗншӗн тесен «интеллигент» тесе чӗнекен кӑткӑс та арпашӑннӑ ӑс-тӑнлӑ чӗри чунта тупӑнма пултарайман шыҫӑ ҫук-ха.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӗтӗм тавралӑха хупласа тӑракан чаплӑ шӑплӑхӑн минучӗсем ҫитрӗҫ: пултаруллӑ ӑс вӑйлӑнрах ӗҫленӗ чухне, чӗрере вӑйлӑ кӑмӑл туртӑмӗсем хӑвӑртрах хыпса илнӗ чухне е тунсӑх ытларах пуснӑ чухне, хаяр чунта усал ӗҫсем тума хистекен шухӑшсем вӑйлӑнрах аталаннӑ чухне…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1