Шырав
Шырав ĕçĕ:
чиновница (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑванӗсем пур пирки виҫӗ хӗр пӗрле пурӑнмалли хваттере ҫӳремеҫҫӗ: пӗрин амӑшӗ, кӑра кӑмӑллӑскер, ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнаймасть иккен; теприн амӑшӗ, чиновница, мужиксемпе пӗрле пурӑнасшӑн мар, виҫҫӗмӗшӗн ашшӗ питӗ ӗҫме юратать, яланах ӳсӗр ҫӳрет.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Хӑй чиновница, анчах чавсисем пӗр-пӗр графиньӑнни пекех; путӑклӑ тата!» — шутласа илчӗ Обломов.«Чиновница, а локти хоть бы графине какой-нибудь; еще с ямочками!» — подумал Обломов.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1