Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чечекӗ (тĕпĕ: чечек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк ҫыннӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнче пиртен ҫӗленӗ шалпар кӗпи ҫинче, мӑкӑнь чечекӗ пек, йӑлмакласа ҫыхнӑ хӗрлӗ лента пур.

На груди у него, на полотняной блузе, горел, как цветок мака, красный бант.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Доруцӑпа Фретич ҫывӑхӗнченех шӗлепки хыҫӗнчи лентӑран сирень чечекӗ ҫакса янӑ ҫамрӑк ҫын иртсе кайрӗ.

Мимо Доруцы и Фрстича прошел парень с веточкой сирени за лентой шляпы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Аля вара йӑлтах урӑх ҫи-пуҫпаччӗ: хура панбархат платьепе; кӗре ӳтлӗ илемлӗ аллисем те, мӑйӗ те ҫара; кӑкӑрӗ ҫинче ылтӑн брошка — хӗреслесе хунӑ тулӑ пучахӗсемпе утмӑл турат чечекӗ йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӑкӑнь чечекӗ пекех илемлӗ… — янӑраман сассипе ӗхӗлтетрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна ҫамрӑк хӗрӗн мӑкӑнь чечекӗ пек сӑн-сӑпачӗ, кӗпҫе пек кӳлепи илӗртсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ху эсӗ мӑкӑнь чечекӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ак халь эсир мӑкӑнь чечекӗ пекех илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сар хӗвел сире мӑкӑнь чечекӗ пек ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрекере лараканскер, туй ачисем витлесе юрланине итлесе, мӑкӑнь чечекӗ пек хӗреле-хӗреле каять.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Паттӑр та эс, хӗвел те эс, хитре те эс, ӑшӑ та эс, тӑван Ҫеҫпӗлӗм, савнӑ Ҫеҫпӗлӗм, харсӑр Ҫеҫпӗлӗм, ӑшӑ ҫуркуннехи манми те вилӗмсӗр чечекӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Акӑ, самантлӑха шӗпӗлти хумсем лӑпланчӗҫ те, ун ҫине каллех шывран икӗ утмӑл турат чечекӗ сӑнаса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Куҫӗсем утмӑл турат чечекӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗри — лӗпӗш, улӑх чечекӗ, поэзи, ирхи ҫанталӑк, чӗре ҫунтармӑш.

Одна — летняя бабочка, райский цветок, поэзия.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калатчӗ ҫамрӑклах: «Фортуна, Пӗлетӗп, маншӑн ҫуралман, Ман шӑпама васкавлӑ тунӑ — Телей чечекӗ ҫурӑлман».

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Людмила вара кӑшт чарӑнас-тӑвас пулсанах: — Укахви, Укахви, теп, пӑх-ха, мӑкӑнь чечекӗ пекки ларать, — тесе умри пысӑк чечек ҫине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра палатӑпа Поля Баландина кӗчӗ, аллинче роза чечекӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ шурӑ хурӑнсем те, сирень тӗмӗсем те ӗлӗкхи вырӑнтах ӳсеҫҫӗ, анчах кӗр вӑхӑтӗнче вӗсен илемӗ ҫухалнӑ: хурӑнӑн кӑтра ҫивӗтсем вырӑнне хӑмӑр турачӗсем кӑна курӑнаҫҫӗ, тутлӑ шӑршӑллӑ сирень чечекӗ вырӑнне кичем ҫатрака кӑна тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юнашарти вӑрманта лантӑш чечекӗ пуҫтарса Сашша тӑпри ҫине пӗр ывӑҫ хурса хӑварчӗҫ те хурланса килелле утрӗҫ пиччӗшӗпе шӑллӗ тата ҫамрӑк учительница.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакна ытти палӑрӑм та ҫирӗплетет: ту хрусталӗнчен тунӑ каскӑч, тап-таса пергамент ҫийӗн вырнаҫтарнӑскер, Марс планета мӗлкин Фалегӑн паллине ҫырчӗ; сывлӑшра хускалми ҫакӑнса тӑракан Тӑнӑҫлӑх Чечекӗ шанса ларчӗ те — Агригшӑн пархатарлӑ ҫамки ҫине юн мӗлки ӳкрӗ.

Множество других признаков подтверждало это: резец из горного хрусталя, укрепленный над девственным пергаментом, писал знак Фалега, духа планеты Марс; неподвижно висевший в воздухе цветок Мира завял, и тень крови пала на благородное чело бюста Агриппы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

— Ку — Ванкувер чечекӗ, — Энниок тӳрех хуравламарӗ, виҫҫӗмӗш сигара чӗртрӗ.

— Это цветок из Ванкувера, — не сразу ответил Энниок, беря третью сигару.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех