Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

черет сăмах пирĕн базăра пур.
черет (тĕпĕ: черет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Черет хӑвӑртах шӑвать, вӑхӑт нумай иртмест. Ҫынсем малтанхи сасӑлава хутшӑнни пӗлтерӗшлине ӑнланни савӑнтарать», — чунне уҫрӗ 64-мӗш шкулти участока мӑшӑрӗпе килнӗ Андрей Кириллов.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Халӗ вара Хӗрлӗ Чутай салинче ача садне черет ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Лео Слуцкий, санӑн черет!

Лео Слуцкий, твой черед!

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Сӑмахран, Красин урамӗнче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах, «чӗрӗ» черет тӑрса санаторипе курорт сиплевӗн справкине тата карттине йӗркелеме, пӗтӗмӗшле клиника тата планпа палӑртнӑ госпитализаци анализӗсене памашкӑн направлени йӗркелеме, сиплевҫе хутшӑнтармасӑр татса памалли ыйтусене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Бриллиант кулон патне черет ҫитсен манӑн каччӑ сиксе чӗтренине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

15. Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман.

15. Когда настало время Есфири, дочери Аминадава, дяди Мардохея, который взял ее к себе вместо дочери, - идти к царю, тогда она не просила ничего, кроме того, о чем сказал ей Гегай, евнух царский, страж жен.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Нӗркеҫре Нина Мефодьевна Софронова кашнине билет татса парса кинона кӗртетчӗ, черет тӑраттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Тен, эпӗ те йӑмӑк какайне ирӗксӗртен пӗрер татӑк ҫинӗ пулӗ, халь ӗнтӗ хама ҫимелли черет ҫитрӗ…

Может быть, и я по неведению съел несколько кусочков мяса сестренки, а теперь очередь дошла до меня самого…

XII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех