Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑнчӗҫ (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун хыҫҫӑн пыракансем те чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яла кӗрсе, вӗсем ял лаппинче чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пахчари хӗрпе каччӑ хӗвеле хирӗҫ, юрӑ юрлакансем еннелле, темиҫе утӑм ярса пусрӗҫ те чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте кулма чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисем те чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун сассине илтсе, каччӑсем виҫҫӗшӗ те шарт! сикнӗ пек пулчӗҫ те, старике асӑрхаса, юрлама чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш ун патнелле васкакан юланутҫӑсем сиктерсе ҫитрӗҫ, тӑпах чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркинее ҫапла вара каҫарчӗҫ, Ӳкӗтлеме Урха хӗрӗшӗн чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗҫех пеме чарӑнчӗҫ те эпӗ каялла окопа тухрӑм, унӑн икӗ енчи стенисем ишӗлнӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Вӗсен тӗлӗнче хайхи машинӑсем, хӑрушшӑн тормозласа, чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӗвел аннӑ ҫӗре вӗсем шоссе ҫулӗнчен инҫех мар шурӑ ҫӳҫе тӗмӗсем ӳсекен вырӑна пырса чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тепӗр сехетрен икӗ ача хайхи кӳллӗн кӑнтӑр енне, чул ҫыран хӗррине, пырса чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хыҫалта пыракан мотоциклсем те ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Акӑ утма чарӑнчӗҫ те пысӑккисем улттӑн мала тӑчӗҫ, вӗсен хыҫӗнчен — виҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫамрӑкпа ватти Культура керменӗ умне ҫитсе чарӑнчӗҫ ҫеҫ, вӗсене хирӗҫ халӑх кӗпӗрленсе тухма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах директорӑн пӳлӗм ҫине ютшӑнарах пӑхакан куҫӗсем хӑйӗн шӗлепки ҫакӑнса тӑракан пӑта ҫинче чарӑнчӗҫ.

Но взгляд директора, отчужденно блуждавший по комнате, остановился на вешалке, где висела его шляпа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Надзиратель тухса кайнӑ хыҫҫӑн ачасем паҫӑрхи пекех ӗҫлеме чарӑнчӗҫ.

После ухода надзирателя все приняло прежний вид.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Савнисем пусма вӗҫӗнче чарӑнчӗҫ те хӗвӗшекен ҫынсем ҫине пӗр хушӑ ыталаннипех пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла вӗсем хулари икӗ хутлӑ чул ҫурт умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пар кӳлнӗ ҫӳрен лашасем Ӗнел халӑхӗ тӗлне ҫитсен чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех