Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан козаксен чакӑр бешмечӗ курӑнчӗ; ку бешмета Иван Никифорович ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех, хӑй милицие кӗрес тенӗ чух, мӑйӑхне ӳстерсе янӑ вӑхӑталла, ҫӗлетнӗ пулнӑ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Анчах ҫавӑнтах вӑл йӗркеллӗрех калать, ҫапах та хӑйӗн, ватӑ ҫын куҫӗ пек мар ҫутӑ, чакӑр куҫӗсенчи мӑшкӑласа кулас вут-ҫулӑм сӳтермест:
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эсӗ кӗнекесене тӑраничченех ҫӑтнӑ, пӗсехӳне туллиех чышса тултарнӑ, — тетчӗ Уҫӑп, ман ҫине чакӑр куҫӗсемпе тимлӗн пӑхса; — вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлсе илме хӗн.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Икӗ партизан аллисене хыҫалалла ҫыхнӑ акӑлчана ҫавӑтса кӗчӗҫ: вӑл хӑйне юриех нимӗн те пулман пек тыткалать, чакӑр куҫӗсемпе таврари ҫынсем ҫине тӗлӗнсе пӑхать.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл хӑйӗн чакӑр куҫӗсемпе ман ҫине ырӑ сунманӑн тинкерсе пӑхать.Его серые глаза были пристально и недоброжелательно устремлены на меня.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑшшӑн кӗлтунӑ чух хӑйӗн хуйхи ҫинчен турра шанса каласа, вӑл йӑпану шыранӑ, ӑна тупнӑ та; чунӗ ытти ҫынсенни пекех тӑвӑлса килнӗ самантсенче куҫҫуль юхтарни тата чӗрӗ чун хӗрхенни чи лайӑх йӑпату пулнӑ вӑхӑтра, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ ҫине пӗчӗк йыттине тытса хунӑ (лешӗ чакӑр куҫӗпе ун ҫине пӑхса, аллисене ҫуланӑ), унпа калаҫнӑ, ӑна ачашланӑ май шӑппӑн йӗнӗ те.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн куҫӗсем чакӑр, йӑлтӑркка.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Халех Хура сӑрт патнелле чакӑр, эпӗ Илле отрячӗпе сире хӳтӗлеме юлатӑп, — ответлерӗ Павӑл приказ панӑ пек сасӑпа.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл, пӗр сӑмах та чӗнмесӗр, хӑйӗн чакӑр куҫӗсемпе ашшӗ ҫине тинкерсе ҫеҫ пӑхрӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Палуба тӑрӑх, хушусем парса, сарлака сухаллӑ, чакӑр куҫлӑ ҫӳллех мар ҫын чупкаласа ҫӳренӗ.По палубе бегал, распоряжаясь, невысокий человек с широкой бородой и глазами навыкате.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Чакӑр кӑвак шывлӑ Арагва тӗттӗм сарӑ Курана юхса кӗрет, анчах пӑтрашӑнса каймасӑр чылайччен сенкеррӗнех чупать…
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах, сӑнасарах пӑхрӑм та, ача — сап-сарӑ ҫӳҫлӗ те кӑн-кӑвак куҫлӑскер — хӑйӗн ҫутӑ сӑн-пичӗпе чӑнахах та чечеке — ыраш хушшинчи чакӑр утмӑлтурата аса илтерет.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Генерал хӑйӗн сывлӑхсӑртарах, ӳтпе хутаҫланса тӑртанса тӑракан чакӑр куҫне анлӑн чарса пӑрахрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мана «Железный поток» асӑма килчӗ те эпӗ писателӗн ӑслӑ пултарулӑхӗнчен тӗлӗнсе илтӗм; Тамань колоннинчи ҫынсем, пӗтӗм асапсене тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, куҫӗсем уҫӑлнӑ пек пулса, хӑйсен командирӗн куҫӗ чакӑр пулнинчен тӗлӗнсе кайнине писатель ҫав тери тӗрӗс куҫласа илнӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Лейтенантӑн пичӗ тӗттӗмлӗхре пытанчӗ, пирус вут ҫутийӗ капитанӑн чакӑр куҫӗсемпе ҫамки ҫине усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине ҫутатса илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Лелюков атте ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, куҫӗ чакӑр унӑн, вӑл те кулкаласа, те шанмасӑр пӑхать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Каялла ан чакӑр!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Чакӑр каялла!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Халӗ аэроплансем океансем, пушӑ хирсем, ҫӳллӗ сӑртсем урлӑ вӗҫсе каҫнӑ вӑхӑтра, аэроплансемпе инҫетри полярти ҫӗршывсене ҫитсе сӑнаса ӗҫленӗ вӑхӑтра, аэроплансемех тӗрлӗ хуласене, тӗрлӗ патшалӑхсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса тӑнӑ вӑхӑтра, этем аэроплан ҫине ларса кайӑкран вирлӗ вӗҫме, темӗн ҫӳллӗш вӗҫсе хӑпарма вӗреннӗ вӑхӑтра, халь этемшӗн авиаци темрен те кирлӗ япала пулса тӑнӑ вӑхӑтра, — Дейтонри лабораторинче ырӑ кӑмӑллӑ, чакӑр куҫлӑ ватӑ ҫын халь те ӗҫлеме пӑрахмасть.
37. Орвилль Райт наука ҫынни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
— Каялла чакӑр! — кулса кӑшкӑрчӗ вӑл.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.