Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакӑр сăмах пирĕн базăра пур.
чакӑр (тĕпĕ: чакӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун ҫамкине икӗ виҫкӗтеслӗхпе илемлетнӗ, чӑн тӳпине Хӗвел элемне тӗрлесе хунӑ, вӑл ⎼ чакӑр кӑвак хутлӑхри ылтӑнланӑ хӗрес.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫамрӑк чухне Зойӑнни пекех чакӑр пулнӑ куҫӗсем тӗксӗмленнӗ, — вӗсем ҫине инҫе ҫулсен тусанӗсем ларнӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Тата ӑна вӑл чакӑр куҫсемпе хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫ пайӑркисем парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл туприсене тирпейлесе пуҫтарса хунӑ та, хӑй патне такам килессе кӗтсе кӑкӑр тулли сывласа, ҫав тери аслӑ тӗнче ҫине чакӑр куҫӗсемпе тӗлӗнсе пӑхса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ватӑ хӗрарӑм ҫав тери чакӑр куҫлине ку таранччен курманччӗ эпӗ, — ҫулсем иртнӗ майӑн куҫсем тӗссӗрленеҫҫӗ, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ашшӗ сивӗ чӗреллӗ пуль, — пӗлӗт пек чакӑр куҫсемпе кулса илчӗ карчӑкки.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫынсем мана чакӑр куҫлӑ, тетчӗҫ, ун хыҫҫӑн мана хӑмӑр куҫлӑ теме пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эпӗ унӑн илемлӗ сӑнне, чакӑр куҫӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса савӑнса тӑнӑ пулӑттӑм…»

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ун урамӗсемпе чакӑр куҫлӑ хӗрсем ҫӳреҫҫӗ, кашнин аллинчех — кӑвак сирень чечекӗсем…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Куҫӗ умне каччӑ чух кашни улахрах тӗл пулнӑ, сӑн курӑнмалла чакӑр куҫлӑ, ылтӑн ҫивӗтлӗ хӗр тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑнни пекех тӳрӗ сӑмса, чакӑр куҫсем, ялан калаҫакан ҫепӗҫ тутасем.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫут тӗнчене ашшӗн пӗчӗкрен-пӗчӗк, виҫӗ килоллӑ евӗрӗшӗ пулса килнӗскер, ҫавӑн пекех правур та чакӑр куҫлӑ Толик кунсӑр пуҫне ӑслӑ та пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пӑхсам, куҫусем чакӑр иккен, Ванюш аҫунни пек.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫутатать, хӗвел ҫуттипе тинӗс симӗс, кӑвак, чакӑр тӗслӗн йӑлтӑртатса выртать.

Светит яркое солнце, и под его лучами море играет зелеными, голубыми и синими красками.

Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Упа ҫури пек лутака та патвар, куҫӗсем чакӑр, сӑмси пысӑк, чышкисем халех тукмак пек.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Пӗчӗк питлӗ, мулкач куҫӗ пек пысӑк чакӑр куҫлӑ, шурӑ сӑнлӑ хӗр вӑл, Славикрен пӗр улт-ҫичӗ ҫул аслӑрах.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Халь вӑл амӑшӗн сӑмахне ӗненсе тенӗ пекех тӑнларӗ: пӗчӗкрех пӳллӗ пулин те пысӑк кӑкӑрлӑ Улькка, чакӑр куҫӗпе кирек кам ҫине те чӑр та чар пӑхаканскер, тулли кӗлеткине ачашшӑн чӗтрентерсе ытлашши янравлӑн ахӑлтатса кулмасть-и?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кил картинчи ҫамрӑк хурӑн ҫинчи шӑнкӑрч йӑвинче чӗпӗсем чӑрӑклатма тытӑннӑ вӑхӑтра Кирик авланчӗ, Ӑвӑслӑхри кайӑк-кӗшӗк ферминче ӗҫлекен чакӑр куҫлӑ ҫивӗч Ульккана качча илчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унпа юнашар — Галина, чакӑр пысӑк куҫлӑ ҫинҫешке Галина.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Каллех, миҫемӗш хут ӗнтӗ, унӑн чакӑр куҫлӑ ырӑ кӑмӑллӑ сӑнӗ куҫ умне тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех