Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакса (тĕпĕ: чак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан чакса ҫармӑссен хулине Йӑлӑм витӗр ҫитеҫҫӗ Кӑкшӑма, Кайран тӳрех Еркиней ертнипе Тухаҫҫӗ Сӗнтӗр патне ҫапӑҫма.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн часть, каялла чакса, Ҫамрӑк Туд ятлӑ шывӑн икӗ енӗпе те оборона йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тенеялӗнчи Николаев урамӗн- чи ҫула юсасси, Йӑнтӑрчӑ масарне тирпейлесе йӗркелесси, шыв башнисене пӑхса тӑрасси, Улянкӑ ялӗнче ача-пӑча лапамӗ тумалли вырӑна палӑртасси, сӗт хакӗ чакса пыни ӗне усракансене тивӗҫтерменни тата ытти ҫинчен те каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Анчах путӑм хӑвӑртлӑхӗ хӑвӑртах чакса ларчӗ, юлашкинчен пач ҫухалчӗ — урасемпе пӗве тӗпне тӗкӗнме пӳ ҫитмерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Алӑк умне хура кӗркуннехи ватлӑхах кӗштӗртетсе ҫитсе тӑрсан, вӑй-халтан чакса пыракан арҫынна ҫемье ҫавӑрма хӗрарӑмпа вырӑн ҫинче артакланасси ҫеҫ мар, хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пыма тӗреклӗрех вӑй-хал та, ӗҫ алли те ҫитменни те хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пурис чӗринче ҫӑлӑнӑҫ шанӑҫӗ паракан темле ӑшӑ туйӑм йӑшӑлтатса илчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах, шиклӗ иккӗленӳпе сивӗнсе, пӑрлӑ шыв хумне ҫаврӑнса, ҫырантан чӑшӑлл та чӑкӑр-чӑкӑр чакса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эсӗ мӗн, Сима, — кӑшт аяккарах чакса тӑчӗ Лариса, — эсӗ мӗн ман ҫине ун пекех пӑхатӑн?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Металл мар минерал продукт производствин динамики 2009 ҫулта 41,8 процент чакса 2010 ҫулта ҫухатусене тавӑрма, аталану ҫулӗ ҫине тӑма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

— Юлашки ҫулсенче харпӑр хӑй хуҫалӑхӗнче выльӑх шучӗ чакса пыни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Пӗр-икӗ утӑм каялла чакса, Марине хӑйӗн ӗҫне ытараймасӑр сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

1941 ҫулта ытти салтаксем пекех тӑшман вӑйлӑ тапӑнса пынипе каялла чакса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Унӑн палламалла мар суранланса пӗтнӗ пичӗ паттӑррӑн, хастаррӑн курӑнчӗ, ҫавӑнпа та Пую ирӗксӗрех хӑйӗн пуканӗпе пӗрле каялла чакса ларчӗ.

Лицо его, изувеченное до неузнаваемости, дышало все же таким мужеством, таким человеческим достоинством, что Пую невольно отпрянул назад на своем стуле.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Республика пепкесем вилессин кӑтартӑвӗ чакса пынипе малти вырӑнсене йышӑнать.

Республика сохраняет лидирующие позиции по показателю снижения младенческой смертности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑн малтанах доклад пуҫламӑшӗнче Нӑрваш Шӑхаль тӑрӑхӗнчи юлашки ҫичӗ ҫулхи демографи лару-тӑрӑвӗ, ҫынсен шучӗ чакса пыни залра ларакансене шухӑша ячех-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Ҫав куҫ вӑйне Вадим тӳсеймерӗ, алӑк патнелле чакса тӑчӗ, хӗрсене малалла иртме вырӑн пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Енчен ҫырма хӗррипе вӑрман тӑрӑхӗ пулсан, шывӑн вӑйӗ чакса вӑрман айнех сӑрхӑнса кӗрет, пысӑк пулӑшу парать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Платун пӗрре Ҫтаппан ҫине, тепре Макҫӑм ҫине пӑхса илчӗ те каялла чакса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.

Стоит отметить, что с начала ноября количество больных не сокращалось.

ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33825.html

Анчах пач ҫухалса каймарӗ вӑл, кайри пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ пӗчӗккисене иккӗшне икӗ аллине илчӗ те, темиҫе утӑм каялла чакса, ачисене хӑй ҫине хурса, малти пӳрт алӑкне картласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑм, кутӑн-кутӑн чакса, ҫав алӑкранах кӗрсе кайрӗ, ҫийӗнчех урайӗнчи упа тирӗ ҫине чечеклӗ ҫивитти тухса сарчӗ, унтан пысӑк ывӑспа чей куркисемпе чашӑксем, эреш тӗрӗллӗ савӑтпа сахӑр, вӗри сӑмавар кӑларса лартрӗ, хӑй каялла кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех