Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакса (тĕпĕ: чак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каялла чакса каймасан, ку шайрах пырсан, 474 килограмм сӑватпӑр, — тет.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ҫумӑр ҫапса ӳкернӗ, ҫил лӑскаса тӑкнӑ тырӑ ҫӗр ҫумне айсарӑм улӑм пек выртсан, комбайнерсен помощникӗсем ӑна, ураран ӳкнӗ тырра, сенӗкпе хӑпартса пынӑ, комбайнсем вара хӗвел пек хуллен шуса, хушӑран каялла та чакса, метр хыҫҫӑн метр вырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Чечекне палӑк умне лартсан, Тимуш кӑшт каялла чакса тӑчӗ те карттусне хыврӗ, ҫӳҫне те, мӑйӑхне те тураса якатрӗ, хыпаланса утнӑ чух ӑшӑ пулнӑран вӗҫертсе янӑ пиншак тӳмисене ҫаклатрӗ, хулпуҫҫисене тӳрлетрӗ, кӑкӑрне хӑпартрӗ — пысӑк куҫ харшисем айӗнчен салтак ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Очеркпа ҫыхӑннӑ пӑшӑрхану-хумхану, паян стройкӑра ҫӳренисем таҫта аякка-аякка, иртнӗ вӑхӑта, чакса кайрӗҫ, кунта эпӗ урӑх нимшӗн те мар, пӗр Григориу ҫуралнӑ куна паллӑ тума ҫеҫ килнӗн, ҫак телейлӗ мӑшӑр телейӗпе савӑнма ҫеҫ килнӗн туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пулмаллах ҫав, пулмаллах ҫын тенин пушӑ вӑхӑтра йӑпанмалли пӗр-пӗр ӗҫ, — сухан хуппи тӗслӗ мӑйӑхне пӗтеркелесе хӑйӗн вырӑнне, кӑмака ҫумӗнчи сак ҫине чакса ларчӗ Пруткин.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Башньӑллӑ кран каялла, ҫурт каркасӗ патнелле, чакса каять.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсем стройка валли ытларах вырӑн хатӗрлес тӗллевпе ҫыран кукрине тӗртсе тӳрлетес шухӑш тытнӑ та, лешӗ парӑнманнине кура, тарӑхмаллипех тарӑхса кайнӑ, тейӗн: тӑмлӑ-чуллӑ ҫӗр ӑшнелле пӗтӗм кӗлетке сулӑмӗпе пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ, тӑрӑнмассерен хурҫӑ сӑмсисене аптраса ҫитнӗ пек силлесе илеҫҫӗ те кутӑн-кутӑн чакса каяҫҫӗ, унтан каллех малалла ыткӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл пӗр вырӑнта ҫаврӑнчӗ те, автокран стрелин леш енӗпе кутӑн-кутӑн чакса, ҫул ҫине хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калаҫнӑ май вӑл сӑран сумкинчен фотоаппарат кӑларать те ик-виҫ утам чакса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Елюк ик-виҫ утӑм чакса тӑчӗ, ман ҫине хута кӗрессе кӗтнӗн пӑхса илчӗ те кӑмака умнелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл ҫур утӑм чакса тӑчӗ те мана питӗ шелленӗн пит-куҫне пӗркелентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапах та ялта пурӑнакансен йышӗ чакса пырать.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

…Пирӗн ҫӗршывра тӗрлӗ преступленисен хисепӗ ҫултан ҫул чакса, сахалланса пырать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ман ырханкка лаша пӗрре, иккӗ ярса пусрӗ те… чакса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл икӗ салтака касса укерчӗ те хӑй ҫуртсен хӳттине чакса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ Саранск еннелле чакса каятӑп, — тесе хӑварчӗ вӑл Сюльдяшова.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир вара Сӑр вӑрманне чакса кайрӑмӑр та юр кайма тытӑниччен унта пурӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрҫа кӗретпӗр-и, е чакса каятпӑр-и?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрремӗш отряд яла малтан пырса кӗрет, анчах ҫапӑҫу пуҫламасть, салтаксем пеме тытӑнсанах чакса каять.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чакса каймалла пулчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех