Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакса (тĕпĕ: чак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Качча кайман хӗрсен тумӗн вара асамлӑ вӑй-халӗ майӗпен чакса пырать, ҫавӑнпа вӑл ялта уйрӑлсах тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пӗрчӗ шутласа тунӑ тӗррӗн пӗлтерӗшӗ кун пек чухне чакса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫавна май капӑр тумӑн йӑла-йӗркери пӗлтерӗшӗ майӗпен чакса пынӑ; унӑн тытӑмӗ, ӗренки, илемӗ улшӑннӑ, пӗрчӗллӗ тӗрӗ ӑсталӑхӗ манӑҫа тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Юлашки ҫулсем хушшинче районта ҫулсерен халӑх шучӗ чакса пыни палӑрать.

На протяжении последних лет в районе ежегодно наблюдается естественная убыль населения.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Ҫавна пула чӗрепе юп тымарӗн чирӗсенчен вилнисен шучӗ чакса пыни тенденцие куҫнӑ.

В результате была отмечена тенденция к снижению общей смертности от болезней сердца и сосудов.

Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0

Ӗҫе ҫакӑн пек йӗркеленине пула АПК таварӗсен экспорчӗ ҫултан-ҫул шанчӑклӑн ӳссе пырать, санкцисем кӗртнӗ, экспортӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗсем палӑрмаллах чакса кайнӑ 2022 ҫулта та ку ҫаплах пулнӑ.

Благодаря такому подходу экспорт продукции АПК уверенно растет из года в год, даже в санкционном 2022 году, когда в целом показатели экспорта значительно упали.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫулталӑк хушшинче ҫӑвакан юр-ҫумӑрӑн вӑтам виҫи 1370 мм яхӑн, тухӑҫран анӑҫ еннелле чакса пырать.

Среднегодовой уровень осадков составляет около 1370 мм, уменьшается с востока на запад.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Ҫав вӑхӑтрах пысӑк китсенчен ытларах тӗсӗ йышӗ сунара пула чакса пырать.

В то же самое время численность большинства крупных китов продолжала сокращаться из-за перепромысла.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Чи пысӑкки тата, паллах, йӑрӑмлисенчен коммерци тӗлӗшӗнчен чи хаклӑраххи кӑвак кит пулнӑ, ӑна тытасси 1930-мӗш ҫулсенче ыттисенчен ытларах пулнӑ, анчах та унӑн йышӗ 1950-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ тӗлне хӑвӑрт чакса кайнӑ, 1965 ҫулта ӑна тытма тӗппипех чарнӑ.

Самый крупный и, соответственно, наиболее коммерчески ценный из полосатиков синий кит преобладал среди добытых животных в 1930-х годах, но его численность резко упала к началу 1950-х, и в 1965 году его промысел был полностью запрещён.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ҫакӑ кит популяцийӗ хӑвӑрт чакса кайнипе кит тытас ӗҫ тупӑшсӑра тухичченех пынӑ.

Это продолжалось до тех пор, пока и эти популяции не были выбиты до того уровня, когда промысел стал нерентабельным.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Кинемей тӗлӗннипе каялла чакса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кӗрех, кӗрех, Сӑпани! — кутӑн-кутӑн чакса, Сӑпание ҫул пачӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Вӑйлӑ теттӗмӗр-ҫке хамӑра. Мӗншӗн ҫаплах каялла чакса килеҫҫӗ-ши?» — текелекен сасӑсем те илтӗнкелеҫҫӗ хушӑран.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, хӑпӑл-хапӑл тумланкаласа, алӑк патне чакса тӑчӗ, алӑк хӑлӑпне ярса тытсан тин сывлӑш ҫавӑрса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка, кутӑн-кутӑн чакса, пӳрте кӗчӗ те тӗлӗннӗ куҫӗсемпе Ҫимун ҫине хӑраса пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр чарӑнмасӑр ҫапӑҫса, юн тӑкса, каялла чакса килетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нимӗҫсем чакса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ вӑрмансем ту ҫамкисенчен чылай каялла чакса кайнӑ, тусем хушшинчи тарӑн варсенче ҫеҫ вӗсем хӑйсен янравлӑ мӑнаҫлӑхне упраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ аран каялла чакса ӳкме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑвашла калаҫакансем чакса кайсан та, пирӗн пуян чӗлхе таса халлӗнех упранса юлма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех