Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳрисемпе (тĕпĕ: хӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утсен хӳрисемпе ҫилхисене вӗҫтерет.

И развевал хвосты и гривы наших лошадей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Шыв хӗрринче, типӗ тунисемпе сӗртӗнкелесе, хӑмӑшсем чӑштӑртатса тӑраҫҫӗ, шывра пулӑсем хӳрисемпе вылятса чӑмпӑлтатаҫҫӗ.

Шуршат камыши, тихо касаясь друг друга сухими стеблями; плещет хвостом неугомонная рыба…

35 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Китсем те хӑйсен хӳрисемпе пире тӗрмен стенисене пыра-пыра ҫапаҫҫӗ пулӗ?

— И киты ударяют своими хвостами о стены нашей темницы?

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Тыткӑнри пӗчӗк пулӑсем ҫывӑхран ирӗклӗн шуса иртекен тем пысӑкӑш хӗвеле хӳрисемпе ҫапса ваклаҫҫӗ, унӑн ҫинҫе пайӑркисем ҫинче, канатсем ҫинчи чиперкке ташӑҫӑсем пек, тусан пӗрчисем ташлаҫҫӗ.

Маленькие плененные рыбки хвостами раздробляли огромное солнце, вольно плывущее мимо, и на тонких лучах, как на канатах дивные плясуньи, танцевали над забором пылинки.

XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Вӑрманӗнче лавсем туллиех, ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта кӑкарнӑ лашасем сӗлӗ ҫисе тӑраҫҫӗ, хӳрисемпе ҫапкаласа шӑнасене хӑвалаҫҫӗ.

В лесу было полным-полно лошадей, запряженных в повозки и привязанных где придется; они жевали овес из кормушек и били копытами, отгоняя мух.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫил шинель аркисене, ут хӳрисемпе ҫилхисене тӑрмаласа вӑркӑштарать.

Ветер трепал полы шинелей, конские хвосты и гривы.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Утсем, тулхӑркаласа илсе, хӳрисемпе пӑвансене хӳтере-хӳтере хӑваласа, юнашар утса пычӗҫ, Григорий Копылов ҫинелле тӑрӑхласа пӑхса илчӗ, унтан ыйтса пӗлчӗ.

Лошади их, пофыркивая, отгоняя хвостами оводов, шли рядом, Григорий насмешливо оглядел Копылова, спросил:

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑкӑрсем хӑйсем тавра нӑйласа вӗҫекен пӑвансене хӳрисемпе юлхавлӑн хӑваласа утаҫҫӗ.

Быки лениво мотали хвостами, отгоняли гудящих слепней.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Меркулов куҫӗсене чеен хӗссе казаксем ҫине пӑхса илчӗ те каллех Петро еннелле ҫаврӑнса ларчӗ, — тытӑнаҫҫӗ, вахмистр господин, выльӑхсем тӗркӗшме — пуҫӗсене ухаҫҫӗ, урисемпе тапкаланаҫҫӗ, хӳрисемпе

 — Меркулов шельмовато стрельнул глазами в казаков, продолжал, повернувшись к Петру: — тут-то, господин вахмистр, и нападает на скотину бзык.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шыв хӗрринчи садсем, пӳртсем, тӑкӑрлӑксем сасартӑк ҫухалчӗҫ, малта, лутра сӑртсем ҫинче, сурӑх картисем хуралса тӑни курӑнчӗ, сӑрт хӗррипе, кӑвак тӗтре пек, сурӑх кӗтӗвӗ анать, шыв ӑшӑх ҫӗрте ӗнесем хырӑмӗ таранах шыва кӗнӗ те йӗпе ҫулӑк пек хӳрисемпе ҫыпҫӑнакан пӑвансене хӑваласа тӑраҫҫӗ.

Сады, хутора, улочки, подходившие к воде, скрылись, на гористом берегу лежали кошары, серой тенью двигались по взгорью овцы, на перекате стояли коровы, зайдя по брюхо в воду и отбиваясь от липких оводов мокрой метелкой хвоста.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав вӑхӑтра урапа пирӗн геройсем умне пырса ҫитрӗ те, вӑкӑрсем, мӑйракисемпе те хӳрисемпе шӑна-пӑвана хӳтерсе, хӑйсемех чарӑнчӗҫ.

Бричка тем временем поравнялась с нашими героями, и быки, отбиваясь и рогами и хвостами от мух, сами остановились.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав пурнӑҫ валли ҫынсене те хатӗрлемелле, калас пулать, хӳрисемпе пирӗннисем майлӑ та, сирӗннисем майлӑ та ҫапакансене улӑштарса ҫӗнетес пирки уйрӑммӑн шутламалла.

А только и людей к этому надо подстраивать, сказать — подлаживать, особливо тех, кто еще виляет хвостом — и нашим и вашим…

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл ҫатан хапхана уҫма та ӗлкӗреймерӗ — акӑш-макӑш пысӑк буйвол вӑрӑмтунасем сырса илнӗскер, мӗкӗрсе хапхана ҫӗмӗрсе кӗрсе кайрӗ; ун хыҫӗнчен ытти ӗнесем, пысӑк куҫӗсемпе хуҫа арӑмӗ ҫине пӑхса, ӑна палласа илсе тата хӑйсен аяккисем тӑрӑх хӳрисемпе пӗр тикӗс ҫапкаласа, ерипен пыраҫҫӗ.

Она не успела еще отворить плетня, как громадная буйволица, провожаемая комарами, мыча, проламывается сквозь ворота; за ней медленно идут сытые коровы, большими глазами признавая хозяйку и хвостом мерно хлеща себя по бокам.

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Юлашкинчен храмӑн тӗп мӑчавӑрӗ те тухнӑ, — пуҫӗ ҫине тиара лартнӑ, хулпуҫҫийӗсем урлӑ тигр тирӗ уртнӑ, шаккал хӳрисемпе эрешленӗ парча саппунлӑ ҫӗр ҫулхи старик.

Наконец вышел и главный жрец храма, столетний старец с тиарой на голове, с тигровой шкурой на плечах, в парчовом переднике, украшенном хвостами шакалов.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хулари хӗрарӑмсем вӗсен хӳрисемпе шӑнасене хӑвалӗҫ ӗнтӗ…

Городские бабы будут хвостами мух отгонять…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗлӗнмелле пысӑк хӳрисемпе сумкаран ҫапаҫҫӗ.

Чудовищные хвосты со свистом били по ранцу.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех