Шырав
Шырав ĕçĕ:
хӗҫпӑшалланнӑскер (тĕпĕ: хӗҫпӑшаллан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ретиарий, сенӗкпе те тетелпе ҫеҫ хӗҫпӑшалланнӑскер, мирмиллонран ҫирӗм утӑмра, ун ҫине епле лайӑхрах тапӑнма пулать-ха, тесе шухӑшланӑ пек тӑрать.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пирӗн училище, вӗр-ҫӗнӗ ҫар техникипе хӗҫпӑшалланнӑскер, икӗ эшелонпа Тихорецкран иртрӗ те Сталинграда каякан йӳпӗпе Сальск ҫине пӑрӑнса кӗрсе кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
… Темле урса кайнӑ нӗрсӗрсен кӗтӗвӗ, хӗскӗчсемпе, ҫӗҫӗсемпе, пӑчкӑсемпе, тимӗртен мӗн кӑна тӑваҫҫӗ — ҫав япаласемпе пуринпе те хӗҫпӑшалланнӑскер, пӗр-пӗринпе ҫыхланса ӳкнӗ ӑман ҫӑмхи пек, ӑссӑрла ҫаврӑнакан ҫавраҫил пек.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Исправник ҫула тухса ҫӳремелли тумтирпе, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити тенӗ пекех хӗҫпӑшалланнӑскер, вӑрттӑн та васкарах темӗн ҫинчен кала-кала парать.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Страницăсем:
- 1