Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗртет (тĕпĕ: хӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юмах хӗртет ун чӗрине, Ҫунат хушать вӑл систермесӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Крым: анлӑ тинӗс те сӑрт айӗ, Хӗвел ачашласа хӗртет, Тӑвайккинчи Бахчисарайӗ Илемӗпе пит илӗртет…

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗртет хӗвел, халӑха хире чӗнет, — тет ӑшӑ кӗрӗк пиншакне йӳле янӑ Назиб.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗртет вӗт хӗвел, Левентей, кун пек пулсан, тепӗр икӗ кунран акма тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Епле хӗртет хӗвел, Украинӑри пек!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хыҫалтан, анма хатӗрленсе, лутра йывӑҫсем тӗлне ҫитнӗ хӗвел хӗртет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗвел хӗртет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗвел хӗртет.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ах, епле хытӑ хӗртет хӗвел!

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Лавккари ҫӑкӑра ҫиейместӗп эп, йӳҫӗ пӗҫереҫҫӗ, кӑкӑра хӗртет.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Паян вара 30 градус ытла шӑрӑх, хӗвел хӗртет.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Хавасланнипе эпӗ киленсех кайрӑм, ун патнелле утса пыма тытӑннӑччӗ анчах, директор мана патаккипе яра пачӗ, ҫапать те ҫапать, татах хӗртет, штейгерӗ чӗрнисемпе таптаса кӗҫенет…

Обомлел я от радости, только было хотел подойти, как ударит меня директор тростью, да еще, да еще, а штейгер ну топтать копытами и ржать…

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ӑна мухмӑр асаплантарать, кӑкӑрӗнче хӗртет.

с тяжелой головой, с жжением в груди,

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Хӗвел самай ҫӳле хӑпарнӑ ӗнтӗ, тумтир витӗрех хӗртет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, ку ахаль те паллӑ-ха, хӗвел, ав, шӑпах пуҫ тӑрринче, ун ӑшши, йывӑҫ ҫулҫи хушшипе иртсе, карттус витӗрех лӗпкене хӗртет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗвелӗ кунта питӗ хӗртет пулас.

В солнечный день здесь, видимо, сильно греет.

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Тӳпере пӗр пӗлӗт татки те ҫук, хӗвел тӳсме ҫук хытӑ хӗртет.

Небо было совершенно ясное; солнце палило нестерпимо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пиҫсе хуралса кайнӑ тӳперен хӗвелӗ хӗртет ҫеҫ; шӑпах пирӗн тӗлте, тепӗр енче, сӗлӗ пусси саррӑн курӑнса выртать, ун ҫийӗнче хӑшпӗр тӗлте армути ҫитӗнсе ларнӑ, ҫав пусӑри хӑть пӗр пучах та пулин хумханасчӗ.

Солнце так и било с синего, потемневшего неба; прямо перед нами, на другом берегу, желтело овсяное поле, кое-где проросшее полынью, и хоть бы один колос пошевельнулся.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Хӗвел хӗртет, анчах лӑпкӑ ҫил пирӗн пит-куҫсене уҫӑлтарса ярать.

Сияло солнце, но легкий ветерок освежал наши лица.

XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Мимус… хӗртет! — тесе йынӑшать Ванька-Встанька.

Мимус… бьёт! — хнычет Ванька-Встанька.

Мимуспа карлик // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех