Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсем (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсем тутлӑ ҫимӗҫе урамран курнӑ иккен.

Все это увидели девушки с улицы.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Тин ҫеҫ шкул пӗтернӗ хӗрсем, ташлама вӗренекенскерсем, манӑн пӳлӗм тӑрринче пурӑнатчӗҫ.

Над моей комнатой жили девушки, только что окончившие школу и учившиеся танцевать.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Авланиччен хӗрсем спектакль хыҫҫӑн сцена ҫине хӑпарса сана чечек ҫыххи парнеленине, унта ҫыру хунине те илтнӗччӗ.

— Я слышала, что до твоей женитьбы девушки после спектакля поднимались на сцену и дарили вам охапки цветов с письмами внутри.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫав кунсенчех республикӑри 15-20 ҫулсенчи яш-семпе хӗрсем тата юниорсем те тупӑшнӑ.

В эти же дни соревновались 15-20 летние парни и девушки и юниоры.

Эстафетӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.ТИМОФЕЕВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫӗрле прожектор патӗнче тӑнӑ, кӑнтӑрла вӑрҫӑ ӗҫне вӗреннӗ паттӑр хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Хӗрсем вӗсене темиҫе прожекторпа тытсан пирӗннисен зенит тупписем е истребительсем тӑшман самолечӗсене персе антарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

14-15 ҫулхи хӗрсем хушшинче Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вӗренекен Диана Михопарова (вӗрентекенӗ - Галина Мидейкина) иккӗмӗш степеньлӗ грамотӑна тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика Кубокӗшӗн // А.НИКИТИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

«Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗрес ыйтусем абитуриентсемпе ашшӗ-амӑшне хумхантараҫҫӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн сроксене ҫирӗплетни аслӑ пӗлӳ илме хатӗрленекен выпускниксен правине хӳтӗлессине ӳстерет, — тенӗ парламентарий. — Ҫавна май каччӑсемпе хӗрсем мӗн пур нюанссене пӗлсе тӑма пултараҫҫӗ, хӑш экзамена тӗплӗнрех хатӗрленме кирлине пӗлсе пӗлӳ пухаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

Хӗрсем, ҫак меслете пула савнӑ каччӑсӑр юлнишӗн пӗртте пӑшӑрханма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Ҫамрӑк хӗрсем, эсир сӑмах мӗн пирки пынине ӑнкартӑр пулӗ-ха.

Девушки, вы поняли о чем идёт речь, наверно догадались.

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Хӗрсем те пыратчӗҫ.

Девушки тоже шли.

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

36. Ҫулланнӑ хӗрӗ качча каймасӑр юлни кама та пулин аван мар пек туйӑнать пулсассӑн, вӑл хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр: ҫылӑха кӗмӗ; ун пек хӗрсем качча кайччӑр.

36. Если же кто почитает неприличным для своей девицы то, чтобы она, будучи в зрелом возрасте, оставалась так, тот пусть делает, как хочет: не согрешит; пусть таковые выходят замуж.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗсем сутӑн илме кайсассӑн, кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ, хатӗррисем унпа пӗрле туя кӗнӗ, алӑкне хупса хунӑ; 11. кайран леш хӗрсем те пыраҫҫӗ: «хуҫамӑр! хуҫамӑр! уҫса кӗртсемччӗ пире» теҫҫӗ.

10. Когда же пошли они покупать, пришел жених, и готовые вошли с ним на брачный пир, и двери затворились; 11. после приходят и прочие девы, и говорят: Господи! Господи! отвори нам.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Вара ҫав хӗрсем пурте вӑраннӑ та тӑрса ҫутаткӑҫӗсене тӳрлетнӗ.

7. Тогда встали все девы те и поправили светильники свои.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Кӗрӳ каччӑ час ҫитеймен те, хӗрсем пурте ыйхӑласа ҫывӑрса кайнӑ.

5. И как жених замедлил, то задремали все и уснули.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Каччӑсӑр тӑрса юлнӑ хӗрсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ; упӑшкасӑр юлнӑ арӑмсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ; пулӑшусӑр юлнӑ вӗсен хӗрӗсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ.

34. Плакать будут девицы, не имея женихов; плакать будут жены, не имея мужей; плакать будут дочери их, не имея помощи.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫап-ҫамрӑк хӗрсем, тин ҫеҫ каччипе мӑшӑрланнӑскерсем, тин ҫеҫ туя ларнӑскерсем, чунтан савӑнас вырӑнне хурланса йӗме пуҫланӑ, сӗрӗшпе сӗрӗннӗрен ырӑ шӑршӑ саракан ҫӳҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ӗнтӗ вӗсене ҫарамас халлӗнех хӑваласа пынӑ, туй юрри юрлас вырӑнне вӗсем, ют йӑх ҫыннисем асаплантарса-хӗнесе пынӑран, ыттисемпе пӗрле кӑшкӑрса макӑрнӑ.

6. Отроковицы, только что сочетавшиеся супружеским союзом и вошедшие в брачный чертог, вместо ликования начали плач, посыпали пеплом благоухавшие от мастей волосы, были ведены непокрытыми, и вместо брачных песней поднимали общий вопль, будучи мучимы истязаниями иноплеменных.

3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Хӑйсен пӳлӗмӗнче хупӑнса пурӑнакан хӗрсем те амӑшӗсемпе пӗрле чупа-чупа тухнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл, тӑпра сапнӑ, вӗсем ӗсӗклесе йӗнипе, ахлатнипе урам янӑраса тӑнӑ.

15. И заключенные в своих покоях девы выбегали с матерями и, посыпая пеплом и прахом головы, оглашали улицы рыданиями и стонами.

3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Хӑшӗсем халӑхпа пӗрле кӗлтумашкӑн килӗнчен йышӗпех чупа-чупа пынӑ, мӗншӗн тесессӗн сӑваплӑ вырӑнӑн мӑшкӑл курасси ҫитнӗ; 19. кӑкӑрне хуйхӑ тумӗпе туртса ҫыхнӑ хӗрарӑмсем урамра ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ; килте ларакан хӗрсем хӑшӗ хапха патне чупа-чупа тухнӑ, тепӗри хӳме ҫине хӑпарнӑ, хӑшӗ тата чӳречерен пӑхнӑ, 20. пурте аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ.

18. Иные семьями выбегали из домов на всенародное моление, ибо предстояло священному месту испытать поругание; 19. женщины, опоясав грудь вретищами, толпами ходили по улицам; уединенные девы иные бежали к воротам, другие - на стены, а иные смотрели из окон, 20. все же , простирая к небу руки, молились.

2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем Манӑнччӗ, вӗсем ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратрӗҫ; Оголӑна — Самари тесе, Оголивӑна Иерусалим тесе ят хунӑччӗ.

И были они Моими, и рождали сыновей и дочерей; и именовались - Огола Самариею, а Оголива Иерусалимом.

Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех