Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмӑн (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ула Тимӗр пур-ҫук укҫапа — паянхи пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗпе — ҫыхӑннӑ кӗтмен-туман япала сиксе тухнипе ҫухалсах кайрӗ, пӗр авӑк чӗлхесӗрленнӗ пек чӗмсӗр тӑчӗ, вара, ним тума пӗлмесӗр, курткин малти кӗсйинчен ытти укҫинчен ҫырткаламаллисем туянма уйӑрса чикнӗ 1 тенкине васкамасӑр, хӑйне хисте-хисте, питнекуҫне хаяр чӗпӗтекен пӑрӑҫ чӑмланӑ пек йӳҫӗхтерсе-пӗркелентерсе кӑларчӗ те хӗрарӑмӑн ал лаппи ҫине, ҫӳҫ пӗрчи ҫине, йӑпӑшт хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук вӗт, пурнӑҫӑн хурапа шуррине пӗтӗм енлӗн тутанса пӑхнӑ хӗрарӑмӑн ӗмӗр ватӑлми, тӳсӗмлӗ чӗринче халӗ те сӳнмен кӑвар тӗлкӗшкелесе илет.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хӗрарӑмӑн хура хӑмӑр куҫӗсем савӑнӑҫпа ялкӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗр самант, вӑштӑр ҫил вӗрсе иртнӗ вӑхӑт хушши ҫеҫ, анчах ҫак кӗске самант та хӗрарӑмӑн юлашки вӑхӑтра пӑрланма пуҫланӑ чӗринчи сивве хӑвалакан хӗлхем чӗртме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫав ӗнтӗ пӗччен хӗрарӑмӑн, кашни иртен-ҫӳрен кулма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Арҫынпа хӗрарӑмӑн черченкӗ туйӑма ҫухатмасӑр пӗр-пӗрне килӗштерсе ӗмӗр тӑршшӗпех пурӑнас тесен мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

«Унпа тем ҫинчен те калаҫма пулать: ядерлӑ медицинӑран пуҫласа квант физики таранах», — теҫҫӗ хастар хӗрарӑмӑн тусӗсем.

«С ней можно поговорить о многом: от ядерной медицины до квантовой физики», — рассказывают подруги об активистке.

Туканашра ҫуралнӑ хӗрарӑм-инженер 80 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34350.html

Хӗрарӑмӑн ҫумӗнче икӗ спорт сумки пулнӑ.

С собой у женщины были две спортивные сумки.

Вӑрнар районӗнчи хӗрарӑм ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34332.html

Шӑплӑха хӗрарӑмӑн вӑйсӑр, тытӑнчӑк сасси ҫурса кайрӗ:

Настороженную тишину прервал слабый, прерывающийся женский возглас:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗрарӑмӑн пичӗ-куҫӗ те йӑлтах хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ.

Лицо, одежда женщины — все было черно от копоти.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Нивушлӗ йӗркеллӗ хӗрарӑмӑн ҫакна та ӑнланмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Хӗрхенчӗклӗ сасӑпа калаҫакан хӗрарӑмӑн сӑмахӗсем ӑна тӗлӗкри пек кана илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗрарӑмӑн килти ӗҫӗ — куҫа курӑнман ӗҫ, тенӗ авал.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Пӗр талӑкра ачан сакӑр сехет, хӗрарӑмӑн улттӑ, йӗркеллӗ арҫыннӑн тӑватӑ сехет ҫывӑрни килӗшӳллӗ», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пациентсене медицина пулӑшӑвӗ панисӗр пуҫне, хӗрарӑмӑн ҫемье ҫине те тимлӗх уйӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Шап-шурӑ тӑхӑннӑ тухтар васкаса чупса кӗчӗ те ватӑ хӗрарӑмӑн ал тымарне тытса пӑхрӗ, чӗрине итлерӗ, пӳрнипе кӑшт куҫӗсене уҫса пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шӑп ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмӑн вӑйсӑр сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӑмӑлланнӑ чухне хӗрарӑмӑн хӑрах ури тупӑкра тенӗ ваттисем».

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Плаки, хӗрарӑмӑн тӗпчевлӗ куҫӗсемпе сӑнаса, хӗрӗн чӗри Элекҫей еннелле туртӑнманнине малтанхи каҫах сисрӗ те унпала калаҫса пӑхма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аскӑн хӗрарӑмӑн кӑмӑлӗ сӗм вӑрман ҫеҫ мар, тӗпсӗр ҫыр та.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех