Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмӑн (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни хӗрарӑмӑн Хӗрлӗ Ҫар валли пӗрер мӑшӑр алсиш, пӗрер мӑшӑр чӑлхапуҫ ҫыхса памалла, тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑншӑн хӗрарӑмӑн чиркӳ алтарьне кӗме, сылтӑм енне тӑма та юраман.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен хӑлхине ҫамрӑк хӗрарӑмӑн юлашки сӑмахӗсем пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмӑн вырӑнӗ — чӳрече ҫумӗнче.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сӑмахне вӗҫленӗ ҫӗре юнашар ларакан хӗрарӑмӑн сӑнӗ палӑрмаллах тӗксӗмленчӗ, сасси чӗтреме тытӑнчӗ, аллинчи пӗчӗк тутрипе куҫӗсене ытларах та ытларах шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫӳҫӗ шупкаланнӑ хӗрарӑмӑн ыйхӑ килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫӗнӗ ҫулччен ялти кашни хӗрарӑмӑн фронт валли пилӗкшер мӑшӑр нуски ҫыхмалла-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кӑшкӑрса макӑрса ярас килчӗ хӗрарӑмӑн.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗрарӑмӑн лайӑх япалисене йӑлт хывса илсе йӑтса кайнӑ, ҫара ӳтпе тӑратса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Акӑ, самантрах тулчӗ — ҫамрӑк хӗрарӑмӑн йӑрӑс пӗвӗпе, асамлӑхӗпе, шухӑшӗпе, ӗмӗчӗпе…

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман халӗ хӗрарӑмӑн кӑтралатнӑ ҫӳҫне кӑна мар, шӗвӗртерех сӑмсине те, путарах панӑ куҫне те, ҫӳхерех тутине те аван уйӑрать, шап-шурӑ шӑлӗсене курать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫуратасси, ҫуратмасси — кашни хӗрарӑмӑн харпӑрхӑй ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ку сӗт сӑвакана, — ӳпкевлӗн сӗлекине ҫӑтрӗ вӑл. — Ку хӗрарӑмӑн ҫуратмалла та ҫуратмалла…», — чӑлханса пӗтнӗ шухӑшсемпе киленчӗ вӑл, ҫавӑнпа та сӑмах тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тен, хӑҫан та пулин манӑн хӑтланӑва хака хурӑн, хӗрарӑмӑн пӗчӗк паттӑрлӑхне хаклӑн тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пайӑркин хӗррипе ҫурма ҫӗр хӑни хӗрарӑмӑн сӗт пек шурӑ питҫӑмартийӗсене сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех хӗрарӑмӑн чӑн-чӑн илӗртӗвӗ — хыса хытса кайнӑ, малтанхинчен вӑйлӑрах мӑкӑрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тӑвар хумарӑм… — ҫине-ҫине пӑшӑлтатрӗҫ хӗрарӑмӑн шӑнса хытнӑ тутисем.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та хӗрарӑмӑн чунӗнче ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмӑн чӗринче усаллӑх ҫӗнӗрен вӗресе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр самантлӑха кӑна, ҫур самантлӑха тесен те тӗрӗсрех-тӗр, вӗсен — кашкӑр амипе хӗрарӑмӑн куҫӗсем тӗл пулчӗҫ, ҫапах та Ваҫиле унӑн куҫӗсем ырӑ та йӑваш пулнине асӑрхаса ӗлкӗрчӗ, шеллесе те илчӗ: ара, амӑшӗ-ҫке вӑл, ачисем выҫӑ ун.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех