Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмӑн (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутта хӑнӑхманнипе арестленӗ хӗрарӑмӑн куҫӗсенчен куҫҫуль сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта Тарӑн хӑйне хӑй курӑнакан сӑнарне курма пулать, буддизмра ӑна хӗрхенекен хӗрарӑмӑн пӗр аспекчӗ пек йышӑннӑ.

В ней можно увидеть самопроявляющийся образ Тары, одного из женских аспектов сострадания, принятого в буддизме.

Парпинг // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 0%BD%D0%B3

Мана тата Звягинцев Ольга Алексеевна ӗҫӗ ҫинчен калаҫнӑ чух вӑл хӗрарӑмӑн хӑюлӑхӗ пирки, хӑйӗн пурнӑҫне те хӗрхенсе тӑман пирки мар мухтатчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эсир шыракан хӗрарӑмӑн хушамачӗ мӗнле? — ыйтӑва хирӗҫ ыйту пачӗ старик.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав-ҫав чухлӗ ҫул каялла ҫынпа ЗАГСра пулнӑ пирки кӑна хӑйӗн вырӑнӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартма тӑрӑшакан, пӗр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан хӗрарӑмӑн эмоцийӗсем пирки пурте ирӗлсех каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан тӑрук каллех ҫав хӗрарӑмӑн хӑйӑлтатакан ҫинҫерех сассине илтет:

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗнле калас, упӑшкаллӑ хӗрарӑмӑн каччӑсемпе хӗрсем хушшинче тӑни килӗшсех каймасть.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Намӑс-симӗс нимӗн те ҫук хальхи хӗрарӑмӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Екатеринбургра «Хальхи тӗнчери хӗрарӑмӑн ролӗ» ятлӑ хӗрарӑмсен пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш форумӗ иртрӗ.

В Екатеринбурге прошел первый международный женский форум «Роль женщины в современном мире».

Улпутсем хӗрарӑмсене ҫуратма калаҫтарни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1419

Хӗрарӑмӑн тӑватӑ ача пулсан - 56 ҫулта.

Если у женщины четверо детей – в 56 лет.

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... en-3433568

Ҫемьере хӗрарӑмӑн тата тепӗр икӗ ача ӳсет иккен.

В семье у женщины росли еще двое детей.

Амӑшӗ хӗрне хӗнесе пурӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35744.html

Ма ыйтатӑн? — ырра сиссе ҫуталчӗҫ хӗрарӑмӑн куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫав хӗрарӑмӑн упӑшки пьянчук пулнӑ эппин.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Чӑваш Енре хӗрарӑмӑн прокуратурӑранах пулӑшу ыйтма тивнӗ.

В Чувашии женщине пришлось обратиться за помощью в прокуратуру.

Прокуратура ыйтсан кӑна кӳме туянма сертификат панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35275.html

Саня кулам пек турӗ, хӗрарӑмӑн пысӑк кӑвак йӗрпе карталаннӑ шывлӑ куҫӗсене курсан, ирӗксӗрех пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Йывӑр мар-ха вӑл, хамах йӑтаттӑм, — терӗ Мӗтри, хӑй, хӗрарӑмӑн ырӑ кӑмӑлне ытараймасӑр, ҫыххине ҫапах ӑна тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Этемлӗхӗн черчен пайӗ ку енӗпе ятарлӑ литература ҫуккине палӑртать те хӗрарӑмӑн ачисене юратас туйӑм хӑй ҫуралнипе пӗрлех тӗвӗленнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Хӗрарӑмӑн ӗҫ нумай вӗт унӑн, кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлесен те ӗҫ пӗтмест.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепӗр арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн ют ҫын умӗнче хӑй мӑшӑрне картмасӑр калаҫас йӑла пур.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑннипех калать пуль-ха Инесса, анчах Тарановӑн авланас килмест: кирек мӗнле хӗрарӑмӑн та эс ман арӑм пулатӑн тесе хут уйӑрттарнӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех мӑйракапа хӳре шӑтса тухас пек, ҫӗр ҫинче тепӗр шуйттан хушӑнас пек туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех