Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗллехи (тĕпĕ: хӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗллехи ырӑ вӑхӑтсем те аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗллехи вӑхӑтра, сурӑхсене улӑм кӗлти ывӑтса парсан, кӗтӳпех пуҫтарӑнаҫҫӗ, кӑвакарчӑнсемпе пӗрле ыраш пӗрчисем тупса сӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗллехи каникула киле каймасӑр пӗр ҫул та ирттермен Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Упӑшки пушкӑртсем патӗнче пурӑнать, хӗллехи кунсенче кӑна киле килкелет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хӑвӑн пиччӳ, Михаил Николаевич, хӗллехи сивӗре окопра пилӗк уйӑх ларни сывлӑха сиен кӳмесӗрех иртӗ тейӗн-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫирӗм пилӗк ҫухрӑма яхӑн хӗллехи ҫулпа каймалла пулсан та, ӗлӗк ӗҫленӗ вырӑнсене курас килнӗ ҫав ҫыннӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳрте хӗллехи шартлама сивӗре шӑнтнӑ хыҫҫӑн та, перер уйӑхран таҫтан тепӗр хут хунаҫҫӗ ҫав шуйттан тараканӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗллехи кунсенче лӑпланнӑ ҫӑмарта ӗҫӗ те ҫимӗк иртсен тапранчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмрасем хупӑрланӑ пирки ҫутӑ та сахал хӗллехи кунсенче, ачасене вулама-ҫырма хӗн, куҫӗсем те хӑш ачин пӑсӑлма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑваш ҫыннишӗн — палан кукли тутлӑ кукӑль: унтан ырри хӗллехи кунсенче мӗн пур?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗллехи кунсенче ку пӳртре путексем те, пӑрусем те ӑшӑра ӳсеҫҫӗ, хӗрсемпе каччӑсене улах ларма та килӗшӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑмӑллӑхсем кирли ҫинчен хӑй те хӗллехи каҫсенче пускилсене чӗнсе калаҫса ларма юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗллехи вӑхӑтра вӗсене лаша каяшӗпе пӑтратса ҫитермелле пулать-ҫке-ха тата.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлушӗ — ялтах вӗрентӗрччӗ: сывлӑхӗ те унӑн ҫирӗпех мар, хӗллехи сивӗре ҫул ҫинче шӑнса чирлесен те часах.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр-пӗрне пӳле-пӳле тарҫӑ хӗрсем хӗллехи пурнӑҫ пирки мӗн пӗлнине сӑнласа кӑтартрӗҫ: лайӑх хутнӑ пӳрт, ҫунапа ҫӳрени, шартлама, кӑчӑртатакан юр, коньки, йӗлтӗр тата «пит ҫӑмартисем ҫунаҫҫӗ» текен пулӑм.

Перебивая одна другую, служанки, как умели, рассказали зимнюю жизнь: натопленный дом, езда в санях, мороз, скрипучий снег, коньки, лыжи и то, что называется: «щеки горят».

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хӗллехи вӑрманта палан йывӑҫҫи хӗп-хӗрлӗн ҫунса ларать.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Атя, атя, кайрӑмӑр, хӗллехи мунча ӑшши пире кӗтмест.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пачах урӑхла, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр, нимӗн ҫинчен те шухӑшласшӑн та пулмасӑр, — хӗллехи вӑрман уҫланкинче кӑвайт ӑшшипе вӑраннӑ хурт-кӑпшанкӑлла, — ӑнтӑлса-ӗненсе кӗтекен арҫын ытамне, хӑй те ҫавнашкалах ӑнтӑлса-ӗненсе, пӗтӗм хӗрӳлӗхпе ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кашни ҫулах хӗллехи кунсенче мӑрьесем темиҫе хутчен те ишӗлнӗ тӗслӗхсем пулатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче шкулсенче кӑмӑл пуррисем валли ятарлӑ курссем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗсенче // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех