Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт умӗнче икӗ юман юпаллӑ крыльца капӑрӑн ларать, анчах ун хӳтлӗхӗнче хӗвелтен пытанма шанчӑклах мар, Малороссинче ку яхӑнта хӗвел шӳт тума юратмасть, ҫынна пуҫӗнчен пуҫласа ури тупанне ҫитичченех вӗри тарпа ислетет.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пиҫсе е ирӗлсе каясран хӑранӑ пек, хӗвелтен вӗсем аякран пӑрӑнса иртеҫҫӗ, хӑйсем пурпӗрех те каҫчен чылай малтан ирӗлсе каяҫҫӗ.Словно боясь обжечься и растаять, они стороной обходят солнце и все-таки тают задолго до вечера.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Малашне вара, хӗвелтен ҫаврӑнса иртсе, тӗнче уҫлӑхӗн анлӑшӗнче каллех ҫухалать.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫутӑ тӗшӗрен кӑшт аяккарах зодиак ҫунаттисенчен те шупкарах ҫутӑ спиралӗсем вырнаҫнӑ: хӗвелтен ывӑтӑнса ун тавра спутниксем евӗр ҫаврӑнакан вут океанӗсем.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл, хӗвелтен куҫне ывӑҫ тупанӗпе хупӑрласа йӗри-тавралла пӑхкаласа тӑчӗ.
Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Кӑштах ларсан хырӑмне хыҫкаласа илчӗ, лаша ҫине, ман ҫине пӑхрӗ, вара хӗвелтен аяккалла, ҫӳлелле пӑхрӗ те: — Пӗҫертет, — терӗ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Вӑл курӑк ҫинче, хырӑмне ҫӳлелле туса, икӗ ывҫине те пуҫ айне хурса, питне хӗвелтен картузӗпе картласа выртатчӗ.Он лежал на траве вверх животом, подложив обе ладони под затылок и накрыв лицо фуражкой от солнца.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
— Унӑн пит ырӑ амӑшӗ малтанах пур вӑрлӑхсене те пӗрне ӑшне пуҫтарса пытарса хунӑ, кайран вара вӑл хӗвелтен ыйтать: ҫӗре пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиех типӗтсе хур, ҫавӑншӑн сана ҫынсем мухтӗҫ!
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗрӗ кӑшӑлӗ ҫумӗнче Мими ларать, вӑл тӑтӑшах пуҫне ҫилӗллӗн пӑркалать, тӑруках ҫул хывса, ун пичӗ е алли ҫине пӗрре кунта, тепре унта вутлӑ йӑрӑм ӳкерекен хӗвелтен пӑрӑнасшӑн вырӑнтан вырӑна куҫкалать.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗп-тӗкел ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын кам-ха хӗвелтен пытантӑр?
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Хӑйсене валли хӗвелтен хӳтлӗх тума!..
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Эсир, мистер, леш енче сарӑ хӗвелтен хура хӗвел тӑвакан пӗрремӗш ҫын пулатӑр! — терӗ вӑл.— Вы, мистер, будете первым, кто на том берегу из красного солнца сделает черное!
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Горизонт патне аннӑҫемӗн анса пыракан хӗвелтен тинӗс ҫине йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ йӗр ӳкрӗ; темле хӑватлӑ тинӗс улӑпӗ хӑйӗн элес-мелес аллисемпе ылтӑн тенкӗсене суйланӑ пек туйӑнса тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Союзлӑ контроль комиссийӗнчен килнӗ хӗвелтен сыхлакан тӗтӗм тӗслӗ куҫлӑхлӑ американец ҫывӑхри уйсене сӑнаса пӑхӗ.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ытти хӗрарӑмсен упӑшкисем походсенчен киле таврӑнӗҫ, Аленка тусанлӑ ҫул ҫине тухӗ те, куҫӗсене хӗвелтен алӑ тупанӗпе хупласа, ӑна кӗтсе сӑнаса пӑхӗ, анчах вӑл ҫук та ҫук.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Куҫлӑхӗ, мӗнле те пулин Европа улпутне вӑхӑтсӑр тухакан пӗркеленчӗксенчен сыхлама тунӑскер, халӗ боеца хӗвелтен тата тусантан сыхлать.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
«Орвилль Райт васкамасӑр хӗвелтен сыхланма тӗттӗм куҫлӑх тӑхӑннӑ, пиншакне улӑштарнӑ, пуҫне ҫӗлӗк тӑхӑнса, ӑна ҫамки ҫине пусса лартнӑ та, аэроплан ҫине хӑй вырӑнне ларнӑ.
35. Чап // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Вӑл тин шӑтса тухнӑ йывӑҫсене мӗнле пӑхмаллине кӑтартрӗ, ҫавӑнтах, ҫаннисене тавӑрса, лартнӑ йывӑҫсене хӗвелтен хупӑрласа тӑракан туратсене хурҫӑ пуртӑпа иртсе тӑкрӗ.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Апла пулсан шурӑ ҫыннӑн чӑн-чӑн ӳт, ҫумӑртан, ҫилтен, хӗвелтен сыхлакан хура та ялтӑркка ӳт — ҫук эппин?
Пӗрремӗш тус // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пӑрахут капитанӗ борт урлӑ уртӑнчӗ, хӗвелтен куҫне хӗссе, вӗсем ҫине пӑхрӗ.Капитан парохода перегнулся через борт и, щурясь от солнца, смотрел на них.
Вырӑна ҫитни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.