Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланса (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн ӑпӑр-тапӑрне кӗсйине чикрӗ, юлташӗсене сутӑн илме хӑтланса пӑхас шухӑшне пӑрахрӗ.

И Том опять убрал в карман свои тощие капиталы, оставив всякую мысль о том, чтобы подкупить мальчиков.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ют ача ҫӑлӑнма хӑтланса тапкаланать.

Мальчик только забарахтался, пытаясь высвободиться.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Киле час таврӑнмарӗ, каҫхи апата лариччен Джим ятлӑ негр ачине ыран валли вутӑ татса пама ҫеҫ, тӗрӗссипе каласан, хӑй мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен каласа пама ҫеҫ ӗлкӗрче вӑл.

Он еле успел вернуться домой, чтобы до ужина помочь негритенку Джиму напилить на завтра дров и наколоть щепок для растопки; во всяком случае, он успел рассказать Джиму о своих похождениях, пока тот сделал три четверти работы.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нимӗҫ фашисчӗсем те хӑшпӗр чухне ҫакӑн пек чееленме хӑтланса пӑхнӑ.

Иногда и немецкие фашисты пытались так хитрить.

Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

Ҫакӑн пек тӗслӗхсене пытарма хӑтланса вӗсен пуҫлӑхӗсем йӑнӑшаҫҫӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Ҫавӑн пек тем те хӑтланса кӑтартать.

И вот так чего только не делает.

Малтанхи черчен туйӑмсем // Вера И.. «Тантӑш», 2016.08.18, 32№

Предпринимательсем унпа Чечен Республикинче пурӑнакан пӗлӗшӗсем урлӑ та ҫыхӑнма хӑтланса пӑхнӑ — кӑлӑхах.

Предприниматели попытались связаться с ним через знакомых в Чеченской Республике - напрасно.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Акӑ мӗншӗн Михаил Игнатьев та пусӑм тусах палӑртрӗ: «Ҫапла хӑтланса ачасем хӑйсене сиен кӳреҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Юрӗ, калас тенине пӗр ҫӗре пуҫтарма хӑтланса пӑхам-ха.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Саккунлӑ майпа тӳлекен ӗҫ укҫи фондне тивӗҫтерессине перекетлеме хӑтланса хӑшпӗр ӗҫ паракансем патшалахӑн социаллӑ обязательствисене пурнӑҫлама кирлӗ укҫа-тенкӗ шӑпах налукран тӳлекен тата ытти тӳлеврен пухӑннине манса каяҫҫӗ.

В желании сэкономить на обеспечении легального зарплатного фонда некоторые работодатели забывают о том, что именно из налоговых и других отчислений формируются средства на выполнение социальных обязательств государства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.

27. Посему говори дому Израилеву, сын человеческий, и скажи им: так говорит Господь Бог: вот чем еще хулили Меня отцы ваши, вероломно поступая против Меня: 28. Я привел их в землю, которую клятвенно обещал дать им, подняв руку Мою, - а они, высмотрев себе всякий высокий холм и всякое ветвистое дерево, стали заколать там жертвы свои, и ставили там оскорбительные для Меня приношения свои и благовонные курения свои, и возливали там возлияния свои.

Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Асту, улталанмалла ан пултӑр, 11. айванла хӑтланса мӑшкӑл курмалла ан пултӑр.

10. Наблюдай, чтобы тебе не быть обманутым 11. и не быть униженным в твоем веселье.

Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех