Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланатӑн (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Елюк, мӗн хӑтланатӑн? Юрататӑп-ҫке сана эпӗ! Юрататӑп!» — тесе кӑшкӑрас килет Тарасӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Мӗн хӑтланатӑн эсӗ, Клава?! — пӑлханса ӳкнипе кӑшкӑрсах ячӗ Борис.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Мӗн хӑтланатӑн эсӗ, Корнеев? — каччӑ пӳлӗме кӗрсенех вӑрҫма пуҫларӗ экономист.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Юриех Василий Петрович умӗнче ырӑ ят илесшӗн хӑтланатӑн пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑлӑхах эсӗ ҫавӑн пек хӑтланатӑн — эсӗ «Ваня юлташ» мар!

Напрасно ты прикидываешься — ты не «товарищ Ваня»!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Мӗн ачашланатӑн эсӗ, — тет вара ӑна мӑшӑрӗ, — шыв ӑсма кайма ӳркенсе ҫапла хӑтланатӑн ӗнтӗ, пӗлетӗп сан кахална.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

— Намӑссӑр, мӗн хӑтланатӑн эсӗ?! —

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Анне, мӗн хӑтланатӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн хӑтланатӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗн хӑтланатӑн эсӗ, Шигалей Шейх Аулиярович? — терӗ вӑл чунтан эрленсе.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ай-ай, лайӑх мар хӑтланатӑн, окольничий!

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапах ытлашши хӑтланатӑн, Тукай ӗмпӳ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Э-э, — терӗм ҫакна, — апла хӑтланатӑн пулсан, ху пӗччен ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Мӗнле-ха, эс, районӗпех чапа тухнӑ бригадир ун пек хӑтланатӑн?

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Эс те ҫав, ҫирӗм пилӗк ҫула ҫитнӗ, ҫапах пӗчӗк ачалла хӑтланатӑн, — ятлаҫма тытӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Мӗскер хӑтланатӑн вара эсӗ, Савтепи?

Ты чего — придуряешься, что ли, Савдеби?

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑрушла хӑтланатӑн эсӗ.

Может, ты напрасно сразу ножом-то?..

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чисти ҫавӑн пек хӑтланатӑн эсӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Киревсӗр хӑтланатӑн, Тукай куназ! — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн хӑтланатӑн, Зина? — ҫынсем илтмелле мар асӑрхаттарчӗ Павӑл — Хӑнара тиркемеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех