Шырав
Шырав ĕçĕ:
хӑтармалла (тĕпĕ: хӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Том ҫавнашкал ниме те туйман пек пулнинчен ӑна епле те пулин хӑтармалла.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
16. Ҫак Авраам хӗрне, вунсакӑр ҫул хушши шуйттан ҫыхса тӑраканскере, ҫав ҫыхӑран шӑматкун хӑтармалла марччӗ-и? тенӗ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Хӑй патшалӑхӗнчен Иудейӑна тухса каякан иудейсен ирӗклӗхӗ ҫинчен ҫырнӑ: йӗрке тытса тӑракансенчен никам та — ҫӗр пуҫлӑхӗ те, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑх та, пӑхса тӑраканӗ те — вӗсен алӑкӗ патне пымалла мар, 50. вӗсем тытса тӑракан пӗтӗм ҫӗршыва хырҫӑран хӑтармалла, иудейсен ялӗсене йышӑннӑ идумейсен унтан тухса каймалла; 51. ҫавӑн пекех Турӑ Ҫуртне тума, ӑна туса пӗтеричченех, ҫулсерен ҫирӗм талант парса тӑмалла; 52. парне вырӑнӗ ҫинче кунсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн малтан уйӑрнӑ вунҫичӗ талант ҫумне ҫулсерен вуншар талант хушса памалла; 53. Вавилонран каякансен пурин те — вӗсен хӑйсен те, вӗсен ачисен те — вӗсемпе пӗрле каякан священниксен те хула тума ирӗклӗх пулмалла.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн, 23. е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн, 24. ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла; 25. халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр; 26. ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн, 27. юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть, 28. мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.