Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрса (тĕпĕ: хӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑнасем килнӗ иккен, — терӗ вӑл, алӑкне уҫӑ хӑрса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун тӗлне ҫитсен, хӑрӑк турат ҫинче ҫакӑнса тӑракан сӳрене асӑрхаса: «Ватӑ тус-йышӑм, лаша илеймесен ҫакӑнтах хӑрса саланӑттӑн. Акӑ, лаша илӗп те, эсӗ те кирлӗ пулӑн. Шӑрӑҫтарса шӑлусене ҫирӗплетме паянах кӳлле кайса ярӑп:», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗскӗн тумламсем темелле, пурнӑҫа пӗтӗмпех хӑрса кайнинчен хӑтарса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай вӑхӑт иртрӗ-и ҫапла, сахал-и, пӗрремӗш курс вӗренсе пӗтернӗ ҫӗре хӗр йӑлт хӑрса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл шурлӑх хӗррипе ҫӳллӗ яштака хырсем ӳсеҫҫӗ, варринче — имшерленсе кайнӑ пӗчӗк хырсем лараҫҫӗ, нумайӑшӗ хӑрса типсе кайнӑ.

По его краям стоят высокие стройные сосны, а посреди — совсем низенькие чахлые сосенки, многие совсем погибли.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тата хӑрса ӳкнӗ йӑпшака йӳҫ ӑвӑссем нӳрелсе хӗрсе кайнӑ та, темӗнле канфет шӑрши пек, ҫӑра пылак тутӑллӑ шӑршӑ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Улмуҫҫисем хӑрса ларчӗҫ ӗнтӗ, анчах вӗсене колхоз пуҫлӑхӗсем йӗркесӗр пулни мар, хӗл сивӗ килни пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пыл хурчӗсем пӗтнӗшӗн — чир, улмуҫҫисем хӑрса кайнӑшӑн хаяр сивӗ айӑплӑ иккен, вӑт еплерех шӗвӗртни унта.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юманӑн пӗр енчи тураттисем йӑлтах хӑрса кайнӑ, тепӗр енчисем — хӑрман.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӑл тӗрӗсех каларӗ: эпӗ, хам хӑрса пынӑ май, чӑнах та, сан умӑнти пурнӑҫ чечекӗсене те хӑртса таптаса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Хӑй хӑрса пынӑ май сирӗн умӑрти пурнӑҫ чечекӗсене те таптаса, хӑртса пурӑннӑ вӑл — илтрӗм эпӗ унӑн сӑмахӗсене.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хӗл сивӗ килнӗ ҫул улмуҫҫисем пӗчӗк хулара пӗтӗмпех хӑрса пӗтмен — ҫамрӑккисем чылаях сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗ вӗҫнелле майӗпен ӳсекен пулать, тураттисем хӑрма тытӑнаҫҫӗ, ҫултан-ҫул ватӑлса, хӑлтӑркаса пырать, юлашкинчен хӑрса ларать…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хӑш-пӗр ҫамрӑк хыр, ҫак тӗнчери пурнӑҫшӑн пыракан хаяр та шелсӗр кӗрешӳре хӑйӗнчен аслӑрах, вӑйлӑрах тантӑшӗсен пусмӑрне лексе хӑрса типнӗ, килпетсӗррӗн лӑнкӑртатса ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Яла таврӑнсан, каччӑ шикленмеллипех шикленсе ӳкрӗ: унӑн хуҫалӑхӗ питӗ юхӑннӑ, килӗ-ҫурчӗ, карти-хури япӑхнӑ, ашшӗ сачӗ хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи хаяр сивве тӳсеймесӗр хӑрса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫулҫӑсене кӗве ҫисе пӗтерсен, хӑмла хӑрса ларать-мӗн, кӑҫал вара кашни гектартан вуншар центнер типӗтнӗ хӑмла илме сӑмах панӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хирлеп айлӑмӗнче шыв илнипе хӑрса ларнӑ ватӑ йӑмра икӗ пысӑк тураттине сенӗклесе тӑлӑххӑн ларать.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ури утакан пулчӗ ун, сулахай алли типсе, хӑрса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Этем ури пырса пуснӑ пулсан, ванса та каятчӗ-и, тен, йӑлтах типсе хӑрса ҫитнӗччӗ вӑл, анчах та паян чылаях сарӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унӑн турачӗсем тахҫанах хӑрса типнӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех