Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн хӑрах ура лаппине татса илнӗччӗ, вӑл аллине вӑрӑм патак тытса, уксакласа утатчӗ, хӗлле те ҫулла та пуп тумтирӗ йышши ҫӑмӑл, ҫӳхе ваткӑллӑ сӑкман кастрюля евӗрлӗ темле бархат картус тӑхӑнса ҫӳретчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Закройщикӗн пӗчӗк арӑмӗ килкартишӗнче ҫур ухмах вырӑнне шутланатчӗ, — кӗнекесемпе вӑл хӑй тӑн-пуҫне ҫухатнӑ, хуҫалӑх ӗҫне туса пыма пултарас ҫукки патнех ҫитнӗ тетчӗҫ, унӑн упӑшки хӑй пасара провизи илме ҫӳрет, хӑех кухаркине, яланах йӗпенсе ҫӳрекен хӑрах хӗрлӗ куҫлӑ, тепӗр куҫӗ вырӑнне шупка тӗслӗ хӗсӗк ҫурӑкла тем пысӑккӗш салху хӗрарӑма, вырӑс хӗрарӑмӗ марскере, кӑнтӑрлах апатпа каҫхи апат пӗҫерме хушать тетчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Салтак каллех мана пырса тапӑнчӗ, анчах Смурый хӑрах алӑпа ӑна хул хушшинелле чиксе лартрӗ те отвода ҫӗклесе карӗ, вара шыв уҫласа салтак пуҫне йӗпетме, унӑн начаркка кӗлеткине тутӑр татӑкӗсенчен тунӑ пуканене ҫавӑрнӑ пекех ҫавӑркалама тытӑнчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑрах енчен вӑл хӑйӑр айнерех пулнӑ, тепӗр енчен пӑхсан — унӑн кӗске, хулӑм урисем курӑнса тӑраҫҫӗ, ӑна такам хӑпартма хӑтланнӑ та, чалӑштарса янӑ темелле.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫапла хӑйпе хӑй калаҫса, вӑл хӑрах аллипе хӑмасем тытса, тепринпе, улмасем ӳкмеҫҫӗ-ши тесе, хӗвне хыпашласа пырать.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӗсем курма ӗмӗтленнӗ ҫӗрпе хуҫалӑх тӗлӗк ҫеҫ пулчӗ, тӗлӗкӗ вара тӗлӗк пекех иртсе кайрӗ, чӑннипе вӗсем ҫӗрпӳрте, кӗленчи ваннӑ хӑрах чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗме ҫеҫ лекрӗҫ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вавжон хӑрах аллипе карлӑкран ярса тытнӑ, тепринпе, пуҫӗнчи тӑват кӗтеслӗ ҫӗлӗкне ҫил сӳсе ан кайтӑр тесе, тытса пырать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Утнӑ хушӑрах вӑл хӑрах уран сиккелесе йӗмне хывма та ӗлкӗрнӗ.На ходу он уже успел, прыгая то на одной, то на другой ноге, стащить с себя панталоны.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Мучи пӗр чарӑнмасӑр хӑрах аллипе шарманкине ҫавӑрать, ӑна чӗтренекен, ӳсӗрекен кӗвӗ калаттарать, тепӗр аллипе ача патнелле тӗрлӗ япаласем пӑрахать, ача вӗсене вӗҫсе пынӑ хушӑрах питӗ майлӑн яра-яра тытать.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Темӗн чухлӗ халӑха вӗлерсе пӗтерчӗҫ, Павӑл, — терӗ хӑрах куҫлӑ хресчен, темӗн чухлӗ инкек-синкек тӳссе ирттернӗ ҫынсем пек философилле кӑмӑлсӑрлӑхпа.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Зубавин хӑрах куҫне хӗссе илчӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫӳҫ ҫулне хӑрах айккине туса тӗлӗнмелле тураса хуни унӑн илемсӗр питне пушшех илемсӗрлетет (ҫӳҫе кунашкал кукша хӗрарӑмсем тураса тирпейлеҫҫӗ).
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанхи кун «тӑснӑ алӑпа» ҫуршар пӑт пилӗк минут йӑтса тӑратӑп, тепӗр кун ҫирӗм пӗр кӗрепенкӗ, виҫҫӗмӗш кун ҫирӗм икӗ кӗрепенкӗ, малалла та ҫакнашкал, ҫапла майпа юлашкинчен кашни алӑра тӑватшар пӑт йӑтса тӑма пуҫлатӑп, кил-ҫуртри тарҫӑ-тӗрҫӗсем хушшинче манран вӑйли пулмасть; вара кам та пулин кӗтмен ҫӗртен мана кӳрентерме шут тытсан е пике ҫинчен сума сумасӑр калаҫсан, эпӗ ӑна ҫапла, ахаль кӑна, кӑкӑрӗнчен ҫинҫе саслӑ, вӗрсе каламалли «пускачаллӑ» музыка инструменчӗ ярса тытатӑн, хӑрах аллӑмпа икӗ аршӑна яхӑн ҫӗклетӗп, вара хам вӑя туйтарма кӑна тытса тӑратӑп та яратӑп; анчах, сӑмах май каласан, ку та лайӑх мар; ҫук, ним те мар, эпӗ ӑна усал тумастӑп вӗт, хам вӑя кӑна…»
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хӑрах алӑпа Франкерӑн ҫӗтӗлсе пӗтнӗ ленчешке «Алгебрине», тепринпе — пӗчӗк татӑк пурӑ тытнӑ, унпа икӗ алла, пит-куҫа, фрак чавсисене те вараласа пӗтернӗ ӗнтӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ темиҫе хутчен сурчӑка ҫӑтрӑм, ӳсӗркелесе илтӗм, пуҫа хӑрах еннелле пӑрса хутӑм та чӗнмерӗм.Я проглотил несколько раз слюни, прокашлялся, склонил голову набок и молчал.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ, ҫул айккипе, хӑмӑчӗсене карӑнтарса, икӗ лапсӑркка лаша чупаҫҫӗ, пичеве кӳлнин вӗренӗсене кутлӑхран явакласа илнӗ; хыҫалта, шалпар атӑллӑ вӑрӑм урисене пӗкӗ силленнӗ май кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле шӑнкӑртатакан шӑнкӑравлӑ лашан ик еннелле усса, ҫамрӑк каччӑ-ямшӑк ларса пырать, вӑл путек сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хӑрах хӑлхи ҫине пусарах лартнӑ та тӳлеккӗн темле вӑрӑм юрра тӑсать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир кӗрсенех хӗр хӑрах аллине анне ҫамки ҫинчен илчӗ те шалпар кӗпин кӑкӑрӗ тӗлӗнчи пӗрмисене тӳрлеткелерӗ, унтан: «Тӑнсӑр выртать», — терӗ шӑппӑн.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпе кӗпе-йӗм шкапӗсене йӑлтах ухтарса тухрӑм, ҫапах пӗринче ҫул ҫине тӑхӑнмалли хамӑрӑн симӗс алсасене, тепринче ҫемҫе сӑрантан ҫӗлетнӗ хӑрах перчетке ҫеҫ тупрӑм, вӑл мана пачах юрӑхсӑр, мӗншӗн тесен вӑл кивелсе, вараланса пӗтнӗ, шалпар, ҫитменнине унӑн вӑта пӳрнески ҫук, ӑна Карл Иваныч шыҫнӑ аллине тӑхӑнтарма тахҫанах касса пӑрахнӑ пулмалла.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сӑмахсем мана хӗретсе ячӗҫ; хам чӑннипе мӗн тери маттурри ҫинчен вӑл лайӑххӑн пӗлейменнине систерес тесе, эпӗ хӑрах ура ҫинче вӑр ҫаврӑнтӑм, пӳрнесене шаклаттартӑм та сиксе илтӗм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑрах аллипе вӑл хӑйӗн туйине, тепринпе пӑхӑр савӑт ҫине вырнаҫтарнӑ ҫурта тытнӑ.В одной руке он держал свой посох, в другой — сальную свечу в медном подсвечнике.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.