Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑратать (тĕпĕ: хӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта юлнӑ ана-ҫаран пирки мӑрса ахалех хӑратать: ӑна памастпӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗншӗн тӳрех холӑпа хӑратать эппин вӑл?

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым пирӗн пӗтӗм ӗҫе пӑсса хучӗ, халь ак вӑл Мускава тытса илессипе хӑратать.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине патне ясак ыйтма кӗрес шухӑш Урасметӑн та пулнӑ, анчах, чӑнах та, ҫынни питӗ хӑрушӑ-ҫке, хӑйӗнпе урлӑ пулнӑ этеме тӳрех киреметпе е ытти усал вӑйпа хӑратать.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑнса вилессипе хӑратать тата, кур-ха эс ӑна!

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах, чӑнах, килтен тухса тарассипе хӑратать.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кашни килекенӗ хӑратать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мана, тата, ҫак хӑратать, Хӗветӗр…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— А мӗн вӑл судпа хӑратать?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Асламӑшӗ те Соньӑна: дворян таса юнне пӑсмалла мар, ҫылӑх пулать тесе хӑратать, хырӑм пӑрахма ӳкӗтлет.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Унри ҫак пушӑлӑх, яланах кӗтмен ҫӗртен килекенскер, ӑна хӑратать те тертлентерет.

Эта пустота в ней, наступающая всегда внезапно, пугала и томила ее.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Икӗ-виҫӗ ҫын манӑн йӗри-тавра вӗткеленет, мана хыпашла-хыпашла тӗрӗслет, хӑйсен пулӑшӑвне сӗнет, анчах пирс кашни самантрах ӑнтӑлуллӑ ҫӗкленӳлӗх ураран ҫапса ӳкерессипе хӑратать, ҫавӑнпа та тӗрлӗ ырӑ тӑвуҫӑсенчен хам тӗллӗнех васкавлӑн уйрӑлтӑм та аяккарах кайрӑм; халӗ, кӑмӑл пулас тӑк, куравҫӑ вырӑнӗнче тӑраятӑн; анчах халӗ тӳремре юлас килмест.

Некоторое время два-три человека вертелись вокруг меня, ощупывая и предлагая услуги свои, но, так как нас ежеминутно грозило сбить с ног стремительное возбуждение, я был естественно и очень скоро отделен от всяких доброхотов и мог бы, если бы хотел, присутствовать далее зрителем; но я поспешил выбраться.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Кунта килнӗ ҫын ҫак палӑкпа кӑсӑкланни, эпӗ ӑна вӑрласа каясси сире хӑратать тӗк, эсир ҫав таран шанмастӑр тӑк — сире кӑмӑлпах каҫаратӑп.

— Я охотно прощаю вас, — сказал я, — если вы так подозрительны, что внимание приезжего к этому замечательному памятнику внушает вам опасение, как бы я его не украл.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сире мӗн хӑратать?

Что вам угрожает?

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тен, мана хӑратать ҫеҫ?

Может быть, он просто меня пугал?

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Александр Лукашенко халӗ нефте пошлинӑсӑр 30 миллион тонна таран пама ыйтать, унсӑрӑн вӑл Раҫҫей нефчӗн транзичӗшӗн пӗр тонна пуҫне 45 доллар илессипе хӑратать (хальлӗхе вӑл хак 4 долларпа танлашать).

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.

Ҫав вӑхӑтрах сӑмах-юмах ҫӳрет: Брена Хассавер вӑрманӗ патнелле сирсе ывӑтнӑ-мӗн, пӑрахса хӑварнӑ позицисене иккӗмӗш арми ярса илмесен Зурбагана тӑшман йышӑнасси хӑратать те теветкеллентерет.

Между тем ходили слухи, что Брен отброшен к лесам Хассавера, и Зурбагану, если вторая армия не овладеет вовремя покинутыми позициями, грозит опасность вторжения.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Шкап стени пӗр сасӑсӑр каялла чакрӗ, — ҫакӑ мана, ҫапах та, тин кӑна илтнӗ калаҫупа танлаштарсан сахалрах хӑратать, вара эпӗ квартал пек ансӑр, вӑрӑм коридор йӑлтӑрккине шуҫса тухрӑм; хутлӑха электричество ҫутатать; кирек мӗнле килсе тухсан та — тарса ҫӑлӑнаятӑпах…

Стена шкапа бесшумно отступила назад, напугав меня меньше, однако, чем только что слышанный разговор, и я скользнул на блеск узкого, длинного, как квартал, коридора, озаренного электричеством, где было, по крайней мере, куда бежать.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хисеплӗ те сумлӑ ҫак вӑйӑ тачӑрах та тачӑрах хӑратать; ирхине, коридорта шпорсен ҫепӗҫ чӑнкӑртатӑвне илтнӗ-илтменех, ҫав ҫеккунтрах, Комон апат ҫиме чарӑнчӗ.

Почтенная игра эта угрожала так плотно, что утром, заслышав на коридоре ласковый перезвон шпор, Комон, не медля секунды, перестал завтракать.

I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

Ҫак ӳкерчӗке вӑл умне питӗ уҫӑмлӑ кӑларса тӑратрӗ, ҫак сӑнарлав вӑл урӑх нихӑҫан та курма пуҫлаймассипе хӑратать, пуҫ купташкине аркатма чӗнет, — ҫавӑнпа Рен хӑйӗн йышӑнӑвӗн татӑклӑхне тепӗр хут тӗпчесе-тишкерсе тертленме хал ҫитереймест.

Он так ясно представил себе все это, угрожающее ему, если он не размозжит себе череп и не избавится от слепоты, что не захотел даже подвергнуть себя последнему допросу относительно твердости своего решения.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех