Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрарӗ (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ вӑйлӑ та, Михха манран хӑрарӗ, ҫимӗк чух пӗтӗм ялйыш умӗнче намӑса кӗртнине те, килти ҫуртсене ҫӗмӗрнине те каҫарчӗ тесе шухӑшларӑн-и?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмен тесе тӗрӗссине калас, хуҫи ҫилленесрен хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлташне хӑваласан, Анукӗ те писесрен хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна ахаль те хавшак чӗреллине аса илсе, ун ҫинчен каласа пушшех те хускаласран хӑрарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах, чӑн та, вилсе кайнӑ пулсан, ку хыпар ял ҫине сарӑлса, тӳре-шарасен хӑлхине пырса кӗресрен, хӑйсене ҫын вӗлерекенсем тесе айӑпласран хӑрарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӑшӗнче вӑл ял ҫине сӑмах сарасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрре унӑн хӑвӑртрах каҫ пултарасси килчӗ, ҫав хушӑрах хӗвел анса ларассинчен те хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗвӗҫ ҫын ятне илтесрен хӑрарӗ пулин те, тарҫӑ малаллах утрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Квикка, эпир вӗсене кунта мӗн шутпа илсе килнине пӗлменскер, малтанах питӗ хӑрарӗ, икӗ талӑк хушши нимӗн те ҫимерӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Пакша эпӗ сасартӑк кӑшкӑрса калаҫнинчен хӑрарӗ те сарай ҫумӗнчи тирек йывӑҫҫи ҫине пӗррех сикрӗ, тем хушӑра чи тӑррине улӑхса, турат хыҫне пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Ҫапах та вӑл пӳрте кӗме хӑрарӗ, анчах ӑҫта каймаллине те пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кама вулаттарас-ши тесе ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ Ваҫук, — никама пама та хӑрарӗ.

Поискал, кого бы попросить прочесть, — и не нашел.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах Анахвӑра мӗнле шеллесен те ун куҫӗ умне курӑнма хӑрарӗ вӑл.

Парню было жалко Анахвера, но приблизиться к нему он все же не решился.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Килне кайма карчӑкӗнчен хӑрарӗ. Халь ӗнтӗ кантурта ӑйха туртать», — шухӑшларӗ Янтул.

«Наверно, испугался жены — не пошел домой. Сейчас проспится в конторе и пойдет», — решил Яндул.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ман шухӑша?! — тата ытларах хӑрарӗ Утлас.

— Мои мысли, говоришь? — Утлас перепутался не на шутку.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, хӑрарӗ пуль?

Может, испугалась чего-то?

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чухӑнлӑхран хӑрарӗ тейӗҫ.

Еще подумает Элендей-пичче, мол, бедности нашей испугался, побрезговал.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укахви ахалех хӑрарӗ, атӑлкассем вечера вӑл чӗнмесӗрех килнӗ, коридорта кӑна вуннӑ-вуниккӗн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫул ҫинче вӑл ҫын курасран сыхланарах пычӗ, бригадир умне ҫитсен чарӑнса йӗри-тавра пӑхса илчӗ, мӗншӗн тесен пӗр-пӗр вӑрӑм чӗлхе ун ҫинчен ыранах усал ят кӑларасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пулнӑ теме хӑрарӗ, ун пек каласан сӑмах-юмах тата шала кайма пултарать..

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех