Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь хӑй те выҫлӑ-тутлӑ пурӑннӑран виллисене тутӑ пурӑнма сӗнни вӗсенчен кулни пуласран хӑрарӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ташланӑ чухне Вӗҫелис Мукина хӑйӗнчен пӗр минут та уйӑрмарӗ, ӑна ытти хӗрсем, уйрӑмах Нина ҫавӑрса илесрен хӑрарӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Хӑна ассӑн сывласа нимӗн те чӗнмерӗ, калаҫӑва ӑнӑҫсӑр пуҫласа ӑна ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартасран хӑрарӗ.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӗтменрен салтак арӑмӗ кукленсе ларчӗ, ҫапать пулӗ тесе хӑрарӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл ерипен ҫав ҫутӑсем патне ҫывхарса пычӗ, хӑрушӑ ытамне кӗрсе ӳкнӗскер, вӗсем халь-халь сӳнесрен, хӑй тӗттӗме путасран хӑрарӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӗрарӑм хӑвӑрт ҫеҫ ҫул айккине анса айлӑма выртрӗ, сывлама та хӑрарӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тепӗр тесен хӑрарӗ те, ку хыпаршӑн совет лагерьне те ним мар ӑсатӗҫ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле чӳрече патне чи малтан чупса пычӗ, пушар мар-ши тесе хӑрарӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ванюша вӑрҫа илсе каясран хӑрарӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл йӗри-тавралла шикленсе пӑхкаларӗ, ҫынсем вӗсене пӗрле курсан тем калаҫасран хӑрарӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Касса ярасран хӑрарӗ пулинех.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Завьялов Лиза кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярасран хӑрарӗ.
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хӗлимун мучи, хӑйне таптаса каясран хӑрарӗ пулас, вӑшт кӑна сиксе тӑчӗ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл халӗ хӑй тавҫӑрса илнинчен хӑй те хӑрарӗ.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл хускалма та хӑрарӗ.
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хытӑ хӑрарӗ курӑнать хӑйне ҫакнашкал канлӗ ӗҫрен кӑларса ывӑтасран.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Ҫавӑнтан хӑрарӗ ӗнтӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Кил умӗнче кӑшт тӑхтаса тӑчӗ: ӑнсӑртран Эльвирӑна тӗл пуласран темшӗн хӑрарӗ вӑл.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
«Кайӑпӑр» тени темле хапсӑнӑва е пӗр кӑмӑл тупма ыйтнине пӗлтернӗ пек пуласран, асӑрхамасӑр ӳкнӗ сӑмахпа хӗре кӳрентересрен хӑрарӗ вӑл.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Мӗнле хӑрарӗ пуль ача чунӗ…
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.