Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑранипе (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укаслу хӑранипе сиксе чӗтре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн куҫӗ хӑранипе чарӑлса кайрӗ, пичӗ ун-кун туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрача шарт! сикрӗ, хӑранипе ӗсӗклесе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсем курчӗҫ ҫеҫ салтака — Хӑранипе сехрисем хӑпрӗҫӗ, Алӑри хатьрисем ӳкрӗҫӗ: «Мӗн кирлӗ-ши кӑна пирӗнтен?

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрҫӑран хӑранипе вӑрманта пурӑнаттӑмӑр, темелле.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук хӑранипе ҫухӑрса ярать те вӑранса каять.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукпа Санюк хӑранипе питӗ хӑвӑрт вӑрмана чупса ҫитрӗҫ те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Амӑшӗн хӑранипе пысӑкланса кайнӑ куҫӗсене, чӗтрекен тутине пӑхнипех Кирук пӗтӗмпех ӑнланчӗ: вӗсем йывӑрлӑха ҫакланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑранипе унталла ҫапӑнчӗ, кунталла, ниҫта кайса кӗрейменнипе лак! ларчӗ шӑтӑк тӗпне.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

— Акӑ инҫетрен вут куҫлӑ шуйттан чашкӑрса килет, хӑранипе ним тума пӗлместӗп.

Куҫарса пулӑш

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Темӗн пек хӑранипе эпӗ кӑшкӑрса йӗрсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Килӗшет, — те чӑннипех ӗҫӗ килӗшнӗрен, те Оля ашшӗне кӳрентересрен хӑранипе, Андрей пуҫӗпе сӗлтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Урапа ҫинчи хӗрарӑм, хӑранипе кӑн-кӑваках кӑвакарса кайнӑскер, шари-и! ҫухӑрса ячӗ те питне аллипе хупласа лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗчӗ те… хӑранипе шарнех ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрачана йӗрсе яма тухтӑр чарчӗ, вӑл ӑна ҫӗклесе тӑратрӗ те унӑн хӑранипе чарӑлса кайнӑ хуп-хура куҫӗнчен тинкерсе лӑпкӑн ҫеҫ каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хулпуҫҫи, ҫурӑм, хыҫалтан кӗҫ-вӗҫ такам ярса илесрен хӑранипе, тӑр-тӑр! чӗтреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Лава ҫул варринех хӑварса, сасӑ илтӗннӗ ҫӗре эпӗ пӗр туххӑмрах ыткӑнса ҫитрӗм те хӑранипе кӑшт ҫеҫ кайса ӳкмерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

— Ку ача вилӗмрен хӑранипе аллисене ҫӗклесе пулӑшу ыйтнӑ пек.

что этот младенец под угрозой смерти воздевает лапки и призывает на помощь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шӑллӗ ӑҫталла пӑхнине курсан Яков хӑранипе шартах сикрӗ.

Проследив взгляд братишки, Яков вздрогнул в испуге.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗнӗ вӑрҫӑ пуҫласа ярасшӑн тӑрӑшакан ирсӗр ҫынсем, рабочисем курасран хӑранипе, хӑйсен сӗмсӗр ӗҫӗсене ремесленнӑй шкулсенче вӗренекенсен аллипе тутарни ҫинчен эпир халиччен шухӑшласа та пӑхман.

Нам не приходило в голову, что, боясь глаза заводского рабочего, поджигатели войны используют для своих подлых дел труд учеников ремесленных школ.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех