Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑранипе (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малюҫ тинех ӑнланчӗ, хӑранипе хуйха ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӑранипе сиксе илчӗ, малтан яла вӑрҫӑ ҫитрӗ тесе хӑранӑччӗ, анчах самантран ҫакӑ ҫурхи пирвайхи аслати пулнине ӑнланчӗ те пӗр халат вӗҫҫӗн картишне чупса тухрӗ, пиҫиххине салтрӗ, халатне хыврӗ те ҫумӑр айне утрӗ, мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен вӑл, ухмаха ересрен хӑранипе тата шанма пӑрахнипе юлашки вӑйне пухрӗ те инҫетелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑранипе лаша чӗвен тӑчӗ те утланнӑ ҫынна ҫӗре сирпӗтрӗ, лешӗ юр ҫине ӳксе йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хытӑ хӑранипе илтӗнчӗ кӑна пуль тесе шутларӗ малтан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Куҫа курӑнчӗ пуль, — йӑл кулчӗ вӑл, — хӑранипе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫыру сӗтелӗ хушшинче ларакан Малюҫ хӑранипе ручкине хыттӑн ҫатӑрласа тытнипе лешӗ хуҫӑлнине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ икӗ кил урлӑ пурӑнакан хитре Ырсула та чупса тухрӗ, ҫӳлелле пӑхрӗ те хӑранипе тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫапла пулӑшу ыйтсанах Эсекел тата аяларах вырнаҫнӑ пӳлӗме анса каять те… сӑнчӑрласа лартнӑ шапана, темӗн пысӑкӑш шапана, курах каять, хӑранипе кӑшт ҫеҫ пурнӑҫпа сывпуллашмасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫук, динозаврсенчен те мар, ҫӳҫне тӑрмакласа, куҫне чарса пӑрахса калакан учителӗ курнӑ ачасем хӑранипе унран каялла чакса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Каччӑпа хӗр хӑранипе пӗрпӗрне вӗҫертсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑранипе вӑл халӗ те сиксе чӗтрет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑна кӗтмен хура мӗлке пек арҫын хӑранипе хутлансах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑранипе те, ирӗксӗрленипе те мар, хамӑр урӑхла пурӑнма пултарайманнине ӗненнӗ!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл система — доноссем ҫырасси, элеклесси — ҫынсем революци интересӗсем ҫинчен манса кайнӑ ҫӗрте, чӑн малтан революци хӑрушсӑрлӑхра пуласси ҫинчен мар, хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ ҫӗрте, ҫын ЧКна ҫӗршывшӑн, пурин ӗҫӗшӗн хӑрушлӑх пурри ҫинчен пӗлнипе мар, пуринчен малтан хӑйӗншӗн хӑранипе чупнӑ ҫӗрте ҫуралса ӳсет: вӑл кама та пулин пытарса хӑварнӑ, шарламасӑр ирттерсе янӑ, кайса пӗлтермен тесе ан шухӑшлаччӑрах…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑранипе палласа та юлаймарӑм ҫав.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑранипе эсир суя полицейский мӗн хушнине тӑватӑр.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Унта автор пӗр полковник чапаевецсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чухне хӑранипе сассине ҫухатни, калаҫайми пулни ҫинчен калать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ача-пӑчасем хӑранипе ним те калайман, ашшӗ-амӑшӗсем вӗсене ыталасан, лешсем макӑрса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Хӑранипе чут ҫеҫ тухса тармарӑм! — терӗ Андронов.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех