Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарать (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑмра тураттине нӳрӗ ҫӗре чик кӑна — сисейместӗн те — йӑрӑс ӳссе хӑпарать, тӗрекленет, пӗлӗте кармашать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Акӑ ӗнтӗ ҫул тепӗр енчи чӑнкӑ ҫырана хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унта эпир хальччен курман ансӑр ҫулҫӑллӑ вӗрене ӳсет, ҫырласӑр иҫӗм йывӑҫҫи пӳрт тӳпине явӑнса хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ту ҫумӗпе пыракан ҫул пирӗн ҫумран иртсе кӗпер урлӑ каҫать те, Вырӑс урамӗ урлӑ тухса, анкартисенчен иртсе сӑрт ҫине хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пружини пӗчӗкрен-пӗчӗк пулса хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хурӑн тӑррине вӑл пуринчен хӑвӑрт хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юлашкинчен «хӗрлӗ автан», арӑсланса, сарай аркине, унтан ун тӑрринех «сиксе хӑпарать», унта вара «ҫунат ҫапа-ҫапа», асар-писер ахӑрса сиккелеме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫтаппан мучи, икӗ хут инфаркт ҫапнӑкер, пӑрахнӑ ҫӗр ҫинчи типнӗ таллӑ пиҫен мамӑкӗ пек чалланнӑ, яшӑрка, кӑптӑк ҫӳҫ-сухаллӑскер, тӗп сакайӗнче кирлӗ вӑхӑтра уҫӑлтараймасӑр пахалӑхне ҫухатнӑ паранкӑ пек ҫухӑнчӑк питлӗскер, тутӑх тивнӗ тимӗр тӗслӗ, тӗрексӗрленнӗ, саланчӑк куҫӗпе маччаналла тирӗнсе, вырӑнӗ ҫинче хевтесӗррӗн ахлаткаласа, анрашса выртать, хушшӑн-хушшӑн ун ӑшчиккинчен хавшак, анчах хаяр ҫилӗ те хытнӑ, пӑвӑнчӑк сасӑпа паклата-паклата хӑпарать:

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Павӑл, аслати хӑпарать! — хумханса пӗлтерчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӑна хӑлхана «ҫаклатса илсен»каллех ун патнелле сӗвет: тӳремӗпе те вӑйкӑнать, сӑртламӗпе те чакаланать, лапам-васанне те анса хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анатран тӑрантас хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Пӑхатӑп, мана хирӗҫ палланӑ ҫын хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Пӳрт умӗнчех Кӗҫтук ӳстернӗ тирек сарӑлса ларать, унӑн лапсака турачӗсем хулӑн пас пуснипе авӑна-авӑна аннӑ, вӑл мӗнле йывӑҫ иккенне те тӳрех пӗлсе илме ҫук; мӑръесенчен шурӑ тӗтӗм юпаланса хӑпарать; хӑй те шӑннӑ тӗслӗ хӗвел лаштра йӑмрасем хыҫӗнчен хӗрелсе тухать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ман хайхи кушак-тус тарӑхса каять те сак ҫине сикет хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Халӑх ҫилли йӳҫнӗҫем йӳҫсе хӑпарать, — терӗ Пазухин шухӑшласа.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пристаньтен хӑпарнӑ чухне вӗсем сасартӑк Польӑна курчӗҫ: вӑл пристань енчен тӑвалла хӑпарать, пысӑк чӑматан йӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Баймашкин шӑп инструкци хушнӑ пек вӗҫет: вун сакӑр секунд хушшинче анса ларма ӗлкӗрет, хӗрӗх сакӑр секундра — вӗҫсе хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫумӑр пулас пулсан, ҫӑка патакӗ, нӳрленсе, аялалла анать иккен, ҫанталӑк уяра каяс пулсан, — типсе, ҫӳлелле хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Самаях такӑр ҫул машинӑна пӗрре ҫӳлелле илсе хӑпарать, тепре аялалла антарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

— Ҫавӑнпа вӑл ҫыпӑҫса пралук тӑрӑх хӑпарать те.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех