Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарать (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялан анат вӗҫӗнчен, клуб патӗнчен, килес-ши е килес те мар-ши тесе вӑтанакан сӑпайлӑ хӑна евӗр, ҫамрӑклӑх вӑхӑчӗн юрри-кӗвви майӗпен, асӑрханса хӑпарать, вара ман тавра ҫаврӑнма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ялӑн анат вӗҫӗнчен, клуб картишӗнчи симӗс ҫерем ҫинчен килес-ши е килес мар-ши тесе вӑтанакан хӑна евӗр, юрӑ майӗпен те асӑрханса хӑпарать, вара, турикаса ҫитсен, ман тавра ҫаврӑнма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Киле ҫитсе хапхана уҫаҫҫӗ кӑна, кӑвар пек тӗлкӗшекен автан хӳме ҫине сиксе хӑпарать, икӗ ҫунатне хире-хирӗҫ шарт-шарт тутарса, ҫапла пӗлтерет:

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Пӗри таҫта та хӑпарать, Тепри — ҫӗр тепнелле чӑмать.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗрре ҫӳлтен аялалла анать вӑл, тепре каялла хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сан чунна тин, пӗвене татса кайнӑ ҫумӑр шывӗ евӗр, мӑнаҫлӑх капланса хӑпарать, вара хӗвел те сан ҫине (санран мӑшкӑллакансем ҫине мар!) ӑшшӑнрах пӑхнӑн, кайӑксем те саншӑн ҫеҫ ытармалла мар юрланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑнкӑрч нумай уяса тӑмасть, килне чупса кӗрет те кӑмака ҫине вӑштӑр-ваштӑр хӑпарать, ашшӗ тимлесе те майласа хӑварнӑ патронсемпе пӑшала шӑлт-шалт авӑрласа, тухса вирхӗнет анкартинелле аслашшӗпе амӑшӗ сисиччен.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Йӑпӑр-япӑр хӑпарать Шӑнкӑрч, аслашшӗ хушнӑ ҫӗре аллине чикет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

17 ° таран ҫитекен тайлӑкпа вӑл 50 метр ҫӳллӗшри купол галерейи патне хӑпарать, янкӑр ҫанталӑкра унта Гарца сӑнама май пур.

Под углом до 17 ° он поднимается на 50 метров к купольной галерее, откуда при хорошей видимости можно увидеть Гарц.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Час-часах ӑна йӑнӑшпа тайлӑк лифт тесе калаҫҫӗ, Эйфель башнинчи лифтпа (унти диагональпе кӑна, тайӑлнине улӑштармасӑр хӑпарать) танлаштараҫҫӗ.

Его часто ошибочно называют наклонным лифтом и сравнивают с лифтом на Эйфелевой башне, который поднимается туда только по диагонали, не меняя наклона.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Ҫырмаран Илле хӑпарать иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫырма урлӑ каҫса сукмакпа пӗр ҫын хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫитменнине тата хӗвелӗ васкасах ҫӳлелле хӑпарать, йӑранӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ, ҫара тяппасене вӗри ҫӗр ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмест, ҫырмаран Хӗлимун юрӑ ӗнӗрлесе хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хӗрлӗ хӗвел хӑпарать, эпир сире, хаклӑ Ваҫили, Ванюш, Санька, ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ ҫийӗн шурӑмпуҫ хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Е ҫӳлелле хӑпарать вӑл, е аялалла ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кушеткӑран та ырату хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫаплах ӗненместӗн-и? — йӑкӑлт сиксе хӑпарать лешсенчен те пӗчӗкрех шӑркалчӑ салтак арки ҫине.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫав самантрах таҫтан муртан сиксе тухнӑ тепӗр шӑркалчӑ Ӑраман алли ҫине вӑшт кӑна сиксе хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех