Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарать (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен эпӗ ватӑ ҫынсенчен те ҫапла каланине илтмен: «унӑн йывӑр инсульт, ҫавӑнпа сапланса утать»; «ҫав ҫынсен юн пусӑмӗ пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре анать»; «шӑммисем ҫийӗнеҫҫӗ, йывӑр формӑллӑ артроз»; «пурнӑҫ тӑршшӗпе ятарлӑ эмел ӗҫме тивет, йывӑр йышши анеми чирӗ»; «кашни уйӑхра 4 000 тенкӗлӗх сипленме тивет».

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

20. Тараҫҫӗ иккен вӗсем, ӗнтӗ вӗсен тапӑрне те вут тивертнӗ, тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарать.

20. И увидел он, что их обратили в бегство, и жгут лагерь; ибо поднимающийся дым показывал, что произошло.

1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлелле хӑпарнӑҫемӗн Турӑ Ҫурчӗ, айккинчи пӳлӗмӗсене пула, сарӑлса-сарӑлса пырать, мӗншӗн тесен Турӑ Ҫурчӗн ҫавракӑшӗ Турӑ Ҫурчӗ тавра ҫӳлерен те ҫӳле хӑпарать, ҫавӑнпа Турӑ Ҫурчӗ ҫӳлте сарлакарах, аялти хутӗнчен ҫӳлти хутне варринчи витӗр хӑпараҫҫӗ.

7. И он более и более расширялся кругом вверх боковыми комнатами, потому что окружность храма восходила выше и выше вокруг храма, и потому храм имел большую ширину вверху, и из нижнего этажа восходили в верхний через средний.

Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӗсен умӗнче Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисенчен ҫитмӗл ҫынни тӑрать, Сафан ывӑлӗ Иезания та вӗсен хушшинчехчӗ; кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне тытнӑ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм ҫӑра пӗлӗт пек ҫӳлелле хӑпарать.

11. И семьдесят мужей из старейшин дома Израилева стоят перед ними, и Иезания, сын Сафанов, среди них; и у каждого в руке свое кадило, и густое облако курений возносится кверху.

Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӗсен кӳлепи ҫине, пуҫӗ ҫине ҫара ҫерҫи, чӗкеҫ, ытти кайӑк вӗҫсе килсе ларать, вӗсем тӑрӑх кушак та чакаланса хӑпарать.

21. На тело их и на головы их налетают летучие мыши и ласточки и другие птицы, лазают также по ним и кошки.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Ҫиччӗмӗш хутӗнче ача каланӑ: акӑ тинӗс енчен пысӑках мар, этем алӑ тупанӗ пысӑкӑш, пӗлӗт хӑпарать, тенӗ.

44. В седьмой раз тот сказал: вот, небольшое облако поднимается от моря, величиною в ладонь человеческую.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Варринчи чечек кӑшӑлӗнчен сапан тӑррине пӗр чике анлӑш хӑвӑл хӑпарать; вӑл юпасен тӗпӗ пекех ҫавра, чике ҫурӑ чухлӗ, ун тавра — ӳкерчӗксем; сапан аякӗсем тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫаврака мар.

31. Отверстие от внутреннего венка до верха в один локоть; отверстие его круглое, подобно подножию столбов, в полтора локтя, и при отверстии его изваяния; но боковые стенки четырехугольные, не круглые.

3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вениамин каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та, акӑ ӗнтӗ пӗтӗм хуларан пӗлӗтелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарать.

Вениамин оглянулся назад, и вот, дым от всего города восходит к небу.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ; 11. вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет; 12. Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать; 13. кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять; 14. вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать; 15. вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.

10. Третий жребий выпал сынам Завулоновым по племенам их, и простирался предел удела их до Сарида; 11. предел их восходит к морю и Марале и примыкает к Дабешефу и примыкает к потоку, который пред Иокнеамом; 12. от Сарида идет назад к восточной стороне, к востоку солнца, до предела Кислоф-Фавора; отсюда идет к Даврафу и восходит к Иафие; 13. отсюда проходит к востоку в Геф-Хефер, в Итту-Кацин, и идет к Риммону, Мифоару и Нее; 14. и поворачивает предел от севера к Ханнафону и оканчивается долиною Ифтах-Ел; 15. далее: Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала и Вифлеем: двенадцать городов с их селами.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.

5. Пределом же к востоку [все] море Соленое, до устья Иордана; а предел с северной стороны начинается от залива моря, от устья Иордана; 6. отсюда предел восходит к Беф-Хогле и проходит с северной стороны к Беф-Араве, и идет предел вверх до камня Богана, сына Рувимова; 7. потом восходит предел к Давиру от долины Ахор и на севере поворачивает к Галгалу, который против возвышенности Адуммима, лежащего с южной стороны потока; отсюда предел проходит к водам Ен-Шемеша и оканчивается у Ен-Рогела; 8. отсюда предел идет вверх к долине сына Енномова с южной стороны Иевуса, который есть Иерусалим, и восходит предел на вершину горы, которая к западу против долины Енномовой, которая на краю долины Рефаимов к северу; 9. от вершины горы предел поворачивает к источнику вод Нефтоах и идет к городам горы Ефрона, и поворачивает предел к Ваалу, который есть Кириаф-Иарим; 10. потом поворачивает предел от Ваала к морю [и идет] к горе Сеиру, и идет северною стороною горы Иеарим, которая есть Кесалон, и, нисходя к Вефсамису, проходит чрез Фимну; 11. отсюда предел идет северною стороною Екрона, и поворачивает предел к Шикарону, проходит чрез гору [земли] Ваал и доходит до Иавнеила, и оканчивается предел у моря.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иаков ҫӑлтӑрӗ хӑпарать, Израиль туйи ҫӗкленет, Моав пуҫлӑхӗсене пӗтерет вӑл, Сифӑн пӗтӗм ывӑлне аркатать.

Восходит звезда от Иакова и восстает жезл от Израиля, и разит князей Моава и сокрушает всех сынов Сифовых.

Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ, 28. вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать.

27. И встал Авраам рано утром [и пошел] на место, где стоял пред лицем Господа, 28. и посмотрел к Содому и Гоморре и на все пространство окрестности и увидел: вот, дым поднимается с земли, как дым из печи.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Спорт сооруженийӗсен шучӗ те хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӑл кӗтмен ҫӗртен пуҫланать, ӳт-пӳ температури 39-40 градуса ҫити хӑпарать, мышцӑсем, куҫсем ыратаҫҫӗ, тар вӑйлӑ тухать, вӑй-хал чакать, пуҫ ыратать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чир ернӗ ҫыннӑн ӳт-пӳ температури 39-40 градус таран хӑпарать, ҫынна шӑнтса пӑрахать, пысӑк температура 5-7 куна пырать.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех