Шырав
Шырав ĕçĕ:
36. Иаков, ашшӗ, вӗсене каланӑ: эсир мана ачамсемсӗр тӑратса хӑвартӑр: Иосиф ҫук, Симеон та ҫук, Вениамина та илсе каяс тетӗр, — ӗнтӗ пӗтӗм инкек манӑн пуҫӑм ҫине! тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. [Исаак] каланӑ: акӑ эпӗ ватӑлтӑм; хам вилес кунӑма пӗлместӗп; 3. халӗ хӑвӑн сӑпрайна, ухӑ йӗппипе уххуна, ил те хире кайса ман валли кайӑк тытса кил, 4. ман валли хам юратакан апата хатӗрле те мана ҫитерме илсе кил, хам виличчен чунӑм сана пиллесе хӑвартӑр, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ халӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ, 19. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йышне хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳреме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрентсе хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗтӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.