Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвармаҫҫӗ (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗҫсем пур уҫланкӑсене те питӗ тӗплӗн тӗрӗслесе килеҫҫӗ, тӗрӗслемесӗр пӗр шӑтӑк-ҫурӑк та хӑвармаҫҫӗ.

Одновременно немцы прочёсывали опушки.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӳшше хӑвармаҫҫӗ ӗнтӗ, веҫех салатса пӗтереҫҫӗ.

Шалаш растаскивают.

Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

— Паллах, мана кунта хулара хӑвармаҫҫӗ ӗнтӗ.

— Ну, конечно, не оставят же меня здесь, в городе.

Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Яшка шӗввине сыпса ярса ҫӑрине сӑхса хӑвармаҫҫӗ, пӗрле ҫисе яраҫҫӗ.

Гущу съедают одновременно с жидкостью.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Манран ыйтса тӑмаҫҫӗ вӗсем, мӗн тума кайнине те каласа хӑвармаҫҫӗ.

Небось мне они не докладывают, куда да зачем идут.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йӗркипе алӑ тытнӑ чухне палламан ҫынна ыттисем хушшинче сиктерсе хӑвармаҫҫӗ.

Если среди присутствующих находится кто-то чужой, с ним также обмениваются рукопожатием.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ялйыш халь ҫавсем ҫинчен кӑна сӑмахлать — ирпе кӗтӳ кӑларсан та, каҫхи вӑйӑсенче те, урамра пӗр-пӗринпе тӗл пулсан та, ҫынсем иртнӗ уяв пирки асӑнмасӑр хӑвармаҫҫӗ.

По утрам, провожая стадо, и по вечерам, встречая его, на вечерних хороводах и просто при встрече друг с другом сельчане обмениваются одними и теми же новостями.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫарта ҫынна манса хӑвармаҫҫӗ

— На военной службе людей не забывают…

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сӗтел хушшине апат ҫиме лараҫҫӗ, мана валли сак ҫинче вырӑн хӑвармаҫҫӗ.

Сядут, бывало, за стол, а мне и местечка на лавке не оставят.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Англин ӗмӗтсӗр ҫыннисемпе вӗсем хаяррӑн кӗрешеҫҫӗ, вӗсене тӑтӑшах ҫӗнтерсе илсе нихӑҫан та вилнӗ тӑшмана ҫимесӗр хӑвармаҫҫӗ.

Они ожесточённо борются с английскими захватчиками, часто побеждают их и всегда… поедают убитых врагов.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Телее ырана хӑвармаҫҫӗ, ӗнерхи кунӗ те ҫук унӑн; вӑл иртнине астумасть, пуласси ҫинчен шухӑшламасть; унӑн хальхи кӑна — вӑл та яра кун мар, пӗр самант кӑна.

У счастья нет завтрашнего дня; у него нет и вчерашнего; оно не помнит прошедшего, не думает о будущем; у него есть настоящее — и то не день — а мгновенье.

XX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

«Инкеке тӑратса хӑвармаҫҫӗ. Хӑйсен те ӗҫлемелле, вӗсем мана пулӑшаҫҫӗ», — шутларӗ Филипп.

«Не оставляют в беде. Самим у себя надо, а они мне помогают», — растроганно подумал Филипп.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Вӑл килне чупса ҫитиччен кашкӑрсем лере жандармсен шӑммисене хӑвармаҫҫӗ

— Пока он успеет добежать до дому, волки не оставят и костей от полицейских…

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Енчен вӗсем пӗтӗмпех ҫунтарасшӑн пулсан, мӑнастире те вут тӗртмесӗр хӑвармаҫҫӗ пуль? — ыйтрӗ Серафима хӗр-манах.

— Уж если они хотят сжигать все подряд, так и монастырь тоже спалят? — спросила мать Серафима.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юр ҫинче ура лапписем путӑк йӗр хӑвармаҫҫӗ, пӑрланса хытса ларнӑ ҫиелти юр хытти тӗпренчӗкӗсене кашкӑр чӗрнисем чавса кӑларнӑ тӗлсенче чавнӑ вырӑнсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ — ахах пӗрчисем акӑннӑ йӑлтӑркка йӗр выртса юлать.

На снегу не лягут отпечатки лапных подушек, а там, где когти вырвут обледеневший комочек наста, останется искрящаяся царапина — жемчужный след.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗлле пӑранланӑ сурӑх путеккисемпе качака путеккисене халӗ ӗнтӗ ҫӗр каҫма картара хӑвармаҫҫӗ.

Ягнят и козлят зимнего окота уже не оставляют на базах.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Начарккасене» те, шкулта эпир кая юлакансене ҫапла калатпӑр, хисепсӗр хӑвармаҫҫӗ: пулӑшаҫҫӗ, хистеҫҫӗ, ликвидацилеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ, Мӗн кӑна тумаҫҫӗ вӗсемпе!

Ну, а «плохастых», как называли у нас в школе отстающих, выправляли, подтягивали, ликвидировали, повышали, чего только с ними не делали!

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Прокуратурӑна килнӗ пӗр ҫыннӑн ыйтӑвне те тимлемесӗр хӑвармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

3. Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ; 4. вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ.

3. Когда посеет Израиль, придут Мадианитяне и Амаликитяне и жители востока и ходят у них; 4. и стоят у них шатрами, и истребляют произведения земли до самой Газы, и не оставляют для пропитания Израилю ни овцы, ни вола, ни осла.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех