Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана хӑвалакансем ҫывӑхрах.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вара хыҫран хӑвалакансем те таҫта катанах тӑрса юлчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Анчах акӑ хыҫҫӑн хӑвалакансем патне тата пӗр юланут хушӑнчӗ — вӑл хӑйӗн хытӑ каякан мустангӗпе пыракан Морис Джеральд.Но вот к погоне присоединился и еще один всадник — это Морис Джеральд на своем быстроногом мустанге.
ХСVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Халӗ ӑна хӑвалакансем урӑ, вӗсем юн тӑкасшӑн ҫунаҫҫӗ.
LXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Мулсене хӑвалакансем кӑшкӑрашни капитана тӗлӗнсе хытса кайнӑ ҫӗртен вӑратрӗҫ.
II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Прикладсемпе ҫапни чӗрене пырса тиврӗ, пленнӑйсене хӑвалакансем кӑшкӑрни пӗтӗм чуна ҫӳҫентерсе илчӗ.Глухо били по сердцу удары прикладов, хлестали солдатские окрики, подгонявшие тех.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тепӗр ҫур сехет ишсенех вӗсене хӑвалакансем малтанхи пекех аякка юлса пычӗҫ.И снова в течение получаса пирога удерживала преследователей на прежнем расстоянии.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑвалакансем кӑшкӑрашса ҫывхарнӑ май вӗсем хӑвӑртрах утма пикенчӗҫ.Подстёгиваемые рёвом приближающихся преследователей, беглецы ускорили шаг.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑкӑрсем чарӑнса тӑрсан, вара ыттисем те вӗсене пӑхаҫҫӗ; вӑкӑрсем хускалса каймалли сигнал париччен, хӑвалакансем мӗн чухлӗ вӑй хурсан та, выльӑхсене ура ҫине тӑратма май килмест.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑвалакансем ҫывӑхрах та ҫывӑхрах.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Хӑвалакансем хытӑрах хӗсрӗҫ.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Майӗпен кӑшкӑркаласа, шаккакаласа, хӑвалакансем кашкӑрсене хускатрӗҫ те вӗсем малтан хуллен кана хӑйсен еннелле кайрӗҫ.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Пусӑ тулли ҫын, лобогрейкӑсем ҫунаттисене пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫавӑрса пыраҫҫӗ, вӗсене тӑватӑ лаша е мӑшӑр самӑр вӑкӑр кӳлнӗ, — хӑвалакансем е йӗнер ҫинче, е вӑкӑрсен йывӑҫ сӳсменӗ ҫинче ларса пыраҫҫӗ, унтах пӗр лаша кӳлнӗ урапа кайӑк йӑви пек курӑнса каять, ҫав йӑвара е трактор бригадин бригадирӗ, е участокри агроном ларать; лере ҫеҫенхир тӑрӑх ҫип ҫапнӑ пек тӑсӑлса вӑкӑр лавӗсем пыраҫҫӗ — урапа ещӗкӗсем ҫинче типӗ тырӑ йӑлтӑртатса выртать, ҫав тырӑ ҫинче ачасем лараҫҫӗ, ҫӳҫӗсем хӗвелпе шуралса кайнӑ, вӗсем вӑкӑрсене хӑваласа пыраҫҫӗ; тепӗр енче унталла та кунталла грузовиксем вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ, ҫил сирейми тусан ҫӗклеҫҫӗ, — вӑл вӑрҫӑри тӗтӗм карри пек курӑнать, ун айне пытанса пӗр дивизи ҫапӑҫӑва кӗме пултарнӑ пулӗччӗ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑвалакансем ку темле ырӑ япала маррине туйса илчӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ.
Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пусу леш енче, курпун тӗмеске хыҫӗнче, плугсемпе ҫӗре йӑранлаҫҫӗ, вӑкӑр хӑвалакансем шӑхӑрса ҫуйӑхашаҫҫӗ, кунта — ҫулӑн ик енӗпе — лутра эрӗмӗн кӑвак тӗмӗсем, сурӑхсем кӑшласа янӑ ҫул курӑкӗ, турра пуҫҫапнӑ пек пӗшкӗнсе тӑракан вут курӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ тата йӑлтӑртатса вӗҫсе ҫӳрекен эрешмен картисемпе касмӑкланса пӗтнӗ сивӗ пӗлӗтӗн янӑрав кантӑк пек ҫутӑ ытамлӑхӗ сарӑлса выртать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анкартисенче авӑн ҫапнӑ сасӑсем, ут хӑвалакансем кӑшкӑрашнисем, чӑпӑркка чӑвӑшлатнисем, веялка шалтлатнисем таҫта ҫитех илтӗнеҫҫӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шӑпах ҫак вӑхӑтра вӗсен умӗнчен темиҫе вӑкӑр, туртӑнса пыракан сӑнчӑра чӑнкӑртаттарса, сӳсменсене чӗриклеттерсе, плуга туртса иртрӗҫ; вӗсене хӑвалакансем — хӗрсемпе ҫамрӑк ачасем — пушшисемпе хӑмсара-хӑмсара кӑшкӑраҫҫӗ: «Цоб, цоб, цобе, чӑпарри, цобе, кӑвакки!»
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ну, лешсем, отряд хыҫҫӑн хӑвалакансем.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мотор чӗтресе илчӗ, шӑппӑнрах та вӑрӑммӑн юрласа ячӗ, кӑштах тайӑла-тайӑла молотилка кӗрле пуҫларӗ те — улӑм силлекен пайсем пушӑлла шаккама тытӑнчӗҫ, аласем кӗмсӗртеттерчӗҫ; аякран пӑхсан барабан ҫӳлӗкӗ ҫине кӗлтесем ывтӑнаҫҫӗ, йӗтем ҫинче шурӑ тусан йӑсӑрланса тӑрать, ҫынсем калаҫнисем, лаша хӑвалакансем кӑшкӑрашни илтӗнет, темелле.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хаярланса хӑвалакансем ҫакна хӑйсем те кӗтменччӗ.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.