Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пичче мана ҫӗр ҫине антарчӗ те: — Акӑ ӗнтӗ, чӑн-чӑн хыр вӑрманӗ. Пӑх-ха, — епле пысӑк та лайӑх хырсем! — терӗ.
«Ау!» — тени мӗн пулать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Сухалӗ хыр вулли тавра ҫавӑрӑнса пӗтсен, Карабас Барабас сӑмсипе хыр вулли ҫине пырса ҫапӑнчӗ.Когда борода окончилась, Карабас Барабас упёрся носом в дерево.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Карабас Барабас хырне хытӑрах силлентерчӗ те йывӑр хыр йӗкелӗ аялалла сирпӗнсе анчӗ, вӑл тӳрех Карабас Барабасӑн карса пӑрахнӑ ҫӑварне паклатрӗ.Карабас Барабас тряхнул сильнее, и тяжёлая шишка полетела вниз — бах! — прямо ему в зубастую пасть.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Буратино уй варринче пӗр-пӗччен ларакан хыр патне чупса пырса, сӑмалаллӑ хыр вулли тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те, ҫӑвар тулли кӑшкӑрса, уласа-ҫухӑрса ячӗ.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Унта та кунта шӗшкӗпе хурӑн тӗл пулкаланӑ хыр вӑрманӗнчи пысӑк мар уҫланкӑра, снарядсем тӳнтернӗ хырсем выртнӑ ҫӗрте, ялсенчи чӗрӗ юлнӑ ҫынсем пухӑннӑ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ун хыҫҫӑн Чередников пӗр тӗтреллӗ каҫ шӑпах лаша виллине хирӗҫ ларакан пӗчӗк хыр патне сукмак тунӑ, туратсене силлесе пасне тӑкнӑ, юр ҫине хыр хупписем сапаласа пӑрахнӑ.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Анчах тепӗр чухне ҫак пит те шухӑ ача, мӗншӗн те пулин кӳренсе, сӑрт ҫинчи хыр айӗнче Ватаракшӑн пӑтранчӑк симӗс шывӗ ҫине типӗ хыр мӑкӑлӗсем ывӑтса сехечӗ-сехечӗпе пӗр-пӗччен ларнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хуран айӗнче хурӑн кӑмпи шыра, хырпа чӑрӑш айӗнче — хыр кӑмпи, шур кӑмпине мана валли хӑвар.Под березами ищи подберезовика, под сосной и елкой — рыжики, а уж гриб-боровик для меня оставь.
Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫӳлӗ хыр ҫинчен тунката ҫине хыр йӗкелли шаклатса персе анчӗ.
34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Сарӑ хыр йӗпписем тӑрӑх вут-ҫулӑм хӑвӑрт чупса кайрӗ, хыр хыпса илчӗ те, йӗри-тавра ылтӑн хӗлхемсем сапаласа, ҫатӑртатса ҫунма пуҫларӗ.По желтым иглам пробежал быстрый огонек, и елка вспыхнула, с треском рассыпая вокруг золотые искры.
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
«Ҫил типӗтсе янӑ сӑртӑн тайлӑмне пӗрремӗш хыра лартатӑп, кунта вӑрман кашлатӑр тата манран кайран килекенсем валли сулхӑн пултӑр», — чӑштӑртатса илӗччӗ хыр вӑрманӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл хӗрелекен пӗлӗт ҫине, ытти йывӑҫсенчен уйрӑм ларакан икӗ ҫамрӑк та пысӑк хыр ҫине пӑхса: «кӑнтӑрла хырсем кӑвакрах пулаҫҫӗ, каҫхине мӗнле симӗс те илемлӗ вӗсем!» тесе шухӑшланӑ хыҫҫӑн, Еленӑпа курнӑҫасса шанса, сада тухрӗ.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хырсем, йӗкелсем, чулсем, хыр йӗпписем, тинӗс, унтан сасартӑк — вӗлернӗ…
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ӑшӑччӗ, йӗри-тавра хырсем кашласа ларатчӗҫ, хӑйӑр ҫинче хыр йӗпписемпе йӗкеллисем темӗн чухлехчӗ.Выло тепло, и вокруг шумели сосны, и песок под ногами был усыпан шишками и иголками.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫав вӑхӑтрах сасартӑк ҫил хытӑ вӗрме пуҫларӗ, чӑрӑш хыр еннелле тайӑлчӗ, хыр йынӑшса илчӗ.В то же время вдруг ветер рванул, елка нажала на сосну, и сосна простонала.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Акӑ пӗрре манӑн ҫакӑн пек ӗҫ пулчӗ — эпӗ пакшана пӑшалпа петӗм те, пӗр самантрах виҫӗ хыр тӑрринчен хыр икелӗсем ӳкрӗҫ.Вот раз тоже было, я выстрелил по белке, и сразу с трех соседних елей упало по шишке.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Хырӑм хыр тӑррине кайнӑ.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Ҫурӑлакан пульӑсем, вӑрман тӑрӑх шӑхӑрса вӗҫсе, хыр йӗпписене тӑка-тӑка хӑвараҫҫӗ, хырсен вуллисене шӑйӑрса чӗрпеклеҫҫӗ, хура ҫӗлен евӗр чашкӑрса, ҫӗр ӑшне чӑмаҫҫӗ те, мӗн ҫине те пулин ҫивӗччӗн тӑрӑнса, шартлатса ҫурӑлса каяҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
…Крылатов сасартӑк чӑмӑрӗпе хыра ҫатлаттарса ҫапрӗ, аллине хыр ҫумӗнчен илмесӗрех, хӗрӳллӗн те шанчӑклӑн хыттӑнах каласа хучӗ:Крылатов даже ударил кулаком по стволу сосны и упрямо сказал себе:
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хырсен юр ларнӑ тӑррисем ӳт тӗслӗн курӑнса лараҫҫӗ; ҫак ҫутӑ хыр вуллисен анӑҫ енче пайӑркан-пайӑркан юхнӑ пек туйӑнать.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.