Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пуҫлӑх чӗнсе илӗ те пысӑк ӗҫ хушӗ.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
9. Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик; 10. ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана сыхлама хушӗ, 11. Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан шуйттан Ӑна сӑваплӑ хулана илсе каять те Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса 6. ҫапла калать: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик; ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӗмсӗр ҫынна ан питле: вӑл сана курайми пулӗ; ӑс пуррине питле — ҫавӑншӑн юратӗ вӑл сана; 9. ӑслине ӳкӗтле, вара вӑл тата ӑслӑрах пулӗ; тӳрӗ ҫынна вӗрент, вара вӑл тата пӗлӳ хушӗ.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан: 8. ҫакӑ ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑвӗ, шӑмму-шаккуна вӑй хушӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Соломонӑн — Давид ывӑлӗн, Израиль патшийӗн — ытарӑшӗсем 2. ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ӑнланма, ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмаха ӑнкарма кирлӗ; 3. ырӑ йӑла-йӗркене, тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗхе, тӳрӗлӗхе хӑнӑхма кирлӗ; 4. айваннисене тавҫӑрулӑх, яш ачана пӗлӳ тата вичкӗн ӑс пама кирлӗ; 5. ӑсли итлӗ те — пӗлӳлӗхне хушӗ, тӑнлӑ ҫын та ӑслӑ канаш тупӗ; 6. ытарлӑн каланине, вӑлтса калаҫнине, ӑсчахсен сӑмахне, вӗсен юптарӑвӗсене ӑнланма кирлӗ.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн; 10. сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ: 11. Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ: 12. урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 13. аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ, пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ, Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Самуил Саула каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна мӗн хушнине итлемесӗр эсӗ япӑх турӑн, Ӑна итленӗ пулсассӑн халӗ Ҫӳлхуҫа сана яланлӑхах Израиль патши пулма ҫирӗплетнӗ пулӗччӗ; 14. эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрех патша пулаймӑн: Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Хӑйӗн чӗри кӑмӑллакан ар тупӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна Хӑй халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма хушӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа хӑвна мӗн хушнине тӳрре кӑлармарӑн, тенӗ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш кунне священник каллех пырӗ, чирӗ пӳрт стенисем тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, 40. священник чир ернӗ чулӗсене хайӑрса кӑларма, унтан вӗсене хула тулашне таса мар ҫӗре кайса пӑрахма хушӗ; 41. пӳртне шалтан пӗтӗмпех хырса тухчӑр, хырса тӑкнӑ тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкчӑр; 42. унтан урӑх чулсем илччӗр те леш чулӗсем вырӑнне кӗртсе лартчӑр, урӑх тӑм илччӗр те пӳрте ҫӗнӗрен тӑмпа шӑлса тухчӑр.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӳртре мӗн пурри пурте таса мар пулса ан тӑтӑр тесе, священник чир пӑхма кӗриччен малтан ҫав пӳрте пушатма хушӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн священник пӳрт пӑхма пырӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. тилҫе чирӗпе чирлӗ ҫынна тасатмалла пулсассӑн, ун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна священник патне илсе пырӗҫ; 3. священник тапӑр тулашне тухӗ, тилҫе чирӗпе чирлекен ҫын тилҫе чирӗнчен сывалнине курсассӑн, 4. священник тасалакан ҫын валли икӗ таса чӗрӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип, иссоп илсе пыма хушӗ, 5. унтан священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлне тытса пусма хушӗ; 6. хӑй вӑл чӗрӗ вӗҫен кайӑкне, кедр йывӑҫне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, иссопне илӗ, ҫакна тата чӗрӗ вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тӗлне тытса пуснӑ вӗҫен кайӑк юнӗпе йӗпетӗ; 7. унтан тилҫе чирӗнчен тасалакан ҫын ҫине ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, вара ҫав ҫынна таса тейӗ, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хире вӗҫтерсе ярӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн, 54. вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ; 55. чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.