Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушакан (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх депутачӗсен Совечӗсем яланхи комиссисем суйлаҫҫӗ, ӗҫ тӑвакан тата хушакан органсем, ҫавӑн пекех хӑйсене пӑхӑнса тӑракан ытти органсем туса хураҫҫӗ.

Советы народных депутатов избирают постоянные комиссии, создают исполнительные и распорядительные, а также другие подотчетные им органы.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Нина хӑйне сӑмах хушакан арҫын ҫине ҫаврӑнса пӑхас тенӗччӗ ҫеҫ — пӑр ҫинче шуса кайнипе тайӑлнӑ кӗлеткине ури тытса чараймарӗ, вӑл мелсӗр ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Станцине ҫитсессӗнех запасной ҫул ҫине кӗрсе тӑнӑ анархистсем, ҫакӑнта лекнӗ пирки ҫав тери шӑртланса кайнӑскерсем, халех хӗҫпӑшал илсе фронта тухма хушакан приказ илнӗ пулнӑ (приказне Рудневпа Артем чернильнӑй карандашпа хаҫат хучӗ ҫине ҫырнӑ пулнӑ).

Анархисты, с самого начала попавшие на запасный путь и крайне этим возбужденные, получили приказ (чернильным карандашом на клочке газетной бумага за подписями Руднева и Артема) — немедленно выступить с оружием на фронт.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Нимӗҫсем «мир те мар, вӑрҫӑ та мар» текен паллӑ мар формула ҫине татӑклӑ ответ параҫҫӗ: халӗ ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм Украинӑна, Латвине, Эстонине, Финляндине халех тасатса, ку ҫӗршывсене ӗмӗрлӗхех хӑйсен аллине хӑварма хушакан, кунтан пуҫне тата Бакупа Батум хулисене турксене пама хушакан требовани кӑларса тӑратаҫҫӗ, — ультиматум срокӗ хӗрӗх сакӑр сехете ҫеҫ пымалла.

Отвечая определенно на неопределенную формулу «ни мира, ни войны», немцы требовали теперь: немедленного очищения всей Украины, Латвии, Эстонии и Финляндии с отказом навсегда от этих территорий и, кроме того, отдачи туркам Баку и Батума, — срок ультиматума истекал через сорок восемь часов.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Революци вӑл — чӑтӑмлӑ пулма хушакан ӗҫ.

Революция — дело мужественное.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Деникинецсем рабочисемпе хресчен депутачӗсен Советне ҫунтарса янӑ, нумай рабочисене персе пӑрахнӑ тата купецсене хӑйсен лавккисене уҫма хушакан приказ кӑларса ҫакнӑ.

Деникинцы разгромили Совет, многих рабочих рассреляли, изадли приказ открывать торговцам свои лавки.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӑшпӗр корпуссенче каялла чакма хушакан приказсене ӗненесшӗн те пулман, штабсенче сутӑнчӑксем пур пулӗ, тесе калаҫнӑ.

В некоторых корпусах отказывались верить приказам отступать, в штабах говорили об измене.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

— Чӗрӗ-и, вилӗ-и, анчах эпӗ унта пулапах! — тесе кӑшкӑрнӑ Коленкур, Курганнӑй батарейӑна илме хушакан приказа илсен.

— Живым или мертвым, но я буду там! — вскричал Коленкур, получив приказ взять Курганную батарею.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Юлашкинчен, Бородино патӗнче икӗ енӗн те вӑйӗсем пӗрпекленнӗ, вара вырӑссене чакса пыма хушакан тӗп сӑлтав пӗтнӗ.

Наконец у Бородина силы сторон почти сравнялись, отпала главная причина, вынуждавшая русских к отходу.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫав милици ҫыннисем вара «вӗсене вырӑнтан тапраниччен хӑйсен ялӗсенчех юлса, хресчен ӗҫне туса пурӑнмалла, земски тата вулӑсри тытӑм йӗрки хушакан повинноҫсене пурне те туса пымалла пулнӑ…».

Люди которой, «доколе не будут двинуты с места, должны оставаться в своих селениях и, пребывая в крестьянском их быту, исправлять все те повинности, коими они обязаны по земскому и волостному их управлению…»

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вара отряд хӑйне сыхланма хушакан хыпара хӑш тӗлте илнӗ, ҫавӑнтах выртать те, ним хускалмасӑр пӗр сехет, икӗ сехет, виҫӗ сехет хушши, малалла кайма юрани ҫинчен связной пӗлтеричченех выртать Эпир ҫул ҫинче тӗл пулнӑ пур чӑрмавсене те сирсе, малалла пыратпӑр.

Тогда отряд залегает в том месте, где его застала тревожная весть, и недвижно лежит час, другой, третий, пока связной не сообщит, что можно двигаться дальше.

Ҫул ҫинче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑл манран пӗр вунӑ ҫул аслӑччӗ, анчах эпӗ ӑна хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Настя пит те килӗшнине кураттӑм; Деренков унӑн хӗрӳллӗ куҫӗсенчен пӑхасшӑн марччӗ, ҫынсем умӗнче унпа хуҫаллӑ, типпӗнрех, хушакан сасӑпа калаҫатчӗ, анчах вӑл кайнӑ чух ӑна салхуллӑрах пӑхса ӑсататчӗ, унпа пӗччен, куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чух сухалӗнчен турткаласа, именсе, хӑюсӑр калаҫатчӗ.

Он был лет на десять старше меня, и я видел, что рыжеволосая Настя очень нравится ему, он старался не смотреть в ее задорные глаза, при людях говорил с нею суховато, командующим голосом хозяина, но провожал ее тоскующим взглядом, а говоря наедине с нею, смущенно и робко улыбался, дергая бородку.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

— Малтан эп хушакан икӗ ӗҫе пурнӑҫла-ха, патша, — ӑна тума пултарсан, манӑн кӗрӳ пулӑн!

— Выполни-ка сперва две задачи, — промолвил царь, — сумеешь сделать это — станешь моим зятем!

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пур ҫумне пур хушакан вӗри те ытарайми пурӑнӑҫ!

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл хушакан калаҫусене ирттерме тимлӗн хатӗрленеттӗм.

Тщательно готовился я к таким беседам.

20. Октябрь праҫникне фронтра кӗтсе илетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Линейка патне тухма хушакан командӑна илтсен, вӑл кӑштах тӳрленет те ҫарти пек ҫирӗппӗн утма пуҫлать.

Услышав команду на линейку, он подтягивается и шагает четко, по-военному.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ӗмӗр вӗҫленичченех, ним айӑпсӑрах нушаланма хушакан саккун ҫук.

— Нет такого закону, чтобы страдать безвинно до скончания века.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗрарӑмсем иккӗшӗ те ман кукаҫейӗн ҫиленчӗк туррине, хӑй патне хӑраса ҫеҫ пыма хушакан турра пуҫҫапса пурӑнатчӗҫ; ун ячӗ вӗсен ҫӑварӗнчен те каймастчӗ, — ятлаҫнӑ чух та вӗсем: — Асту! Турӑ кӑтартӗ-ха сана, вӑл сана путсӗре, кукӑртса лартӗ-ха!.. — тесе юнатчӗҫ пӗрне-пӗри.

Обе женщины поклонялись сердитому богу моего деда, — богу, который требовал, чтобы к нему приступали со страхом; имя его постоянно было на устах женщин, — даже ругаясь, они грозили друг другу: — Погоди! Господь тебя накажет, он те скрючит, подлую!..

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Сана хушакан ӗҫ — хӑрушӑ.

Опасное твое поручение.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Вӗсем апат ҫиме, ӗҫе тухма, пухӑва кайма чӗнеҫҫӗ, тревога сигналӗ, ҫывӑрма хушакан сигнал параҫҫӗ.

Они дают сигнал на обед, на работу, на собрание, сигнал тревоги и сигнал спать.

7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех