Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хучӗсемпе (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эдуард Владимирович кӑҫал районта Республика кунне ирттерме пулӑшнисене Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Мала тухнисене Хисеп хучӗсемпе чыслаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Н.А.Казаков, Е.В.Сайгушева, А.В.Герасимов, О.Ж.Утесинов тата ытти ӗҫченсене Хисеп тата Тав хучӗсемпе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Л.И.Таиркинӑн ӗҫне районти вӗрентӳ пайӗ тата администраци пӗрре мар Хисеп, Тав хучӗсемпе хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Конкурсӑн спонсорӗ – В.Чернов ячӗллӗ агрофирма – пулӑшнипе ҫӗнтерӳҫӗсене асӑнмалӑх Хисеп хучӗсемпе парнесем пачӗҫ.

Благодаря поддержке спонсора конкурса - агрофирмы имени В.Чернова - победителям вручили Почетные грамоты и памятные подарки.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вӑл йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене хӳтлӗх панӑ ҫемьесене чунри ӑшӑлӑхшӑн тав туса тав хучӗсемпе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫӗнтерӳ патне чунтан ӑнтӑлаканскерӗн пухмачӗ грамотӑсемпе, дипломсемпе, Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе пуянлансах пырать.

У стремящегося к победе копилка обогащается грамотами, дипломами, Почетными грамотами, Благодарственными письмами.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Район администраци пуҫлӑхӗ Риф Юсупов «Базы» хуҫалӑх ертӳҫин укҫа-тенкӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумне Людмила Давлетована «Чекмагуш район умӗнчи тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑпа, Азат Ардаширов ветфельдшерпа Гульзамина Ганиева сӗт сӑвакан оператора район администрацин Хисеп хучӗсемпе, Ильшат Хайруллин водителе Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Архиври награда хучӗсемпе паллашнӑ май хамӑр районти виҫӗ офицер Александр Невский орденне илме тивӗҫлӗ пулнине пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Александр Невский орденне тивӗҫнӗ офицерсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Чӑваш Республикин Тав хучӗсемпе «Красная Чувашия» ЯХПК механизаторне Владимир Алексеевич Афанасьева, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑхӗнчи Владимир Ильич Алексеева, Тӗмерти вӑтам шкулӑн канцеляри ӗҫне тӑвакан Людмила Семеновна Григорьевана, «Дружба» ЯХПК председательне Иван Васильевич Зубова чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Унсӑр пуҫне «Базы» СПК тата Ф.Ф.Амирханов выпускниксене Хисеп хучӗсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Пурне те хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

ЧНК президенчӗ Н.Ф. Угаслов «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ӑнланса ӑна йӗркелесе ирттерме, хутшӑнакансене пур енлӗн хавхалантарма парнесемпе, хисеп хучӗсемпе чыслама пулнӑ.

Президент ЧНК Н.Ф.Угаслов подчеркнув значимость конкурса «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» согласился помочь с его проведением, поддержать участников призами и наградить грамотами.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсне ирттерме ЧНК та хутшӑнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11659.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех