Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ерошка, стакансене тултарса, кашни хутӗнчех пӗрне Оленина сывлӑх сунса тыттарчӗ, хӑй пӗр тӑтӑш ырми-канми калаҫрӗ.Ерошка всякий раз, наливая стаканы, подносил один Оленину, здороваясь с ним, и говорил без устали.
XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кашни хутӗнчех тата вӑл, йӑнӑшне асӑрханӑ хыҫҫӑн, чунӗнче кичемлӗх, пӗчченлӗхпе темле вилӗ пушӑлӑх пуррине туя-туя илчӗ.И каждый раз, заметив свою ошибку, он ощущал в душе скуку, одиночество и какую-то мертвую пустоту.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах ку ӗмӗтсем кашни хутӗнчех Федоровскин киревсӗр ятлаҫӑвне, рота командирӗн йӗплекен-тӑрӑхлакан сӑмахӗсене, Николаевпа калаҫнине аса илсенех татӑла-татӑла, аркана-аркана саланчӗҫ, Ромашов вара хӑйне хӑй каллех те каллех тӳрлетме ҫукла намӑсланнӑн та телейсӗррӗн туйрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗрин хыҫҫӑн тепри уйрӑла-уйрӑла кайса тӑчӗҫ ҫурма ротӑсем, кашни хутӗнчех, вӑйлӑран вӑйлӑ хӑпартланса, пушшех уҫҫӑн та савӑнӑҫлӑн янӑрарӗ полк маршӗн кӗвви.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Малта, стройран пӗр виҫҫӗр утӑмсенче, яр-уҫӑ, яри-ҫутӑ пӑнчӑсем пула-пула, хӗрарӑм платйисем, сунчӑксемпе шӗлепкесем тӗрлӗ тӗслӗлӗн ула-чӑлаланса ялтӑраҫҫӗ: унта парад курма пухӑннӑ полк дамисем тӑраҫҫӗ, Ромашов уяври пек тумланнӑ ҫак ҫутӑ ушкӑнра Шурочка ҫуккине пит лайӑх пӗлет, анчах вӑл унталла пӑхса илет те — кашни хутӗнчех унӑн чӗри таврашӗнче темӗскер пылаккӑн нӑйкӑша-нӑйкӑша каять, тӗлӗнтермӗшле, сӑлтавсӑр пӑлханӑва пула вара хӑйӗн хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывлас килсе тӑрать.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ларнӑ май, куҫӗсемпе Шурочкӑна шыраса, хыҫалалла нумай хутчен канӑҫсӑррӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна тинкерчӗ вӑл, анчах, вут ҫутине пула, лайӑххӑн тӗмсӗлсе пӑхма йывӑрччӗ, ҫавӑнпа пичӗ ун кашни хутӗнчех тармаклӑн пӗркелене-пӗркелене илчӗ, мӗскӗн, асаплӑ та илемсӗр сӑнлӑ пула-пула кайрӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл Ромашов енне ҫаврӑнать те ним каламасӑр чӑр та чӑр пӑха-пӑха илет, пӑхасса та кирлинчен, тивӗҫлинчен, тен, ҫур ҫеккунт кӑна ытларах, яланхинчен кӑшт ҫех нумайтарах пӑхать пулӗ ӗнтӗ, анчах каччӑ ун куҫӗсенче кашни хутӗнчех ҫав хӑйшӗн ӑнланмалла мар, вӗри те туртакан-сӗтӗрекен вӑях туя-туя катать.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫавӑнта кукаленӗ май, Ромашов ҫутӑ каврӑҫ рама ӑшне вырнаҫтарнӑ стена ҫумӗнчи трюмо витӗр хӑй ҫине темиҫе хутчен те пӑха-пӑха илчӗ, кашни хутӗнчех ӑна пичӗ ирсӗрле шурса, илемсӗрленсе ларнӑн, темле этемле мар пулса тӑнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ, сюртукӗ ытла хӑршӑлса та пакунӗсем питӗ хуҫкаланса пӗтнӗн курӑнчӗҫ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӗтмен ҫӗртен киле-киле ҫапӑнса, шыв тӗпне кашни хутӗнчех вӑйлӑран вӑйлӑ ҫиекен юхӑм-капланусем ҫеҫ вӗсем.Это просто внезапные приливы, которые с каждым разом все больше и больше разъедают дно.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тухса кайнӑ майӑн, кашни хутӗнчех ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ вӑл.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑй калавне вӑл кашни хутӗнчех ҫӗнӗрен ҫӗнӗ хушусем кӗрте-кӗрте лартатчӗ те, юлашкинчен вара унӑн темле акӑш-макӑш тӗлӗнӳллӗ, шанса пӗтерме ҫук айванла та чӑн-чӑннипех кулӑшла юмах пулса каятчӗ, ку ӗнтӗ, паллах, Ромашовпа ун патне килсе ҫӳрекен подпоручиксене ниепле те килӗшмесӗр тӑма пултарайман.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗр-пӗринпе тӑвансем пек курнӑҫаҫҫӗ, хӑшпӗр кун вунӑ хут та, анчах кашни хутӗнчех пӗр е икӗ минутлӑха ҫеҫ; хӑшпӗр кунсенче пӗр енчи хваттер кунӗпех пушӑ пулать, унта пурӑнакансем тепӗр енчи хваттере куҫаҫҫӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, вӑл ҫеҫ мар: вӗсем ҫуртӑн хупӑлчи, унӑн тул енчи стенисем кӑна; лере вара, — шалта, — чӑн-чӑн ҫурт, калама ҫук пысӑк ҫурт: ҫиелтен ӑна ҫак чугунпа хрустальтен тунӑ ҫурт хупӑлча пек витсе тӑрать, вал ҫак ҫуртӑн кашни хутӗнчех йӗри-тавра анлӑ галерейӑсем туса ҫаврӑнать.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та, юлашкинчен пурпӗрех шыраса тупрӑм тенӗ чух, кашни хутӗнчех, шалти туйӑм ӑна хӑй йӑнӑшни ҫинчен систернӗ.Но, увы, каждый раз, когда ему казалось, что он нашел разгадку, обнаруживалась ошибка.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Горпа Анубис Озирисшӑн йӗнӗ кусем, вӗсем сӑввине вӗҫлесен, кашни хутӗнчех, хор, пусма картлашкисем ҫине вырнаҫса тӑнӑскер, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен кала-кала пынӑ ҫавнах савӑнӑҫлӑ та кулянчӑк кӗвӗпе.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пурнӑҫ ҫине ансат, тӗрӗсрех каласан, тӳррӗн пӑхасси — унӑн яланхи тӗллевӗ пулса тӑрать, ҫав тӗллев патне хуллен-хуллен ҫывхарса пынӑ чух, унта ҫитме мӗн тери йывӑррине ӑнланса илет те хӑй ӑшӗнче мухтанать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи кукӑр-макӑр йӗрсене асӑрхама, тӳррӗн ярса пусма май килсен, кашни хутӗнчех хӑйне телейлӗ тесе шутлать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ кун пирки калаҫу пуҫарсан, Ярмолӑн хирӗҫлеме кашни хутӗнчех мӗнле те пулин сӑлтав тупӑнсах тӑчӗ: е пӑшалӗ ҫӗмрӗк унӑн, е йытти чирлӗ, е хӑй ерӗҫеймест.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пирӗн калаҫу, ҫак расна уйрӑм темӑна тӗкӗнне-тӗкӗнменех, ҫаплалла вӗҫленсе пычӗ вара кашни хутӗнчех.И каждый раз наш разговор, едва коснувшись этой необычайной темы, кончался подобным образом.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ килсен, хӑйӗн хӑнӑхнӑ тытӑнкӑллӑ тивӗҫлӗхӗпе кӗтсе илет мана Олеся кашни хутӗнчех.Каждый раз, когда я приходил, Олеся встречала меня с своим привычным сдержанным достоинством.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Карап теорине вӗрентнӗ май кашни хутӗнчех тинӗсре пулса иртнӗ тӗслӗхсене илсе кӑтартать.И к каждому положению теории он приводил яркие примеры из морской практики.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.