Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта тухтӑрсем кӑна мар, вӗсен мӑшӑрӗсемпе ачисем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне ӳстерессишӗн те нумай тӑрӑшаҫҫӗ, конференцисемпе лекцисене, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Клиника тухтӑрӗсем ҫулсерен республика, Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене асӑнса, вӑрҫӑран сывӑ таврӑннисене чысласа ирттерекен ҫак мероприятие Елчӗкри шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенсем ертсе пынипе, темиҫе ҫултанпа хавхаланса тата пысӑк хастарлӑхпа хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Научнӑй работниксем критикӑпа библиографи ӗҫне япӑх хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

«Зарница» ҫар-патриот вӑййисене ку тӑрӑхри ачасем ҫуллен хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Халӑх пурӑнакан вырӑнсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ пулса пырать, ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, шкулсене юсаҫҫӗ, пурӑнмалли условисене лайӑхлатас текенсем патшалӑх программисене хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Паян ГТО нормисене пурнӑҫламашкӑн шкул ачисемпе студентсем кӑна мар, тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Каникула, канмалли кунсене таврӑнсан концертсене хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Киров поселокӗн ҫыннисем туслӑ пурӑнаҫҫӗ, ӗҫе те пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ, субботниксене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Киров поселокӗнче пурӑнакансем те ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Электротехника кластерӗн предприятийӗсем, тӗслӗхрен, «ЭКРА» НПП ООО, «Бреслер» НПП» ООО, «КомплектЭнерго» ООО тата ыттисем те, Крыма ҫити энергокӗпер тӑвас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ халӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Шупашкар районӗнчен унта Роза Алексеева, Борис Иванов, Константин Иванов, Римма Прокопьева хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫакӑнпа тата ачасене воспитани парассипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен калаҫу пуҫарас тӗллевпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем «Полици тата ачасем» операцие кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кӑҫал акцие 2014-2015 ҫулсенче пичетленсе тухнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Улатӑр, Пӑрачкав, Шупашкар, Куславкка районӗсенчи пуҫламӑш организацисем ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсемпе пӗрле асӑннӑ ыйтӑва татса памашкӑн пуҫаруллӑ хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем хӗллехи вӑхӑтра йӗлтӗрпе ярӑнаҫҫӗ, хоккей площадкисенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ.

Поддерживающие здоровый образ жизни в зимнее время катаются на лыжах, участвуют в соревнованиях, проходящих на хоккейных площадках.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Унта кашни ҫулах республикӑри, районсенчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, уйрӑм журналистсем йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

В нем ежегодно принимают активное участие средства массовой информации республики, районов, отдельные журналисты.

Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех