Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутпа (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл сумкӑран шӑтӑркка хутпа чӗркенӗ кӑвак чечеклӗ сарӑ батист тутӑр кӑларса амӑшне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Мучи хутпа кӑранташ кӑларчӗ те шӑпланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хутпа кӑранташ, хулпуҫҫинчен пӗчӗк приемник ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Вӑл витӗр курӑнакан вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫӳхе кӗпепе, кӑвакрах симӗс тӗслӗ ҫӳҫне Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне илемлетмелли ҫутӑ хутпа эрешлесе ҫавӑрса ҫыхнӑ, куҫне те, тутине те сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫутӑ хутпа чӗркенӗ ҫыхӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хутпа чӗркенӗ панулмине мучи сӗтел ҫине пырса хучӗ, тавӑрса панӑ укҫине темиҫе хутчен шутласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Варвари председатель аллинчен ҫутӑ хутпа чӗркенӗ ҫыхӑ илчӗ, хӑй тем каласшӑн пулнӑ пек тутине хускаткаларӗ, анчах «тавтапуҫ сире… тавтапуҫ…» тенисӗр пуҫне урӑх сӑмахсем ҫавӑраймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Уяв кунӗ класрисем учителе парнесем параҫҫӗ, ача вара ӑна сумкинчен лӳчӗркеленнӗ хытӑ хутпа тирпейсӗррӗн чӗркенӗ тӗрке тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Сӗтелӗ ҫине хулӑн кантӑк хунӑ, кантӑкне пергаментлӑ хутпа витнӗ.

застеленному поверх толстого стекла пергаментной бумагой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Амӑшӗ ӑна хутпа чӗркенӗ темӗнле япала тыттарчӗ.

Мать сунула ему в руку что-то завернутое в бумажку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Фабиан господинӑн» кӗмӗл шӑлӗсем (вӗсем вырӑнне Урсэкие тӑхлантан тунӑ ҫӳхе хутпа усӑ курнӑ) тискеррӗн ҫуталса йӑлтӑртатаҫҫӗ, ытла та хытӑ кӑчӑртатнипе, вӗсем кӑшт кӑна тӗпренмеҫҫӗ, тейӗн.

Зубы «господина Фабиана» были обернуты блестящим листком олова и чуть не крошились от скрежета.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ виҫҫе пӑхнӑ хыҫҫӑн, ман алри пушмака шап-шурӑ хутпа чӗркерӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Ҫийӗнчех хутпа кӑранташ илтӗм, тумтире хулпуҫҫи ҫине уртса ятӑм та пирӗн ҫурта хирӗҫ ларакан кафене тухса утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ак, кур, сӗт епле чакать, — кӗсйинчен кӑларнӑ хутпа сӑмсинчен тӗртрӗ вӑл заместителе.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Залӗ те йӑлтӑртатакан бал залӗ мар, тумтир хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, вӑлах вестибюль; чӳречисене хура хутпа карнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вара калчасем ӳстерекен пахчана кайса, лесничествӑран панӑ хутпа, миҫемӗш кварталта мӗнле калча тата мӗн чухлӗ кирлине шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аллинче шап-шурӑ хутпа чӗркенӗ тӗрке.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Эп ӑна хутпа чӗркенӗ кӑпӑр-кӑпӑр канфетсемпе хӑналатӑп, тепрехинче тата, килте асанне кӑна чухне, хӗрлӗ эрех те ӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Лавккаҫ шалти кӗсйинчен кӗмӗл хутпа чӗркенӗ шоколадсем кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юлташсем, Степановпа Тевлеш бабай Ленин панӑ хутпа тӳрех Шупашкара кайнӑ, унта пирӗн правительствӑна пушар пирки тӗплӗн каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех