Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуторти (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ кӗскен каласа панинчен вӑл Дон тӑрӑхӗнчи мӗнпур хуторсем восстани пуҫланине, Штокман, Иван Алексеевич, Давыдка тата хуторти милиционерсем юланутпа таҫта тарнине, Филькӑпа Тимофея ӗнер кӑнтӑрлах площадьре вӗлернине пӗлчӗ.

Из короткого рассказа матери понял, что восстали все хутора Обдонья, что Штокман, Иван Алексеевич, Давыдка и милиционеры ускакали, а Фильку и Тимофея убили на площади еще вчера в полдень.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хуторти лару-тӑрӑва пӗлме килнӗ утлӑ разведка кӗҫех курӑнми пулчӗ.

Конная разведка, рекогносцировавшая хутор, скрылась.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтанах сӑмах хуторти хыпарсем тавра пулчӗ.

Разговор вначале вертелся вокруг хуторских новостей.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫанталӑк ӑшӑтас енне сулӑннӑ: хуторти шыв кӳлленчӗкӗсемпе юр кайнӑ вырӑнсем чӑпаррӑн курӑнса выртаҫҫӗ.

В хуторе лужинами и проталинами цвела оттепель.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗчӗк обозсемпе хуторти колхозниксенчен килчӗҫ.

Мелкими обозами проехали хуторские колхозы.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗчӗк хуторти пурнӑҫ лӑпкӑ та тӳлек пек туйӑннӑ.

Жизнь небольшого хуторка казалась тихой и спокойной.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хапха уҫса кӗртекен илемлӗ, хуторти пек мар хӗрарӑм, чавса таран ҫара аллисене ҫӳллӗ кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытса, алӑк пуканӗ ҫине тӑчӗ.

Та красивая, на вид не хуторская женщина, что открыла ворота, стояла на пороге, скрестив на полной груди голые выше локтей руки.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савӑнса тӑмалла сирӗн, эсӗ пур, хуторти ним ӑнланман ҫын пек калаҫатӑн.

Гордиться этим надо, а ты рассуждаешь, как какой-нибудь некультурный хуторянин.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хуторти площаде хура тӑлӑплӑ казаксем пухӑнса тӑнӑ; хӗрарӑмӗсем, хӑмӑр ӑтӑр тирӗ хурталаса тыттарнӑ кӗрӗкӗсене тӑхаласа, тапӑра тӑратнӑ сурӑхсем пек кӗшӗлтетеҫҫӗ.

А в хуторе на площади чернела тулупами толпа казаков, овечьим порядком кучились бабы, запахнув донские шубы, опушенные бурым поречьем.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑртак вӑрҫӑ ҫинчен тата хуторти ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен калаҫкаласа ларнӑ хыҫҫӑн вӑл, Дарйӑна хӑмӑш пек сарӑ симӗс куҫӗсене хӗссе кӑтартса, кайма хатӗрленчӗ.

Посидел, поговорил о войне, о хуторских новостях, пощурил на Дарью зеленые, камышовые глаза и собрался уходить.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуторти мӗн пур урамсемпе тӑкӑрлӑксенчи кил-ҫуртсем те ҫавӑн пек.

И так по всем улицам и переулкам хутора.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Колонна пуҫӗнчи взводӑн виҫҫӗмӗш ретӗнче Митька Коршунов, Вешенская станици тытӑмне кӗрекен Каргия ятлӑ хуторти казак Иванков Михаил тата Усть-Хопер казакӗ Козьма Крючков пыраҫҫӗ.

В третьем ряду головного взвода ехал Митька Коршунов с Иванковым Михаилом, казаком с хутора Каргина Вешенской станицы, и устьхоперцем Козьмой Крючковым.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хуторти хӑйпе тантӑш ачасене курчӗ; Митька Коршунов вӗр-ҫӗнӗ те капӑр йӗнерпе йӗнерленӗ, янкӑс ӑмралӑхпа шуҫ тӳмеллӗ чӗн йӗвен тӑхӑнтартнӑ ҫӳллӗ ҫутӑ тур ут ҫине утланнӑскер, ирхине пусӑ патнелле вӗҫтерсе иртнӗччӗ, хваттер хуҫисен хапхи умӗнче тӑракан Григорие курсан, ӑна саламламасӑрах, чалӑштарса лартнӑ картузне сулахай аллипе тытса, мӑкӑрлантарса иртсе кайрӗ.

Григорий увидел хуторных ребят-одногодков; Митька Коршунов на высоком светло-гнедом коне, подседланном новехоньким щегольским седлом, с богатым нагрудником и наборной уздечкой, еще утром проскакал к колодцу и, завидев Григория, стоявшего у ворот своей квартиры, прожег мимо, не здороваясь, придерживая левой рукой надетую набекрень фуражку.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кунтиех, хуторти ҫын.

— Тут, хуторной.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуторти стариксем аякранах сӑнатчӗҫ юрӑ юхӑмне.

Хуторские старики издали следят за песней:

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька хуторти хӗрарӑмсем лаптак тукмаксемпе кӗпе ҫапакан чултан такӑнман пулсан, вӗсем сарӑмсӑррӑн пӗр самант чап кӑна чуптуса илмен те пулӗччӗҫ.

Если б не споткнулся Митька о камень, на котором хуторские бабы шлепали вальками белье, не было бы нечаянного короткого поцелуя.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учитель Валандасӑр пуҫне, пурин те вӗсен хуторти хӑйсен килӗсем пулнӑ.

Все, кроме учителя Баланды, имели в хуторе собственные дома.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен Сергей Платонович патне хуторти интеллигенци пухӑнать.

По вечерам у Сергея Платоновича собиралась хуторская интеллигенция.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халӗ, мӗн ватӑличченех уҫӑ тӑнне пӑрахманнишӗн, сутӑнчӑк ҫын пулманнишӗн, тӳрӗлӗхӗшӗн тата ҫӑкӑр-тӑварлӑхӗшӗн хуторти пур ҫын хушшинче те ырӑ ятпа хисепленсе, хӑйӗн юлашки кунӗсене ывӑлӗ патӗнче асаилӳсемпе пурӑнса ирттернӗ.

Доживая у сына, пользуясь в хуторе всеобщим уважением за ясный до старости ум, неподкупную честность и хлебосольство, короткие остатки жизни тратил на воспоминания.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Килтен тутлӑ тулран пӗҫернӗ бурсаксем илсе килчӗ вӑл, тӗрлӗ-тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсем тата ҫӗклемӗпех хуторти ҫӗнӗ хыпарсем.

Привезла домашних сдобных бурсаков, всякого угощенья и ворох хуторских новостей.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех