Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуторта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуторта, ӗнер мӗн пулни ҫинчен пӗр сӑмахпа та хуҫине астутармасӑр, Федя унтан шурлӑх урлӑ Выселкӑна ҫитмелли тӳрӗ ҫул ҫинчен тӗпчеме тытӑнчӗ.

На хуторе, ни одним словом не напоминая хозяину о вчерашнем, Федя стал расспрашивать его о прямой дороге через болото на Выселки.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тен, вӗсем эпир хуторта тӑнине пӗлеҫҫӗ пулӗ?

Может быть, они знают уже, что мы на хуторе?

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Вӑл хуторта утӑ мӗнле сутӑн илни ҫинчен каласа пар эсӗ, — тет боецсенчен пӗри, кулса ярасран аран-аран чӑтса тӑрса.

— Ты расскажи, как он сено на хуторе купил, — удерживая смех, сказал один из бойцов.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тухса тарнӑ Агриппинӑна тупаймарӗҫ: вӑхӑчӗ ҫав тери хӗрӳллӗ пулнӑ пирки, ун ҫинчен хуторта ыйткаларӗҫ те пӑрахрӗҫ.

Сбежавшую Агриппину не нашли: время было такое горячее, — поспрошали на хуторе и бросили.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Каяс пулсан хуторта кам та пулин вӑраниччен тухса кайса ӗлкӗрмелле, унсӑрӑн ӑна никам та ҫил-тӑман витӗр кӑларса ярас ҫук.

Важно было уехать прежде, чем на хуторе кто-нибудь проснётся, иначе ему помешают уехать в метель.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пирӗн хуторта кӑҫал раштав валли какай пулмасть, — терӗ те Эмиль ашшӗ куҫӗпе пӗр пӑнчӑна тӗллесе шӑпланчӗ.

У нас на хуторе будет постное Рождество, — сказал папа Эмиля и мрачно уставился в одну точку.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пирӗн хуторта халӗ икӗ ӗҫкӗҫ, эсӗ тата Нӑрик.

У нас на хуторе двое пьяниц, ты да Свинушок.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗр-пӗр хуторта уяв ирттереҫҫӗ пулсан ирпе-ирех пуринчен малтан кухньнӑна Командирша ҫитсе кӗрет, хӑйне мӗн те пулин париччен ним тусан та тухса каймасть.

Когда на каком-нибудь хуторе бывал праздник, то с утра пораньше в дверях кухни появлялась Командирша и ни за что не уходила, пока ей хоть чего-нибудь не перепадало.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ хуторта часах тӗттӗмленет.

Хутор рано погружался теперь в глубокую темень.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пурӑнма та вӑл хуторта мар, вӑрманти пӗчӗкҫӗ пӳртре пурӑнать.

Она жила, собственно говоря, в избушке в лесу, а не на хуторе.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хуторта ҫамрӑк лаша та пур-ха.

На хуторе была и молодая лошадь.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Урапи тапрансан та вӑл тута хӗррипе кулса илчӗ те хуторта юлакансене лӑплантарас тесе юрласа ячӗ.

И когда бричка тронулась, он усмехнулся и запел, чтобы утешить остающихся.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хуторта тӳрех пӑтӑрмах пуҫланчӗ.

На хуторе начался переполох.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Енчен те эсӗ хӑҫан та пулин Катхульт евӗрлӗ хуторта пулса курнӑ пулсан унти хуҫалӑх ҫурчӗсем ҫума-ҫумӑн вырнаҫнине асӑрханах ӗнтӗ.

Если бы ты когда-нибудь побывал на таком хуторе, как Катхульт, ты бы удивился, как тесно там расположены разные хозяйственные постройки.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тепӗр хуторта ҫав тери кулӑшла сысна ҫурине асӑрхарӗ.

Другой хутор в честь очень смешного поросёночка.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗр хуторта вӑл пӗр кунхине икӗ арҫын ачана курчӗ, карта ҫывӑхӗнче тӑраканскерсем ҫӑвар туллин икерчӗ ҫиетчӗҫ.

Однажды он увидел за оградой одного хутора двух малышей, уплетавших блины.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл вӑхӑтра кашни хуторта тенӗ пекех хуҫалӑхра пулӑшакан ҫынсем пулнӑ.

В те годы на всех хуторах жили для помощи по хозяйству работники и работницы.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Свенсонсен ҫемйисӗр пуҫне хуторта вӗсене ӗҫлесе пулӑшакан Альфредпа Лина пурӑнаҫҫӗ.

Кроме Свенсонов, на хуторе жили ещё работник по имени Альфред и работница, которую звали Лина.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та ку каярахпа пулнӑ, хальлӗхе Эмиль пӗчӗк-ха, вӑл ашшӗ-амӑшӗпе Смоланд округӗнчи Леннеберга ялӗ ҫывӑхӗнчи Катхульт ятлӑ хуторта пурӑнать.

Но это потом, а пока Эмиль был маленьким и жил с мамой и папой на хуторе Катхульт, близ деревни Лённеберги в округе Смоланд.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӑна малтанхи «маяксенчен» урӑхларах, хуторта мар, тӳрех вӑрманта, Ровно — Луцк ҫулӗсенчен ҫур километрта турӑмӑр.

В отличие от прежних, он находился не на хуторе, а прямо в лесу, в полукилометре от дороги Ровно — Луцк.

Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех